Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Ентешлӗхсен спартакиадин шайӗ ӳсет

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 20.08.2014 16:54 | 1967 хут пӑхнӑ
Спорт

Ҫурла уйӑхӗн варринче республикӑри районсен ентешлӗхӗсен йӑлана кӗнӗ «Туслӑх кубокне» ҫӗнсе илессишӗн ирттернӗ ӑмӑртусенче хальхинче нихӑҫанхинчен те нумайрах спортсмен (пурӗ 21 команда) тупӑшнине пӗлтерет «Хыпар» хаҫат Петр Сидоров статйинче.

Пӗтӗмӗшле зачетра малти виҫӗ вырӑна йышӑнакан командӑри атлетсене хавхалантарма Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Л.И. Черкесовӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 230 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Шупашкар хули 545 ҫул тултарнине халалланӑ XXII спартакиадӑра чи малтан шывра ишекенсем ӑмӑртнӑ. Икӗ хӗрпе икӗ арҫынран тӑракан 2*2 эстафетӑра пӗрремӗш вырӑна Улатӑр район ентешлӗхӗн команди тухнӑ. Ҫак коллектив чысне Алтышево ялӗнчи вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексӗн бассейнӗнче ӑсталӑха туптанӑ ишевҫӗсем хӳтӗленӗ.

Ҫивӗч кӗрешӳре 2–5-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Шупашкар тата Красноармейски районӗсен ентешлӗхӗсен ишевҫисем лайӑх ӑмӑртнине те палӑртнӑ. Юлашки виҫӗ вырӑна Ҫӗрпӳ, Комсомольски тата Куславкка районӗсен командисем йышӑннӑ.

Волейболистсен ҫивӗч кӗрешӗвӗ «Спартак» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пилӗк куна тӑсӑлнӑ. Малтанхи тӗл пулусенче икшер командӑна ҫӗнтерсе финала пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫӗсем — вӑрнарсем тата муркашсемпе Тӑвайсем — тухнӑ. Татӑклӑ тӗлпулура выляма вӑрнарсемпе тӑвайсем тивӗҫнӗ. Финалта Вӑрнар районӗн ентешлӗхӗн команди тӑвайсене 2:1 шутпа ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-командӑри волейболистсене мала тухма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Л. Николаев, хӑй вӑхӑтӗнче Вӑрнар районӗнче ӗҫленӗ ЧР ял хуҫалӑх министрӗ С. Павлов тата ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Ю. Попов хавхалантарнӑ.

Вӑрнарсен командин чысне Вадим Кириллов (Пӑртас ялӗнчен), Алексей Федоров (Уйкас Кипек), Артем Степанов (Ҫӗрпел), Вячеслав Данилов (Ҫавалкасси) тата Александр Ласкеев (Хурӑн Кӑкшӑм) уйрӑмах лайӑх хӳтӗленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ-командӑна яваплӑ ӑмӑртусене сумлӑ ӗҫпе спорт ветеранӗсем Геннадий Егоровпа Борис Макаров хатӗрленӗ.

2010 ҫулччен мини-футбол турнирне вуникӗ командӑран ытла хутшӑнман. Республика тӗп хулин 545 ҫулхи юбилейне халалланӑ спартакиадӑра вара хӑйсен ӑсталӑхне кашни районӑн ентешлӗхӗн футболисчӗсем кӑтартрӗҫ. Ҫакӑн пек ырӑ тӗслӗхе Чӑваш Ен чемпионачӗсенче те кураймӑн. Малтанхи тӗлпулусенче малти вырӑнсене йышӑнса спартакиадӑн юлашки икӗ кунӗнче вӑрмарсем, етӗрнесем, елчӗксем, канашсем тата патӑрьелсем тупӑшнӑ. Ҫивӗч кӗрешӳре Юхма ен футболисчӗсем пӗр очко та илеймен, пиллӗкмӗш вырӑна юлнӑ. 3–4-мӗш вырӑнсемшӗн тупӑшнӑ Елчӗк тата Канаш ен ентешлӗхӗсен хушшинчи матч чи кӑсӑклисен шутне кӗнӗ. Елчӗксем канашсене 6:1 (!) шутпа ҫӗнтерсе пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. «Елчӗк ен» командӑшӑн Кармал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Шупашкарти «Лидер» строительство компанийӗн ертӳҫи, ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе тата регбол енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ Александр Лапшин вылянӑ. Вӑл канашсен хапхине икӗ мечӗк тапса кӗртнӗ. Ҫӗршывӗпе паллӑ атлет тӑрӑшнипе «Елчӗк ен» команда вӗрен туртассипе те виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Шупашкар районӗн команди вӗрен туртассипе кӑна пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Апла пулин те пӗтӗмӗшле зачетра пуринчен те сахал очко пухса пуҫласа «Туслӑх кубокне» тата спартакиадӑна хутшӑннӑ чи вӑйлӑ атлетсене хавхалантарма уйӑрнӑ 100 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ.

«Елчӗк ен» командӑн пӗтӗмпе — 19, Канаш районӗн ентешлӗхӗн 20 очко. Ҫапла майпа елчӗксемпе канашсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ.

Шупашкар 545 ҫул тултарнине халалласа ирттернӗ спартакиадӑна савӑнӑҫлӑ самантра хупнӑ чухне спортсменсене уяв ячӗпе Л. Черкесов, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Ю. Попов, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ Н. Угаслов тата ыттисем ӑшшӑн саламланӑ.

#спорт, #Улатӑр районӗ, #Алтышево, #ишесси, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Елчӗк районӗ, #Шупашкар районӗ, #Красноармейски районӗ, #волейбол, #Вӑрнар районӗ, #Тӑвай районӗ, #спартакиадӑсем, #Шупашкар, #Кармал, #мини-футбол, #вӗрен туртасси, #Пӑртас, #Ҫӗрпел, #Уйкас Кипек, #Ҫавалкасси, #Хурӑн Кӑкшӑм

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/162.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем