Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Ку вырсарникун, ҫурлан 18-мӗшӗнче республикӑн тӗп хули хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ку уява хула ҫыннисемпе хӑнасем чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Анчах та пурин кӑмӑлне ӗнӗрпе паян тӑракан ӑмӑрлӑ, йӗпе ҫанталӑк хуҫать. Пурте пӗр ыйтупа кӑсӑкланаҫҫӗ: «Хула кунӗнче мӗнле ҫанталӑк пулӗ?»

Чӑваш Енӗн гидрометеоцентрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫумӑр паян-ыран кӑна ҫуса тӑрӗ. Вырсарникун вара пӗлетсем хушшинчен хӗвел тухӗ, сывлӑш температури кӑнтӑрла 21–26 градус, каҫ еннелле — 13–17 градус пулӗ. Ҫурҫӗртен килекен ҫил ҫеккунтра 5–10 метр хӑвртлӑхпа вӗрӗ.

Ҫапла вара республика ҫыннисем кулянмасӑрах, тулли кӑмӑлпа Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума пултарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64743
 

Этнер Егоров блогӗнчен
Этнер Егоров блогӗнчен

Ҫапла, ҫапла... Тахҫан Шупашкар Арбатӗнче «кун каҫнӑ» республикӑн тӗп хулин чысне варалатакан ӳкерчӗк ҫак кунсенче хӑйӗн вырӑнне ҫухатнӑ та. Кун ҫинчен «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫата Этнер Егоров блогер пӗлтернӗ.

«Чапа» тухнӑ «Шупашкартан салам!» ӳкерчӗк ҫинчен эпир иртнӗ кунсенче пӗлтернӗччӗ. Сӑра ӗҫмелли сӑна сӑнарлакан «пултаруллӑх» хайхи блогера кӳрентернӗ.

Ҫурлан 14-мӗшӗнче Егоров хӑйӗн блогӗнче фотоаппарт ҫине ӳкерсе илнӗ хайхи сӑнӳкерчӗке хула пуҫлӑхне ярса парап тесе ҫырнӑ. Ҫырни вара кӑлӑха пулман, ҫак кунсенче ӳкерчӗк хӑвӑрттӑн Ехрем купса урамӗнчен ҫухалнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1218.html
 

Вӗрентекенсем хушшинче тем тӗрлӗ конкурс та ирттернӗрен хӑш вӑхӑтра вӗрентсе ӗлкӗреҫҫӗ-ши тесе те калас килет… Халӗ, акӑ, пуҫламӑш тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисенче тӑрӑшакансем «Раҫҫей ӑстасемпе палӑрса тӑрать» конкурса хатӗрленеҫҫӗ. Ун йышшин республикӑри конкурсӗ маларах иртнӗ те, ҫавӑнта ҫӗнтернисем халӗ ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртӑвне хутшӑнӗҫ. Унта Шупашкарти 2-мӗш, 4-мӗш, 23-мӗш училищесенче, 12-мӗш лицейре тата Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника техникумӗн пӗрер преподавателӗ 11 ӗҫпе хутшӑнӗҫ.

 

Паян Шупашкарта тепӗр ача-пӑча пахчи хута кайнӑ. Вӑл уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнчи учреждени пулӗ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ҫак учреждение уҫни патшалӑхпа уйрӑм ҫын пӗр тӗвӗре ӗҫлеме пултарнине палӑртса хӑварнӑ.

«Шкул ҫулне ҫитменнисен академийӗ» ят панӑскер Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ микрорайонӗнче хута кайнӑ. Унта пилӗк ушкӑн уҫма палӑртаҫҫӗ. Кашнинче 20-шер ачана йышӑнма май пур-мӗн. Ачасен аталанӑвӗн центрӗ те, ача-пӑча пахчи текен ҫав учрежденире музыка тата физкультура залӗсем пур иккен. Паллах, психолог та ӗҫлӗ. Сенсор пӳлӗмӗ те пур. Тата, паллах, ӗҫре кирлӗ ытти пӳлӗм…

Ҫулталӑк вӗҫлениччен вӑл тӑрӑхра шкул ҫулне ҫитменнисен тепӗр учрежденине уҫма палӑртнине пӗлтернӗ вӑл тӑрӑхри нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре хӑпартакан предприяти директорӗ Николай Угаслов.

Сӑнсем (25)

 

Ҫурлан виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче Чӑваш Республикин тӗп хули пурне те пысӑк та савӑнӑҫлӑ уява — Шупашкар хули кунне — паллӑ тума йыхравлать. Ҫак куна халаласа Шупашкарта тӗрлӗ мероприятийӗсем ирттерме планланӑ. Йӑла тӑрӑх хулан ҫуралнӑ кунӗ тӗлнелле чӑваш ӳкеревҫисен пӗрлешӗвӗ юлашки ҫулта ӳкернӗ ӗҫӗсем тӑрӑх ятарлӑ курав уҫать.

Кӑҫалхи «Савнӑ Шупашкарӑм» ятпа ҫӳрекен курав паян, ҫурлан 16-мӗшӗнче Президент бульварӗнчи паянхи вӑхӑтри ӳнер центрӑн залӗсенче уҫӑлнӑ. Йӗркелевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх курав яланхи пекех ҫынсемшӗн кӑсӑклӑ та тухӑҫлӑ пулӗ.

 

Шупашкарта ҫӳллӗ кӗлӗ тӑхӑнса тупӑшассипе ӑмӑрту иртнӗ. Унта 26 хӗр хутшӑннӑ иккен.

Старта тӑракансен кӗлли 8 сантиметртан ҫӳллӗрех кӗлӗллӗ пушмак тӑхӑнма тивнӗ иккен. Ҫапах та 14 сантиметр ҫӳллӗшне тӑхӑнса тупӑшӑва тухакан та тупӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫи вара — 13 сантиметр ҫӳллӗш кӗлӗ тӑхӑнса старта тӑнӑ Валентина Алексеева.

Ҫӗнтерес текенскернчен хӑшӗсен суранланасси те пулнӑ. Ытла хытӑ чупса пынине пула вӑхӑтра чарӑнса ӗлкӗрейменнипе куракансемпе тупӑшакансене уйӑрма лартнӑ тимӗр картана пырса ҫапӑннӑ иккен. Теприсем ӳксе чӗркуҫҫине амантнӑ, хӑшӗн чупнӑ ҫӗрте пушмакӗ ураран хывӑнса ӳкнӗ, теприн пушмак кӗлли хуҫӑлса кайнипе ҫурма ҫулта ӑна тепӗр пушмакпа ылмаштарма тивнӗ.

 

Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ
Халӑх пултарулӑх ҫурчӗ

Чӑваш Енре культура учрежденисене реорганизацилес ӗҫ малалла пырать. Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗпе халӑх пултарулӑхӗн ҫуртне пӗрлештерӗҫ. Йышӑнӑва правительство ларӑвӗнче ырланӑ.

Иккӗшне пӗр тытӑма пӗрлештернӗ хыҫҫӑн ӑна «Культура керменӗ тата халӑх пултарулӑхӗ» автономи учрежденийӗ туса хурӗҫ. Штатсене чакарассипе пирки каласан, республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов директор пуканӗ тата тӗп бухгалтерсен вырӑнӗсем кӑна пушанасса пӗлтернӗ. Ытти специалиста ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтермелле-мӗн. Реорганизацие пула хысна укҫине 1,3 миллион тенкӗ ытла перекетлеме май килет иккен.

 

Этнер Егоров блогер асӑрханӑ ӳкерчӗк
Этнер Егоров блогер асӑрханӑ ӳкерчӗк

Тӳррипе вӑл кӑна мар-ха...

Шупашкар блогерӗ Этнер Егоров Ехрем купса урамӗнчи ҫуран ҫул ҫинче кӳренмелле ӳкерчӗк асӑрхани пирки хыпарлать «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Ҫуран ҫӳремелли ҫав урама халӑхра «Шупашкар Арбачӗ» тесе каланине те илме пулать.

Асӑннӑ урамра вырнаҫнӑ сӑра ӗҫмелли сӑна сӑнарлакан ӳкерчӗкре урӑ мар икӗ ҫын сӗтел хушшинчи ларать иккен. Урине сӑпата сырнӑскерсен сӗтелӗ ҫинче сӑра кружкисем-мӗн. Пуҫӗсене минретнӗ арҫынсен хыҫӗнче сӑра сутакан заведенирен ӳсӗр арҫынна алӑкран кӑларса янине сӑнраланӑ-мӗн. Ӳкерчӗк ҫине хӗрлӗ сас паллипе «Шупашкартан салам!» тесе ҫырса хунӑ иккен.

Ун пеккине курсан паллӑ блогер хытах тӗлӗннӗ. Ӳкерчӗке пӗр-пӗр хупахра шалта ҫакса хунӑ пулсан аплах тӗлӗнмессине палӑртнӑ вӑл. Анчах тӗп урамра ҫавӑн ӳкерчӗк ҫакӑнса тӑнине вӑл кӳренсе йышӑннӑ. «Ӑна илччӗр тесе хула администрацине ыранах ҫыру яратӑп», — тесе ҫырнӑ-мӗн Этнер хӑйӗн блогӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1213.html
 

Пӳре чирӗпе аптӑракансем ӳлӗмрен ятарлӑ центрта сипленме пуҫлӗҫ. Вӑл паян Шупашкарта уҫӑлнӑ.

Центра хута ярассишӗн вуншар миллион тенкӗ хывнине палӑртнӑ хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Ҫынсем хӑтлӑ та хальхи условиллӗ пульницӑсенче сипленччӗр тесе юлашки икӗ ҫулта 5 миллиарда яхӑн укҫа хывнине палӑртса хӑварнӑ вӑл. «Б. Браун Авитум Руссланд» компанин тӗп директорӗ Тйаги Судханшу ҫапла центрсем уҫассипе хӑйсем пысӑк опытлӑ пулнине асӑннӑ. Тӗнчере 250 ытла пулсан, Чӑваш Енрине шута илсен Раҫҫейре 18-а ҫитнӗ. Ҫынсемшӗн кунта чи савӑнӑҫли — чирлисене хысна шучӗпе сиплӗҫ.

Сӑнсем (16)

 

Республикӑн тӗп хулинче кӗҫех лифтсене юсама тытӑнӗҫ. Ҫак ӗҫе камӑн пуҫӑнмаллине ятарлӑ конкурс ирттерсех палӑртнӑ ӗнтӗ. «Монтажспецстрой» ятлӑ тулли мар яваплӑ общество ҫитес эрнере Эгер бульварӗнчи 30-мӗш А ҫуртри лифта юсама тытӑнӗ.

Ятарлӑ планпа килӗшӳллӗн кӑҫал республикӑн тӗп хулинчи Афанасьев урамӗнчи 9-мӗш, Хевеш урамӗнчи 11/2-мӗш 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 15-мӗш, Ленинла комсомол урамӗнчи 32-мӗш тата 46-мӗш, Ҫӗрпӳ урамӗнчи 5-мӗш, Траткор тӑвакансен урамӗнчи 7-мӗш, Павлов мичман урамӗнчи 24-мӗш, Гузовски урамӗнчи 23-мӗш, Эгер бульварӗнчи 18-мӗш, 28-мӗш, 30-мӗш ҫуртри А блоксенчи ҫуртсенчи лифтсене ылмаштармалла. Ӗҫе пурнӑҫлама 46,7 миллион тенкӗ кирлӗ пулать. Ку укҫаран 35 миллионне Шупашкар хула хыснинчен уйӑраҫҫӗ, ыттине — ҫуртсенче пурӑнакан харпӑрлӑхҫӑсем.

 

Страницӑсем: 1 ... 934, 935, 936, 937, 938, 939, 940, 941, 942, 943, [944], 945, 946, 947, 948, 949, 950, 951, 952, 953, 954, ... 1009
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

Сурӑх:

Кӑрлач, 06

1900
125
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1936
89
Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1944
81
Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та