Паян Чӑваш Ен Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн председательне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Олег Яковлев йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Олег Яковлева 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче РФ Шалти ӗҫсен министерствин Ямал-Ненецк автономи округӗнчи управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ. Унччен вӑл Чӑваш Ен ШӖМӗнче министр ҫумӗ пулнӑ. Олег Николаевич — чӑваш, Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнче 1969 ҫулта ҫуралнӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн ертӳҫине Вениамин Петрова кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑччӗ. Вениамин Иванович нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ӑна ӗҫрен кӑларнине патшалӑх граждан службинче пулмалли ӳсӗмӗ иртнипе сӑлтавланӑччӗ. Вениамин Петров нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ. ГКЧС ертӳҫинче вӑл 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе вӑй хунӑ.
Питӗр хулинчен Владивосток хулине чупса ҫитме палӑртакан чӑваш каччи, Максим Егоров, финиша ҫывхарать. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫав хулана кайма тухнӑ каччӑ Приморье крайне ҫитнӗ. Апла пулсан Владивостока ҫитме тепӗр 550 километр юлать.
Аса илтерер: Элӗк районӗнчи Татмӑшра ҫуралнӑ, Питӗрте аэродромсемпе вертодромсене ҫутӑпа тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен организацире инженерта тӑрӑшакан каччӑ инҫе ҫула пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче тухнӑччӗ. Вӑл пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне Владивостока чупса ҫитме, унтан Токиори Олимпиадӑна ӗлкӗрме ӗмӗтленнӗччӗ. Эпир шухӑшланӑ пек пур чухне те пулса пымасть те, кӑшӑлвирус самани ӑна хытах кансӗрленӗ.
Владивостока каччӑ икӗ эрнере ҫитме пултарӗ. Анчах ӑна чӗркуҫҫи ыраткалани кӑштах кансӗрлет. Сӑмах май каласан, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вӑл Байкал тӑрӑхӗнчен Чӑваш Ене килсе кайнӑ, кунта на пӗлӗшӗсем туя чӗннӗ. Максим ҫулта-йӗрте хайне пулӑшакансене тата хӑй ӗҫленӗ организацие тав тӑвать. Вӑл унтах шутланать, анчах административлӑ отпускра.
Питӗрти чӑвашсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи хастар ҫын, вырӑнти Ваттисен Канашӗн ертӳҫи, таврапӗлӳҫӗ, журналист, ҫар наукисен кандидачӗ Виталий Золотов пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйсен страницинче пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хыпарланӑ. Виталий Арсентьевич 87 ҫула кайнӑ.
Йӑхташӑмӑр 1934 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Синер ялӗнче ҫуралнӑ. Питӗр хулинчи Тинӗс-Ҫар радиотехника Аслӑ ҫар училищине вӗреннӗ. Тинӗс ҫар флотне вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗн тӑватӑ теҫетке ҫулне панӑ. Ҫар офицерӗ Аслӑ Тинӗс-Ҫар радиоэлектроника училищинче доцент пулса та ӗҫленӗ.
Ентешӗмӗр журналистикӑра тата литературӑра та палӑрнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ хисеплӗ ят панӑ. Юлашки ҫулсенче Виталий Золотов Никита Бичурина ӑсчах тата Петр Егоров архитектор ячӗсене Питӗрте сарассипе нумай ӗҫленӗ.
Иркутск облаҫӗнчи Зима районӗнчи Самара ялӗнче пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чӑваш хор коллективӗсен «Халӑх чун-юрри» облаҫри V юрӑ фестивалӗ, ача-пӑча чӑваш юррин «Туслӑх хӗлхемӗ» VI фестивалӗ, «Кӗмӗл сасӑ» юрӑ конкурсӗ иртӗҫ.
Мероприятие Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура вырӑнти тӳре-шара пулӑшнипе ирттерӗ.
Фестиваль-конкурса чӑвашсен автономине йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнине халалланӑ. «Юлташ» автономие Вероника Тимофеева ертсе пырать.
Мероприятин тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхине, халӑх сӑмахлӑхне упраса хӑварасси, вокал, инструмент пултарулӑхне сарасси.
Питӗр хулинчи чӑваш ентешлӗхӗн 95 ҫулхине халалланӑ кӗнекене хӑтлӗҫ.
Мероприяти Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Эпир ӗмӗр пӗрле» (ӑна вырӑсла, «Мы вечно вместе» ятпа пичетленӗ) иртӗ. Кӗнеке авторӗсем – Виталий Золотовпа Валериан Гаврилов.
Хӑтлава чӑваш халӑхӗн историйӗпе, ытти регионти ентешсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланакансене тата хамӑр халӑхӑн мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ ҫинчен пӗлес текенсене чӗнеҫҫӗ.
Кӗнеке хаклавӗ вулавӑшӑн конференци залӗнче, 14.00 сехетре пуҫланӗ.
Чулхулари чӑвашсем Ҫӑварни уявне йыхравлаҫҫӗ. Унти йӑхташӑмӑрсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫитсе курас текенсене Автозавод паркне чӗнеҫҫӗ. Уява «Чулхула чӑвашӗсем» ансамбль те хутшӑнӗ. Вӗсем сцена ҫине 13 сехетре хӑпарӗҫ.
Ҫӑварни эрни ҫак вырсарникун вӗҫленӗ. Вӑл кашни ҫулах тӗрлӗрен килет. Вырсарникун ҫынсем пӗр-пӗринчен каҫару ыйтаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн краеведени тата наци литературин пайӗнче «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ» клубӑн занятийӗ иртӗ. Унӑн теми – «Мир по представлениям древних чуваш» (чӑв. Авалхи чӑвашсен тӗнчене епле ӑнланни).
Чӑваш халӑхӗн мифӗсене тӗпчеме революцичченех пуҫланӑ, паян та унпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Мифсене Раҫҫей, нимӗҫ, венгр тата финн ӑсчӑхӗсем тӗпченӗ. Сӑмахран, Ама йывӑҫ тата Ама ту мӗне пӗлтерет? Мӗншӗн пӗлӗт ҫӗртен уйрӑлса кайнӑ? Ҫӗре чӑвашсем тӑваткал е сакӑр кӗтеслӗ тесе шухӑшланӑ. «Ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗ» клуба пынӑ ачасем ҫак тата ытти япала ҫинчен пӗлӗҫ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи Анат Тавта районӗнчи Канаш ялӗнче тӑван чӗлхе кунне уявланӑ.
Ӑна унти чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Ассоциаци ертӳҫи Николай Герасимов тата Анат Тавта районӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗ тӑрӑшнипе ачасем те уява чылайӑн хутшӑннӑ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрланӑ та, ташланӑ та.
Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ мероприятирен аслисем ие, ачасем те хавхаланса саланнӑ. Тӑван тӑрӑхран аякра пурӑнсан та пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма май пурри ентешӗмӗрсене савӑнтарать, чунра чӑвашлӑх туйӑмне аталантарать.
«НТВ» телеканалпа эрнекунсерен кӑтартакан «Жди меня» телекӑларӑмра Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм кун-ҫулӗпе паллаштарнӑ. Телепередача эфира нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тухнӑ.
Ольга Мелиоранская амӑшне юлашки хут хӑй тӑваттӑра чухне курнӑ. Ольга Мускавра ҫуралнӑ. Хӗрача 4 ҫулта чухне унӑн ашшӗ тӑванӗсем патне Чӑваш Ене килнӗ чухне ҫул ҫинчи инкекре вилнӗ. Амӑшӗ хуйха пула хӗрне Чӑваш Енри тӑванӗсем патне килсе янӑ, таврӑнма шантарса тухса кайнӑ. Ольга шухӑшланӑ тӑрӑх, амӑшӗ эрех ӗҫнӗрен именнипе килмен. Хӗрарӑм ӑна ҫуралнӑ кунсенче саламланӑ, открыткӑсем ҫырса янӑ.
Пӗчӗк хӗрне пӑрахса хӑварнӑ амӑшне хальлӗхе тупайман.
Пушкӑртстанри чӑваш, ученӑй-историк, истори наукисен докторӗ, Пушкӑртстанри патшалӑх медицина университечӗн философи, социаллӑ-гуманитарлӑ дисциплинӑсен кафедрин профессорӗ Ирина Сухарева (Саригель) Галимзян Ибрагимов ячӗллӗ преми лауреачӗн хисеп паллине тивӗҫнӗ.
Ирина Сухарева Пушкӑртстанри чӑвашсен историне тӗпчессипе тата асӑннӑ тӑрӑхри халӑхсен наци культурипе йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе нумай ӗҫленине палӑртнӑ.
Ирина Витальевна Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, Хисеп ячӗсемпе наградӑсемшӗн ӗҫлемест, ҫын ҫине тухма та питех кӑмӑлламасть. «Юратнӑ ӗҫӗме лӑпкӑн ҫеҫ пурнӑҫлама юрататӑп», – тесе ӗнентерет вӑл. Ҫав вӑхӑтрах кӗтмен ҫӗртен чыслани кӑмӑллине пытарман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |