(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен)
«Чӑвашӑн малалла ӑслӑлӑх вӗренес пулать. Тӗнче пысӑк, тӗнчере темӗн те пур. Тӗнчене пӗлме тӑрӑшмасӑр, тӗнче йӗркине, пурнӑҫ йӗркине пӗлме тӑрашмасӑр пурӑнма май ҫук», – ҫырнӑ Ҫеҫпӗл 1921 ҫулта.
«Май пур!..» – теҫҫӗ пирӗн вӗреннӗ чӑвашсем. Хаҫат-журналсене, литература е ӑслӑлӑх ятпа тухакан кӗнекесене уҫкаласа пӑхӑр, радио-телевидени кӑларӑмӗсемпе паллашӑр, театрта пулӑр, чӑваш фильмӗсене курӑр. пуху-конференцисене интернетра шыраса тупӑр, паянхи чӑваш юрри-музыкине итлӗр, «Чӑваш халӑх сайтӗнчи» комментарисене/акапасарсене вулӑр… Пур-и унта ӑслӑлӑха вӗренес тени, тӗнчене, тӗнче йӗркине, пурнӑҫ йӗркине пӗлме тӑрӑшни?.. Ҫук… Ҫеҫпӗл палӑртнӑ инҫет/горизонт патне туртӑннине те ҫукрах… Телее, пирӗн Атнер Петрович Хусанкай пур, ӳнерҫӗсем пур… Вӗсем «семиосфера ахах-мерченӗсемпе» (Ю.М. Лотман ӑнлавӗ) шалти хутшӑнӑва кӗреҫҫӗ. Вӗсен пултарӑвне ҫӗн пӗлтерӗш-тупсӑмсен (смыслы) тарӑнӑшӗ патне ҫитерекен Пысӑк вӑхӑт (М.М. Бахтин ӑнлавӗ) пиелет…
Паянхи гуманитари тӗпчевӗсен тӗпри принципӗсенчен пӗри интертекст тата интертекстлӑх пулмалла пек.
Пирӗн республикӑра ҫитес ҫула Чӑваш Енрен тухнӑ паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫакӑн пек сӗнӳпе Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ сӗннӗ. Ҫав шухӑша республика Элтеперӗ Олег Николаев ырласа йышӑннӑ.
Чӑн та, пирӗн пӗчӗк тӑрӑхӑмӑртан ӑслӑ-тӑнлӑ, пултаруллӑ ҫынсем йышлӑ тухса ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнӑ.
Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗн программине территорие тата отрасльсене кура йӗркелесшӗн. Ӑна хатӗрлеме мӗнпур министерство, районсемпе хуласен администрацийӗсем хутшӑнӗҫ. Олег Николаев ку ӗҫе чӑваш диаспорисене те явӑҫтарассине пӗлтернӗ.
Тутарстанри Нурлатра чӑваш туйӗ иртнӗ. Кристина тата Михаил Гавриловсем тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратас тесе ҫавӑн пек ирттерес тенӗ.
Мӑшӑра вырӑнти тӳре-шара, ҫав шутра Нурлат хулинчи канашӑн председателӗн ҫумӗ Владимир Кашкаров, саламланӑ. Вӑл ваттисен йӑли-йӗркине пӑхӑнса пурӑнма, килти ҫӳп-ҫапа урама кӑлармалла маррине, аслисене хисеплемеллине вӗрентсе каланӑ.
«Ҫирӗп те телейлӗ ҫемье – нумай ачаллӑ ҫемье. Ҫиччӗ мар пулин те пилӗк ача та пулин пултӑр», – суннӑ вӑл.
Туя чӑваш ансамблӗсем те хутшӑннӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Таллинри Чӑваш культурин музейӗнче Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Ҫакӑн пирки Эстонири чӑваш хастарӗ Ираида Захарова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Таллинри Чӑваш культура музейӗ йӗркеленӗ Чӑваш культура кунне хутшӑнакансем чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе, эрешӗсемпе паллашнӑ, пукане тума вӗреннӗ. Пуканене ҫипрен ӑсталанӑ. Унсӑр пуҫне наци эрешӗсене хаклама тата туянма май килнӗ.
Сӑмах май каласан, Ираида Захарова (хӑй вӑл Чӑваш Енри Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ) Эстонире чӑвашла радиоперадачӑсем йӗркелет, тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе паллаштарать.
Ленинград облаҫӗнчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнчи «Чувашский мир» (чӑв. Чӑваш тӗнчи) Чӑваш культурин интерактивлӑ музейӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Экскурсие Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑваш хастарӗ Валериан Гаврилов ирттернӗ.
Интерактивлӑ музее 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 218-мӗшӗнче уҫнӑ. Ун чухне асӑннӑ тӑрӑхра Чӑваш Енри, ҫавӑн пекех ҫӗршывӑн 12 регионӗнчи тата Эстони Республикинчи сумлӑ хӑнасем, пуртӗ 60 ҫын, пулнӑ.
Интерактивлӑ музее тата унти экспозицисене професси шайӗнче йӗркелеме вӗренме чӑвашсен ентешлӗхӗн хастарӗсем Валериан Гаврилов тата Валентина Пиличева Раҫҫейӗн этнографи музейӗнче вӗреннӗ, вӗсен ҫавна ҫирӗплетсе паракан сертификат та пур.
Питӗрти хастарсем Чӑваш культурин интерактивлӑ музейӗнче 20-50 ҫын тӑтӑшах пулать тесе ӗнентереҫҫӗ.
Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн Алексей Александров пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен хурланса пӗлтерет. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ юрисчӗ, ҫар прокурорӗ, Раҫҫейӗн хисеплӗ криминалисчӗ, Мускаври чӑвашсен ентешлӗхне, «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» юлташлӑха йӗркелеме хутшӑннӑ ҫын 82 ҫулта пулнӑ. Куҫне вӑл ӗнер, утӑ уйӑхн 27-мӗшӗнче, ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Ӑна ҫывӑх пӗлекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн юратнӑ ӗҫне тата ҫынсене парӑнса пурӑннӑ.
Алексей Николаевич 1939 ҫулта юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта Сартури юридици институтне вӗренме кӗнӗ. Калининград облаҫӗнчи прокуратурӑра, Балти флочӗн ҫар прокуратуринче, СССР тата Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп ҫар прокуратуринче ӗҫленӗ. Криминалистикӑпа 20 ытла методика пособийӗн авторӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви кӑҫал Виталий Станьяла кӗнеке кӑларса савӑнтарнӑ. Кӗнеки «Чӑваш мар пулсан кам? — Кто, если не чуваши?» ятлӑ. Калӑпӑшӗ 239 страница. Хакӗ 537 тенкӗ.
Кӗнеки вунӑ пӗчӗк пайран тӑрать, унта авторне ӗҫрен кӑларса янӑ тата хаҫат-журналта пичетлеме чарнӑ хыҫҫӑн (юлашки пилӗк ҫулта) ҫырнӑ статьясене, интервьюсене, рецензисенне суйласа кӗртнӗ. Вӗсем интернетра, ытларах Чӑваш халӑх сайтӗнче, пичетленнӗ. Вӑл чӑвашла тата вырӑсла тухнӑ.
Халиччен Виталий Станьяла республикӑри паллӑ врач, халӑх депутачӗ Николай Григорьев писатель тата Чӑваш наци библиотекинчи таврапӗлӳҫӗсем Галина Соловьевӑпа Ольга Тимофеева библиотекарьсем хӑйсен шучӗпе икӗ кӗнеке кӑларса панӑ. Вӗсене сӑвӑҫ сиплӗ эмел вырӑннех йышӑннӑ.
Станьял хӑйне нумай ҫултан патшалӑх ҫапла хисеп тунӑшӑн, кӗнеке кӑларӑшне, хӑтавсене пухса кӑларакансене тата Олег Николаев элтепер ертӳлӗхне тав тунӑ.
Чӑвашран тухнӑ ҫар ҫыннин ывӑлӗ, Саранскра пурӑнакан Андрей Сапожников, хӑйӗн гаражӗнче «МиГ-23» истребителе юсаса ҫӗнетнӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
«Андрей Сапожников Абхазире ӳснӗ. Унӑн ашшӗне, Геннадий Сапожникова, Чӑваш Енрен ҫав тӑрӑха ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама янӑ. Вӑл «Ми-8» вертолетпа вӗҫнӗ. Ашшӗне Ростов облаҫне куҫарсан ҫемье унта пурӑнма тытӑннӑ. Каярах Андрей мордва хӗрӗпе мӑшӑрланнӑ та Саранска куҫнӑ», — пӗлтернӗ хыпарта.
Каччӑ кабинӑна пӗлтӗр туяннӑ. «Ӑна хӑй тӗллӗнех гаража илсе ҫитернӗ те ӗҫе пуҫӑннӑ. Мӗн кирлине пӗтӗмпех туяннӑ. Халӗ пур пускӑч та ӗҫлет», — хыпарланӑ сайтра.
«МиГ-23» истребитель ҫине Андрей ачасем валли экскурси йӗркелеме ӗмӗтленет.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн «Ирхи тӗпел» кӑларӑмӗнче Марина Карягина тележурналист Илемпипе Силпи Туркайсемпе (вӗсем — Чӑваш халӑх поэчӗпе Валери Туркайпа Ольга Туркай ҫыравҫӑн хӗрӗсем) уҫӑ эфирта калаҫнӑ. Кун пирки Марина Карягина Фейсбукра пӗлтернӗ.
Хыпара комментарилекенсем те тупӑннӑ. Вӗсенчен пӗри, Николай Максимов паллӑ ҫыравҫӑ, ҫапларах хакланӑ: «Туркайсем (аслисем) — хӑйне евӗр ҫынсем. Анчах ҫак хӗрсене ҫуратса ӳстернӗшӗнех вӗсен пур ҫылӑхне каҫарма юрать. Улмуҫҫи. Улмисем. Тымар... Шухӑшламалӑх пулӑм пур кунта, философилле пӗтӗмлетӳ тӑвас таранах».
Марина Карягина Николай Максимова ҫапларах хуравланӑ: «Ҫын хушшинче пурӑнакан ҫылӑхсӑр пулмастех пуль. Чи пӗлтерӗшли — пирӗн хыҫҫӑн мӗн юлни. Ӑрусен ҫыхӑнӑвне татманни — несӗлсен умӗнчи чи пысӑк тивӗҫ тесе шутлатӑп. Нумайӑшӗ, ах, нумайӑшӗ татрӗҫ ҫав ҫыхӑнӑва. Чылайӑшӗ паянхи кунпа анчах пурӑнасшӑн, «Пӗтетпӗр, чӗлхе пӗтет!», — тесе хурах кӑшкӑракан ҫыравҫӑсем — хӑйсемех чӗлхерен, халӑхран пуласлӑха туртса илекенсем...»
«Тавах, Марина. Тавах, Тургай. Философи кунта питех те ансат.
Ҫулланнӑҫем илемлӗ ҫут тӗнче,
Тӗнче варри — тӑван ҫӗршывӑмӑр.
Петӗр Хусанкай
2006-мӗш ҫулта, шӑп 15 ҫул каялла ман Эстони чӑвашӗсем патӗнче пулса курма тӳр килнӗччӗ. Питӗр хулинчи Ленсовет ячӗллӗ театрӑн сцени ҫинче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн икӗ кунлӑх гастролӗ иртрӗ. Вӑл спектакльсене Эстони ҫӗршывӗнчи Нарвӑпа Таллин хулисенче пурӑнакан чӑвашсем те пырса курчӗҫ. Аякри йӑхташсем ҫапла пӗр пулса ӗҫлеме пултарни пире савӑнтарчӗ те, тӗлӗнтерчӗ те. Чӑваш ушкӑнӗсем Эстонире иккӗ: пӗри Нарва хулинче — ӑна Лидия Григорьева (Муркаш районӗнче ҫуралнӑ) ертсе пырать, тепри — Таллинра, ун тилхепине малтан вунӑ ҫул ытла Герман Викторов моряк тытса пынӑ (Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ), халӗ вара тӑватӑ ҫул Ираида Захарова (Елчӗк районӗнчен) йӗркелесе тӑрать. Эстонири Чӑваш культура обществи пӗлтӗр хӑйӗн вунпилӗк ҫулне паллӑ тунӑ, ӑна Эстони ҫӗрӗнче пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен Ассоциацине кӗртнӗ. Ҫак маттур та чипер хӗр Рида (ача чухне ҫапла чӗнме юратнӑ иккен ӑна кукашшӗ) Захарова пуҫарӑвӗпе тата пирӗн Культура министерстви пулӑшнипе, Таллин хулинче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина тата эпӗ, Надежда Кириллова, хамӑр пултарулӑх программипе Эстони ҫӗршывӗнче пурӑнакан чӑвашсене паллаштарма ҫула тухатпӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |