Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑвашлӑх

Чӑвашлӑх

«Тӗлӗнмелле!!! Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Чӑвашсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацине йӗркеленӗ», — ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра пӗлтернӗ.

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Чӑвашсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн президенчӗ пулма Майяминче пурӑнакан Валерия Лукьянова суйланӑ. «Чӑн-чӑн чӑваш ниҫта та пӗтмест! Надежда Николаевна Сандркина, Валерий Николаевич Лукьянов, тав сире ҫавӑн пек чӑваш чунӗллӗ пулнӑшан, халӑха пӗрлештернӗшӗн», — тесе ҫырнӑ Лидия Филиппова.

Надежда Сандркина — марафонка. СССРӑн пӗрлештернӗ командинче пулнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑвашкассинче ҫуралнӑ.

 

Культура

Чӑваш Енпе чӑваш халӑхӗн историйӗ ҫинчен ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче «Краткая история Чувашии и чувашского народа» ятпа кун ҫути кӑтартнӑ.

Ҫӗнӗ кӑларӑма Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авторсен ушкӑнӗ чӑваш халӑхӗн историйӗн тӗп тапхӑрӗсене тишкерес тӗллевпе ӗҫленӗ. Ку тематикӑпа ӑслӑлӑх литератури сахал мар пулнӑ. Анчах учительсем, аслӑ классенче вӗренекенсем, студентсем, таврапӗлӳҫӗсем, Чӑваш Енпе тата чӑваш халӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли кӑларнисем сахалтарах тесе шухӑшлаҫҫӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Авторсем ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ литературипе ҫеҫ мар, хальччен усӑ курман истори ҫӑлкуҫӗсемпе те усӑ курнӑ.

Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ. Редакторӗсем – Т.Н. Таймасова тата В.В. Степанов.

 

Культура

Ҫывӑх вӑхӑтра Самар облаҫӗнче Чӑваш Республикин кунӗсем иртӗҫ. Ӑна Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫавна май унта Чӑваш Енри профессионал коллективсен концерчӗсем те пулӗҫ.

Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 18 сехетре, Самар хулинчи «Нефтяник» культура ҫуртӗнче, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 18 сехетре, Тольятти хулинчи «Автоград» культура центрӗнче концерт кӑтартӗҫ.

Концерта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗн коллективӗсем хутшӑнӗҫ.

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне Раҫсей Федерацийӗн халӑх артисчӗ Юрий Васильев ертсе пырать. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн коллективӗсем пирки каласан, Самар тӑрӑхӗнче концертпа «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗ, «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗ тата «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ пулӗҫ.

 

Культура

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Тутарстанри Анат Камӑри Халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче Пӗрлӗх кунне уявланӑ. «Ытти халӑхпа пӗрле чӑвашсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ», — тесе пӗлтерет Илья Туманов Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче.

Уяв концертне 34-мӗш гимнази вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хастар хутшӑннӑ. Вӗсен репертуарӗ куракансене килӗшнӗ.

Пӗрлӗх кунне уявланӑ май гимнази директорне, «Духовный взлёт» (чӑв. Ӑс-хакӑл хӑпартланӑвӗ) фондӑн пуҫлӑхне, Анат Камӑри чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫине Галина Ляховӑна Анат Кама район пуҫлӑхӗ Айдар Метшин алӑ пуснӑ Хисеп хучӗпе чысланӑ. «Сувар» ҫырнӑ тӑрӑх, ырӑ хыпара маларах эпир асӑннӑ 34-мӗш гимнази Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

 

Культура

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрсен театрӗнче 87-мӗш сезон уҫӑлнӑ. Ҫав ятпа унта «За синими туманами» спектакль кӑтартнӑ.

Ҫӗнӗ сезон уҫӑлнине тата ӳнер учрежденийӗ юсав хыҫҫӑн ҫӗнелнине театр хӑйӗн Фейсбукри страницинче хыпарланӑ. Кинотеатр пулнӑ ҫурт урамран халӗ, чӑн та, хитреленнӗ. «Чувашский государственный ордена Дружбы народов ТЕАТР ЮНОГО ЗРИТЕЛЯ имени М. Сеспеля» тесе аякран курӑнмалла ҫырса хунӑ.

Ҫавна курнисенчен хӑшӗсем театр ятне чӑвашла ҫырманнине асӑрханӑ. Александр Блинов чӑваш хастарӗ те ҫавна палӑртнӑ, Чӗмпӗрти Николай Ларионов ҫыравҫӑ та. «Аван, анчах Чӑваш Республикинче чӑвашла та ҫырмалла!», — тенӗ, тӗслӗхрен, Чӗмпӗрти йӑхташӑмӑр.

Театр пуҫлӑхӗ Елена Николаева чӑвашла пулатех тесе шантарнӑ, хальлӗхе вӑхӑт ҫитменнине палӑртнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Лауреатӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли
Лауреатӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли

Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2019 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан автобиографипе характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2019 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.

Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енӗпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.

Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, республикӑмӑрти тата районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ.

Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru
 

Культура

Чӑваш Енри делегаци Турцин черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлама хутшӑннӑ. Кун пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукри хӑйӗн странцинче пӗлтернӗ.

Турцин 96-мӗш ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе йӗркеленӗ уява Хусанти «Казан-Палас» хӑна ҫуртӗнче юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пухӑннӑ.

Чӑваш Ен делегацийӗн йышӗнче Альбина Юрату сӑвӑҫ, Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши тата Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков пулнӑ.

Альбина Юрату пӗлтернӗ тӑрӑх, йыхрав хутӗнче ҫапла ҫырса хунӑ: «Турци Республикин Хусанти генеральнӑй консулӗ Исмет Эрикан тата Айше Реззан Эрикан госпожа Сире йышӑнӑва хутшӑнса чыс тума ыйтать».

Сӑвӑҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, таҫта та чӗнсе курнӑ, анчах кун пек кӑмӑл туман. Хӑнасене консул мӑшӑрӗпе ӑшӑ сӑмах каласа хӑй кӗтсе илнӗ. Вӗсем саланнӑ чух алӑ тытса сывпуллашнӑ.

Уява халӑх йышлӑ пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче писательсемпе поэтсем, журналистсем, усламҫасем тата ыттисем пулнӑ.

 

Культура
Марина Карягина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Марина Карягина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Марина Карягина режиссер тата сценари авторӗ пулса ӳкернӗ фильмсемпе Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальсене пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ. 2013 ҫулта режиссер евӗр вӑл Гран-при те илнӗ. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Пӗтӗм тӗнчери «Кунаки» кинофестивальте унӑн ӗҫӗ «Российская газета» хаҫатӑн дипломне тивӗҫнӗ.

Ҫак кунсенче вӑл Питӗрте иртнӗ «Влюбленные в искусство» (чӑв. Ӳнере юратакансем) Пèтèм тӗнчери фестивальте пулнӑ.

Унта документлӑ фильмсем кӑна мар, илемлӗ картинӑсемпе анимаци хайлавӗсем те хутшӑннӑ. Сумлӑ комисси 340 ӗҫрен 32-шне суйласа илсе конкурс программине кӗртнӗ. Ҫав шутра «О чем молчат куклы деда Тероша?» та пулнӑ. Унта Марина Карягина сценарист тата режиссер пулса Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Дверенин ӳнерҫе кӑтартса панӑ. Шӑпах ҫак ӗҫе «Документлӑ кино» номинацире лауреат дипломӗпе чысланӑ.

 

Культура

«Чӑваш тӗрри – халӑхӑн мӗн авалтан упранса юлнӑ пуянлӑхӗ. Вӑл чӑвашсен ӗлӗкхи пурнӑҫне уҫса паракан тупра шутланать, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑсчахсем паянхи кун та тӗпчеҫҫӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова.

Чӑваш кӗнеке издательствинче Наталия Захарова-Кульевӑн «Волшебные узоры кӗскӗ. Асамлӑ кӗскӗ эрешӗсем» альбом каталогӗ пичетленнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫӗн редакторӗсем – А.Г. Майорова, О.Г. Кульев. Ӳнерҫи – Н.В. Андреева.

Ҫак кӗнекере хӗрарӑм кӗпин пӗвӗ ҫумне ҫӗлесе хума хатӗрленӗ мӑшӑр эрешлӗ пир татӑкӗсене илсе кӑтартнӑ. «Чӑвашсем ҫак татӑка сыпмалли («сып» глаголтан пулнӑ) тенӗ, мӗншӗн тесен ӑна кӗпе пӗвӗн кӑкӑр умне хушса ҫӗленӗ... XIX ӗмӗр ҫурриччен ҫак пир татӑкӗсене елмен (эрмен) пурҫӑнӗпе анчах тӗрленӗ. Ҫемҫе те йӑлтӑркка ҫип эрешсене тата та пуянрах, селӗмрех кӑтартнӑ. Ӗлӗкхи чӑваш хӗрарӑмӗсем сыпмаллисене ҫав тери ҫыпӑҫуллӑ, килӗшӳллӗ, килпетлӗ ӑсталама пултарнӑ», – тесе ҫырнӑ кӗскӗ эрешӗсем пирки Наталия Ивановна.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре пурӑнакан хастар хӗрарӑм, 87 ҫулти Вера Орлова, фольклор пуххине кӑларма ӗмӗтленет.

Чылай ҫул Вера Орлова «Ҫӗньял» фольклор ушкӑнне ҫӳренӗ. Йышпа тӗрлӗ уявсене Мускава та пӗрре кӑна мар ҫитнӗ. Паян вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне Правительство ҫуртне кайнӑ. Ӑна вӑл чӑваш фольклорӗн пуххине кӑларас ӗмӗтлине пӗлтернӗ. 2007 ҫулта «Ай, да наша свадьба…» туй юррисен пуххине пичетленине каланӑ.

Михаил Игнатьев ватта мухтанӑ, ӑна ӑшӑ сӑмахпа хавхалантарнӑ. Кӗнекене кӑларма пулӑшма шантарнӑ.

Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев кинемее спортпа туслӑ пулнишӗн те ырланӑ. 87 ҫулти Вера Орлова тӗрлӗ спорт мероприятине яланах хутшӑнать. Чӑваш тумӗ тӑхӑнса, йӗлтӗр сырса тухать вӑл.

 

Страницӑсем: 1 ... 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, [121], 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, 131, ... 233
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та