Чӑваш хастарӗсем Шупашкарта Сурхури уявне пуҫтарӑннӑ. Ӑна яланхиллех ирттерекенӗ — чӑваш культурине аталантарма пулӑшса пыракан «Сувар» фонд (ертӳҫи — Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин усламҫӑ).
Чӑваш интеллигенцийӗн пайташӗсем тата паллӑ хастарӗсем ЧНК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» чӑваш наци кухнин кафине пухӑннӑ.
Уяв ака-сухаҫӑсен «Алран кайми аки-сухи» гимнӗпе пуҫланнӑ. Пухӑннисене Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Праски Витти саламланӑ.
Чӑвашсен шурсухалӗсем Евгений Райков вакката Чӑваш Енӗн экс-полпредне Леонид Волкова судра тухӑҫлӑ та ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗшӗн тав тунӑ. Райкова «Чуваши: этническая история и традиционная культура» кӗнеке парнелесе хавхалантарнӑ.
Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ тата Чӑваш офицерӗсен юлташлӑхӗ Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторне Николай Плотникова ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн медаль парса чыс тунӑ.
Чӑваш халӑх инструменчӗсен паллӑ ӑсти тата мусӑкҫи Николай Фомиряков халӑх кӗввисене янӑратнӑ. Вера Орлова ӗҫ ветеранӗ халӑх юррисене шӑрантарнӑ.
Уява Шупашкар тата Муркаш районӗсенчен килнӗ хастарсем те хутшӑннӑ.
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисем «Култаракан арча» шӳтлӗ кӑларӑмсем ӳкереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах ачасем пилӗк кӑларӑм хатӗрленӗ. «Ачасене те, куракансене те ку ӗҫ кӑмӑла кайнӑран малалла та аталанас, тата шӳтлӗ сценкӑсем хатӗрлес шухӑш ҫухалмарӗ», — теҫҫӗ ӳркенмен хастарсем.
Хӗллехи каникулта шкул ачисем тата виҫӗ кӑларӑм ӳкернӗ. Шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе монтаж ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансене хастарсем ҫывӑх вӑхӑтра тепре хырӑм тытса култарма шантараҫҫӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмсем «Патак ачи», «Чи телейлӗ ача», «Ӗмӗтленни сиенлӗ мар», «Дежурный пултӑм» ятпа кун ҫути курӗҫ.
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнчи «Ҫӗнӗ хум» пресс-центр «Морошка» юмаха чӑвашлатнӑ.
Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӗнӗ хум» прессцентр пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать. Уйӑхсерен вӑл шкул хаҫатне кӑларать, фоторепортажсем хатӗрлет, маларах эпир асӑннӑ ушкӑна ертсе пырать, тӗрлӗ видеоролик хайлать, «Култаракан арча» видеожурнала ертсе пырать, район хаҫатӗнче те пичетленсех тӑрать.
Ҫамрӑк журналистсем тепӗр енлӗ ӗҫпе те аппаланса пӑхас шухӑш тытнӑ иккен. Иртнӗ уйӑхра вӗсем кружокра мультфильмсене чӑвашлатас ӗҫпе ҫине тӑнӑ. «Ку шухӑш унчченех пулнӑ, анчах ал ҫитмен», — пӗлтернӗ Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ. Ачасем чӑвашлатнӑ «Морошка» юмахра Денис Павлов репертуарӗнчи «Туссем» юрӑ янӑрать.
Тавтапуҫах хурӑнташа,
Хуран панчи тус-юлташа
Ҫӗн Ҫул саламӗ янӑшӑн,
Ытар сӑмах каланӑшӑн.
Ун пек чухне урмасть чӑваш,
Куҫҫульпеле кулать йӑваш.
Кураймансем кулсассӑн та
Чун кӳтнӗрен юрлать чунташ.
Хуламӑрта хура палӑк.
Атте тесе эп кайрӑм та
Хаяр Йӑван пулчӗ тӑчӗ,
Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…
Шупашкарта шурӑ палӑк.
Анне тесе эп кайрӑм та
Майра патша пулчӗ тӑчӗ,
Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…
Тӗп хулара тӗссӗр палӑк.
Тӑван тесе эп кайрӑм та
Ҫич ют ҫынни пулчӗ тӑчӗ,
Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…
Атте мана тӑван ялта пурӑн тет,
Атте мана тӑван ялта пурӑн тет те
Тӑван ялта пурӑнасси, ай пулмарӗ,
Ирӗксӗрех кайма тивет хулана.
Анне мана Шупашкарта пурӑн тет,
Анне мана Шупашкарта пурӑн тет те
Тӗп хулара пурӑнасси, ай, пулмарӗ,
Ирӗксӗрех каяс пулать ҫӗн ҫӗре.
Тӑван мана Чӑваш енрех пурӑн тет,
Тӑван мана Чӑваш енрех пурӑн тет те
Чӑваш енрех пурӑнасси ман пулмарӗ,
Ирӗксӗрех каяс пулать ют ҫӗре.
Чӑвашлӑхшӑн чун-чӗрепе ҫунакансем Сурхурине кӑҫал та паллӑ тӑвӗҫ. Яланхи пекех вӑл, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, «Ҫӑлкуҫ» кафере иртӗ. 12 сехетелле пухӑнма йыхравлаҫҫӗ. Аса илтерер, «Ҫӑлкуҫ» кафе Чӑваш наци конгресӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ.
Ҫитрӗ, ҫитрӗ сурхури!
Сурхури, сурхури терӗмӗр,
Сурхури ҫитрӗ курӑнать.
Атьӑр тухӑр, ачасем,
Урам тӑрӑх кайӑпӑр,
Килӗрен киле ҫӳрӗпӗр,
Килӗрен кукӑль чӳклӗпӗр.
Чӑваш халӑх сайчӗ те, Сурхурие йӗркелекенсем те сире пурте ҫитсе пыракан Сурхури уявӗ ячӗпе саламлаҫҫӗ!
Нумай чӗлхеллӗ ачасен «Аталану» ассоциацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта Чӑваш ачисен клубӗ уяв ирттерессине пӗлтернӗ.
«Хаваспах пēлтеретпēр, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 12 сехетре Шупашкарāн Ленин проспектēнчи 15-мӗш ҫyртра Наци библиотекин 212-мēш пулēмēнче Чāваш ачисен клубē Ҫӗнӗ Ҫул уявне палāртать», — тесе ҫырнӑ ассоциаци «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи страницӑра.
Уява пурне те йыхравланине пӗлтернӗ. Унта Ҫēнӗ Ҫyл парнисене салатӗҫ. «Уява сиртен кашниех хутшāнма пултарать. Хāвāрпа пēрле хаваслā кāмāл-туйāм илсе кēмелле, ачасен Ҫēнӗ Ҫул сāввине пāхмасāр пēлмелле. Тēл пуличчен, чӑваш юрри-ташши пӗтӗм таврана сарӑлē, Ҫēнē 2020-мēш Ҫула пēрле кēтсе илер», — тесе ҫырнӑ «Аталану» ассоциаци.
Паян Шупашкарта харӑсах виҫӗ ҫӗрте ача пахчисем уҫӑлнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ вӗсенчен пӗрне, «Садовӑй» микрорайонти «Кубик-рубик» 203-мӗш ача пахчине, уҫма хутшӑннӑ.
203-мӗш ача пахчинче ачасене чӑвашла та вӗрентеҫҫӗ иккен. 240 вырӑнлӑ ҫав ача пахчине хута яма хыснаран 175 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Паян уҫӑ учрежденире музыка тата физкультура занятийӗ валли пӳлӗмсем, бассейн, методика, логопед, психолог пӳлӗмӗсем, медицина блокӗ, компьютер класс, LEGO-студи валли пӳлӗм пур.
Ача пахчинче пулса курнӑ Роза Власова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ушкӑнсенче ачасем пысӑк хӑнасене чӑваш наци апачӗпе: хуран куклипе, пӳремечпе — хӑналанӑ.
Унсӑр пуҫне паянах «Ҫӗнӗ хула» тата «Кувшинка» микрорайонсенче те шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене уҫнӑ.
Хастар ҫынсен пӗр ушкӑнӗ чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвне ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл пулӑшнипе текстсене чӑвашларан вырӑсла, вырӑсларан чӑвашла куҫарма пулать. Сайт http://translate.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Машина куҫарӑвне юлашки вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ нейрон алгоритмӗ ҫине таянса йӗркеленӗ.
Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвне хатӗрлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, проект хальлӗхе альфа-тест мелпе ӗҫлет. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна хальлӗхе 100 проценчӗпех ӗҫлеттерсе ярайман-ха. Кӑлтӑк тупӑнсан ытлашши хурласа пӗтерме васкар мар. Ӳлӗмрен текстсен пахалӑхӗ те лайӑхланӗ, куҫару хӑвӑртлӑхӗ те. Сайта практика тӗслӗхӗсене пухас тӗллевпе ӗҫлеттерсе янӑ. Машина куҫарӑвӗн авторӗсем куҫарусене хаклама тата тӳрлетнӗ текстне пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвӗн пахалӑхне 24 BLEU шайпа танлаштараҫҫӗ. BLEU — куҫару шайне хакламалли виҫе. Вӑл 0-рен пуҫласа 100 таран пулать. 100 пӗтӗмпех пӗр килекен куҫару тенине пӗлтерет, 70 — профессилле куҫаруҫӑсемпе танлашни. Google тата Яндекс сайтсенче вырӑсларан акӑлчанла куҫарнине 35 BLEU шайӗнче хаклаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхин машина куҫарӑвӗ, ав, халех — 24 BLEU.
Бурят Республикинчи чӑвашсен ентешлӗхӗ (ертӳҫи — Надежда Колесникова) ҫамрӑк пулин те ҫине тӑрса ӗҫлеме талпӑнать. Ҫак йӗркесен авторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, бурят чӑвашӗсем чӑваш тумне тӑхӑнса юрласа ташлас енӗпе мар, ачасене тӑван чӗлхепе кӑсӑклантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Культура нумай енлӗхне, наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑвармалли ҫул-йӗре унтисем ачасене чӗлхе вӗрентнинче кураҫҫӗ.
Хутӑш ҫемьесенче ҫак ыйту уйрӑмах ҫивӗч тӑрать тесе шухӑшлать, тӗслӗхрен, Надежда Колесникова. Чӑн та, пӗр чӗлхе мала тухсан теприн тымарӗ татӑлать. Харӑсах икӗ-виҫӗ культурӑна аталантарсан ҫын ӑс-хакӑл енчен пуянланать.
Мӑн асаттесен чӗлхипе ачасене кӑсӑклантарас тесе бурят чӑвашӗсем «Развитие через многоязычие» (чӑв. Нумай чӗлхелӗх урлӑ аталанасси) проект хатӗрленӗ. Кӑҫал ҫав проект Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн «Равные возможности — детям» (чӑв. Ачасем валли тан майсем) чи лайӑх вӗренӳ программин нимеҫӗсен конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацийӗн архивӗ 2020 ҫулта ӳкермелли фильмсене палӑртма ыйтать. Ҫак ыйтӑва учреждени халӑх шухӑшне тӗпе хурса татса парасшӑн. «Асран кайми» программӑна кӗртес шухӑшпа ҫынсем 10 фильмшӑн сасӑлама пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ҫынсен хӑйсен те сӗнме май пур. Программӑна кӗме тивӗҫ ӗҫсене 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен халӑхпа тишкерӗҫ.
Списокра ҫак ӗҫсем: Н.И. Ашмарин ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; Мӗтри Юман ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; В.Н. Яковлев ҫинчен документлӑ фильм; А.А. Трофимов ҫинчен документлӑ фильм; «Реванш Волжской Болгарии в XV веке» художествӑпа документлӑ фильм; П.Е. Егоров ҫинчен документлӑ фильм; Г.Н. Айги ҫинчен документлӑ фильм; А.Н. Крылов адмирал ҫинчен документлӑ фильм; А.А. Кокель ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; Л.П. Кураков ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; С.М. Ислюков ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; «Рождение чувашской буквы» анимаци фильмӗ; «Билясувар-Веде Сувар-Шупашкар» художествӑпа документлӑ фильм; «Чувашской автономии — быть» художествӑпа документлӑ фильм; В.Д. Димитриев ҫинчен художествӑпа документлӑ фильм; И.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.