Шупашкарти тӗплӗ строительство управленийӗ Эльгер урамӗнчи 18-мӗш ҫурта аукциона тӑратнӑ. Икӗ хутлӑскерте нумай функциллӗ центр тӑвасшӑн.
Ҫурта юсамашкӑн республика тата хула хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. 26 миллион та 887 пин те 760 тенкӗ тӑракан объекта кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитермелле.
Хальлӗхе ҫак ҫуртра пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ, виҫӗ аптека, почта тата мастерскойсем вырнаҫнӑ.
Аукциона заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Электронлӑ аукцион ҫӗртмен 29-мӗшӗнче иртӗ.
Маларахри хыпарсенчен пӗринче эпир депутатсен тата тӳре-шаран хӑйсен тупӑшне халӑхран пытармалла маррине пӗлтернӗччӗ.
Деклараци компанийӗ вӗҫленчӗ те, «халӑх тарҫисем» мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнипе паллашма пулать. Александр Белов журналист сӑнанӑ тӑрӑх, Вӑрмар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем пирки: «Миллионерсен клубӗ», — теме те юрать.
Унта Владимир Иванов депутат тата фермер 52,5 миллион тенкӗ тупӑш курнӑ. Ҫавӑн харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха кӑтартни ултӑ страница йышӑннӑ. Геннадий Ямуков фермер пӗлтӗр 58 миллиона яхӑн тупӑш илнӗ. Николай Иванов фермер декларацийӗнче — 17 миллиона яхӑн. Вӗсен виҫҫӗшӗн тупӑшӗ Вӑрмар районӗ пӗлтӗр хӑй тӗллӗн тупӑш курнинчен икӗ хут пысӑкрах.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Вексельберг теплица хута яни пирки сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Кӑҫалхи кӗркунне унта пахча ҫимӗҫ ӳстерме тытӑнмалла.
Анчах малтан теплица комплексӗ патне асфальт сармалла. Ҫула вара республика хуснинчи укҫа-тенкӗпе тӑвӗҫ. «Чӑваш Енре промышленноҫ тата инвестици ӗҫӗн аталанӑвӗн фончӗ» АУ «Ҫӗнӗ Шупашкар» теплица комплексӗ» патне ҫул хывмашкӑн электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Ку тӗллевпе республика хыснинчен 27 миллион та 795 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫул 962 метр тӑршшӗ, 6 метр сарлакӑш пулӗ. Ҫавӑн пекех теплица комплексне шывпа тивӗҫтермешкӗн 9 миллион та 100 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Республикӑри туберкулезпа кӗрешекен диспансера куҫса ҫӳрекен ҫӗнӗ флюорограф килнӗ. Вӑл – КамАЗ.
Ҫӗнӗ машина республикӑри ялсене ҫитӗ. Ял ҫыннин ӗҫ нумай, унта-кунта тухса ҫӳреме вӑхӑт ҫук. КамАЗ вара меллӗ – яла ҫитме пултарать.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал машина кунне 150 ҫын таран йышӑнма пултарать, ҫулталӑкне вара – 33 пин ҫынна. Флюорографие кирек мӗнле ҫанталӑкра та тума май пур. КамАЗ «шӑтӑкра» вырнаҫнӑ ялсене те ҫитме пултарать.
Флюорограф пысӑк пахалӑхлӑ, вӑл чир-чӗре лайӑрах тупса палӑртма май парать. Ку хатӗре республика хыснинчен уйӑрнӑ 14 миллион тенкӗпе туяннӑ.
2016 ҫултанпа Чӑваш Енре ҫичӗ культура ҫурчӗ ҫӗкленӗ. Кӑҫал вӗсен йышӗ тата пысӑкланӗ: тепӗр тӑватӑ клуб ҫӗклеме палӑртнӑ.
Кӑҫал Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗмшешре, Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсра, Патӑрьел районӗнчи Ишлӗре тата Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем пулӗҫ. Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче вара клуба ҫитес ҫул ҫӗклӗҫ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе 2018-2019 ҫулсенче республика хыснинчен 65,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кунсӑр пуҫне ялсенчи 33 культура ҫуртне юсама палӑртнӑ. Тепӗр 24 клуба ҫӗнетӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ хальхи йышши пилӗк троллейбус туянасшӑн. Кун пирки ӗнер, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ирттернӗ пресс-конференцире тӗп хула администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Андрей Васильев каланӑ.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хула хыснинче Шупашкарти троллейбус управленийӗ валли ҫӗнӗ троллейбуссем туянма укҫа пӑхса хӑварнӑ. Шӑпах ҫавӑнпа тӳре-шара мӑйракасӑрах ҫӳрекен пилӗк транспорт туянма палӑртнӑ.
Аса илтерни вырӑнлӑ пулмалла, пӗлтӗр Хула кунӗ умӗн кун йышши троллейбуса Шупашкара тӗрӗслеме тесе илсе килнӗччӗ, ун чухне мӑйракасӑр троллейбус Шупашкар урамӗсемпе ҫаврӑнса Ҫӗнӗ хулана, унтан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитнӗччӗ.
Етӗрне хулинче 300 вырӑнлӑ пуҫламӑш шкул тума йышӑннӑ. Ӑна хӑпартмашкӑн республика тата район хыснисенчен 173,6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Халӗ аукцион пуҫарнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ.
Пуҫламӑш шкула Хӗрлӗ Ҫар урамӗнче ҫӗклӗҫ. Ӑна строительсен ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, шкул виҫӗ хутлӑ пулӗ. Пӗрремӗшӗнче 1-мӗш классем валли виҫӗ вӗренӳ пӳлӗмӗ, апатланмӑш, спорт залӗ, медицина блокӗ, вестибюль, гардероб, пушмак типӗтмелли вырӑн тата хуралҫӑ, завхоз, вӗрентекенсен пӳлӗмӗсем, туалет пулӗҫ. Иккӗмӗшӗнче 2-мӗшпе 3-мӗш классем вӗренӗҫ, ҫывӑрмалли икӗ пӳлӗм, пуху залӗ, артистсен пӳлӗмӗ тата тумсем, декорацисем, музыка инструменчӗсем упрамалли уйрӑм пӳлӗмсем, санузел тӑвӗҫ. Виҫҫӗмӗшӗнче вулавӑш, директор, логопед, психолог пӳлӗмӗсем, 3-мӗшпе 4-мӗш классем, компьютер класӗ, туалет хӑтлӗҫ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Ен валли 826,4 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Федераци хыснинчен килнӗ укҫа-тенкӗпе мӗн тӑвӗҫ-ха?
Ҫак нухратпа усӑ курса патшалӑх пособийӗсемпе социаллӑ тӳлевсем парӗҫ, патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене шалу тӳлӗҫ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Ене федераци хыснинчен 2 479,3 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ.
Аса илтерер: РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, кӑҫал ҫемьере ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн уйӑхсерен пособи тӳлӗҫ. Чӑваш Енре ку тӳлев 8910 тенкӗпе танлашать.
Раҫҫей Правительстви Чӑваш Ен валли 1,3 миллиард тенкӗ уйӑрӗ. Ку укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ ача пахчисем хута ярӗҫ. Хальлӗхе чи пӗчӗк шӑпӑрлансене ача пахчине вырнаҫтарма йывӑр, мӗншӗн тесен вырӑн ҫителӗксӗр. Федераци хыснинчен уйӑрнӑ «кӗмӗлпе» ҫак ыйтӑва татса пама палӑртнӑ.
2018-2019 ҫулсенче пирӗн республикӑна ку тӗллевпе пӗтӗмпе 1 336 104,6 пин тенкӗ килӗ. Ҫитес икӗ ҫулта ача пахчисенче 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫулти шӑпӑрлансем валли 2,5 пин вырӑн тума палӑртнӑ.
Ача пахчисене ӑҫта тӑвасси хальлӗхе паллӑ мар. Чи малтан, ахӑртнех, Шупашкарта хута ярӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра тата Комсомольски районӗсенче те ача пахчисем ҫӗкленме пултарӗҫ.
Вӑрнар районӗ еннелле каймалли ҫул лайӑхах мар, арканма пуҫланӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта самай пысӑк шӑтӑксем. Кӑҫал ҫав ҫулӑн пӗр пайне юсама палӑртнӑ.
Ҫула Ишлей станцийӗнчен пуҫласа Красноармейски районӗнчи Пикшик ялӗ таран ҫӗнетӗҫ. Пӗтӗмпе – 23 ҫухрӑм.
Ҫула «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программӑпа килӗшӳллӗн юсӗҫ. Аукционри малтанхи хак – 171 510 911 тенкӗ. 90 миллион тенке яхӑн федераци хыснинчен уйӑрӗҫ. Вӑтамран илсен, аукционра хак пӗчӗкленмест пулсан, 1 ҫухрӑм ҫула юсамашкӑн 7,5 миллион тенкӗ кайӗ.
Аукцион пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Килӗшӳ алӑ пуссан ӗҫе 7 уйӑхра вӗҫлемелле. Эппин, аукцион ӑнӑҫлӑ вӗҫленсен, чӳк уйӑхӗнче машинӑсем ҫӗнӗ ҫулпа ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |