Ҫӗрпӳ район прокуратури район администрацийӗ хыснапа мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗрпӳре стадион хута кайнӑ чухне 1 миллион тенкӗ ҫухални тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ӑна тумашкӑн район администрацийӗ тата «Глобус» строительство компанийӗ контракт алӑ пуснӑ. Ӑна хута ямашкӑн 41 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Проектпа смета документацийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, трибунӑсене 3 миллион ытла тенкӗлӗх тунӑ. Анчах прокуратура ӑна йӳнӗрех хакпа пурнӑҫланине палӑртнӑ. Ҫапла муниципалитет хыснине 1 миллион тенкӗ тӑкак кӑтартнӑ.
Район прокурорӗ материалсене следстви органӗсене тӗрӗслемешкӗн ярса панӑ.
Чӑваш Ене 112-тытӑм валли федераци хыснинчен укҫа килмелле.
Регионсене "кӗмӗл" уйӑрас ыйтӑва иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче РФ Правительство ларӑвӗнче ҫӗршывӑн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пуҫлӑхӗ Владимир Пучков асӑнса хӑварнӑ. Дмитрий Медведев премьер-министра вӑл васкавлӑ службӑсемпе 112 номерпе ҫыхӑнассине йӗркелеме 25 региона укҫа уйӑрма палӑртакан хушу проекчӗпе паллаштарнӑ. Ӗҫлӗ хутра Чӑваш Ен те пур. Пирӗн республикӑна 19,5 миллион тенкӗ ытларах уйӑрассине каланӑ. Тӑкаксен 5 процентне вырӑнти хыснасенчен уйӑрмалла. Пирӗн республикӑра ку суммӑна пӑхса хӑварнӑ-мӗн.
Оборудовани монтажне тата хута ярас ӗҫсене кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта пуҫламалла.
Хальхи вӑхӑта илсен 112-тытӑм ҫӗршыври 11 регионта пӗтӗмпех ӗҫлесе кайнӑ.
Автобуссен маршрутне чакармалла, анчах кризислӑ лару-тӑру пулмалла мар. Муниципалитетсене «Чӑвашавтотрансран» асӑрхаттару килнӗ.
Анчах ЧР Транспорт министерстви унчченхи маршрутсемпех илсе ҫӳрессине ҫирӗплетет. Ҫапах маршутсене оптимизацилессине те хирӗҫлемеҫҫӗ вӗсем. Нумаях пулмасть 220-мӗш федераци саккунӗ вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, транспортпа илсе ҫӳрессишӗн муниципалитет яваплӑ. Эппин, ҫитес вӑхӑтра хула тата район пуҫлӑхӗсем маршрут карттисене пӑхса тухӗҫ. Хӑшӗ-пӗрине пӗрлештерӗҫ, теприсене хупӗҫ.
ЧР Транспорт министерстви ҫӑмӑллӑхпа усӑ курмаллине пӗтересшӗн мар. Анчах субсидие маниципалитет хыснинчен парӗҫ. Ҫӗнӗ маршрутсем еплӗ ӗҫлӗ? Вӑхӑт кӑтартӗ.
Тӗнче тетелӗнче ҫӗнӗ хыпарсене тишкернӗ май пӗри куҫ умне пулчӗ: «Шупашкарти тӗп чӑрӑша Авито сайтра сутаҫҫӗ». Ку чӑнах та мана кӑсӑклантарса ячӗ. Ҫав чӑрӑш пирки юлташсемпе унчченех калаҫнӑччӗ…
Тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче Республика тӳремӗнче ларнӑ елкӑна 6,5 миллион тенкӗпе сутассине палӑртнӑ. «7 миллион тенкӗпе илнӗ, 6,5-пе сутатӑп. Тепӗр ҫул ҫӗннине, хаклӑраххине, туянас тетпӗр, ҫавӑнпа кирлӗ мар», — тенӗ унта. Телефон номерне те кӑтартнӑ, анчах вӑл йӑнӑш. Хула администрацийӗ ку пӗлтерӗве ҫырман-мӗн. Такам, ахӑртнех, ҫапла шӳтлес тенӗ.
Хыпара сӳтсе явакан сахал мар тупӑннӑ. Пурте тенӗ пекех чӑрӑш хаклине, вӑл илемлех маррине палӑртнӑ. «Пире бюджетниксене укҫа парса татман. Хӑйсем 7 миллион тенкӗпе чӑрӑш туянса лараҫҫӗ», — тенӗ пӗри. «Ҫак конус евӗр япала симӗс пулнипе ҫеҫ чӑрӑша аса илтерет», — тенӗ тепри.
Тӗрӗссипе, тӗп чӑрӑш, 25 метр ҫӳллӗшскер, 7 миллион тенкӗ тӑнине пӗлсен хам та тӗлӗннӗччӗ. Апла вӑл ҫав тери хитре тесе шухӑшланӑччӗ. Анчах куртӑм та — кайса ӳкмеллех нимӗнле илем те ҫук. Хамӑн шухӑша палӑртам: ӑна мӗнлерех хитрелетни те кӑмӑла каймарӗ.
Кивӗ тата ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакансен нуши-терчӗ тепӗр икӗ ҫултан вӗҫленмелле. Ҫитес ҫул вӗсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарса пӗтересшӗн.
Ҫакӑн пек ҫутӑ ӗмӗтпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче, ун пирки эпир маларах пӗлтертӗмӗр, палӑртса хӑварнӑ.
Кивӗ ҫуртсенче пурӑнакансене хӑтлӑ ҫурт-йӗре куҫарма 5 миллиард тенке уйӑрмалла. Ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ ырӑ хыпар 847 ҫуртри 13 пин те 100 ҫынна савӑнӑҫ кӳмелле — паян шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗн кивӗ ҫурт-йӗрте кун кунлать те ҫӗр ҫӗрлет.
Хваттер ыйтӑвӗ пирки каланӑ май Михаил Васильевич Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, тӑлӑх ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ытти ҫавӑн йышши категорие ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме кӑҫал хыснаран 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрассине пӗлтернӗ. Ку тупра 4 пин те 700 ҫемьен пурнӑҫ условине лайӑхлатма ҫитӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн администрацийӗ Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе корпоратив ирттермӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи влаҫ органӗсенче Юрий Васильев «Правда ПФО» интернет-кӑларӑма пӗлтернӗ. «Раштавӑн 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ, анчах пӑрахӑҫларӑмӑр. Кун пек тусан лайӑхрах пулать тесе шухӑшларӑмӑр», — тенӗ Элтепер Администрацийӗнчи тӳре-шара.
Ҫапах та Юрий Васильев корпоратив ирттернӗ чух ытти ҫул та хысна шучӗпе ӗҫсе-ҫисе савӑнманнине пӗлтернӗ. ЧР Элтепер Администрацийӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫав тӳре-шара Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе йӗркелекен бала пыракансен билета хӑйсен кӗсйинчен тӳлеме тивнине ӗнентернӗ. Пӗр билет хакӗ 5 пин тенкӗ таран ларнине каланӑ вӑл. Кӑҫал, ав, уяв туса ларас темен.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ертсе пынӑ ларӑва хутшӑннӑ. Унта Михаил Васильевич укҫа парӑмӗпе, хыснапа ҫыхӑннӑ ыйтупа доклад каланӑ.
Регионсен ертӳҫисене Дмитрий Медведев парӑмсене пухса яма юраманнине аса илтернӗ. Тухӑҫлӑ усӑ курман тӑкаксене пӗчӗклетсе пымаллине асӑрхаттарса хӑварнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршыв Правительстви регионсене бюджет кредичӗсемпе тивӗҫтерес ӗҫе малалла та йӗркелесе пырассине каланӑ. Ҫул-йӗр кредичӗсен парӑмӗсене реструктуризациленине пӗлтернӗ, регионсен парса татмалли парӑмӗсене 52 млрд тенкӗ патнелле пӗчӗклетнине каланӑ. Кӗске вӑхӑтлӑха паракан бюджет кредичӗсен каялла тавӑрса памалли вӑхӑта 30 кунтан пуҫласа 50 куна ҫитерме тӗллев лартнине пӗлтернӗ.
Финанс тӗпчевӗсен наци агентстви нумаях пулмасть хӑйне евӗр тӗпчев ирттернӗ. Ҫӗршывӑн 46 регионӗнчи 132 ял-хулари 1600 ҫынна вӗсем налук пирки мӗн шухӑшлани пирки каласа кӑтартма ыйтнӑ.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен 43 проценчӗ налук ӑҫта кайнине пӗлет-мӗн. Икӗ ҫул каялла ун пеккисен йышӗ 36 процент кӑна пулнӑ.
Ыйтӑма хутшӑннисем налук тӳлемен усламҫӑсене те палланине пӗлтернӗ. Пуртех мар та. Ун пеккисен те йышӗ пысӑкланса пырать. Икӗ ҫул каялла ҫынсен 22 проценчӗ кӑна налукран пӑрӑнакан усламҫӑсене пӗлнӗ пулсан, паян 30 проценчӗ ун пек чее ҫынсене паллать.
Епле налук тӳленине пӗлекенсен йышӗ вара малтанхи шайрах юлнӑ. 2013 ҫулта халӑхӑн 62 проценчӗ хӑй мӗнле налук тӳленине пӗлнӗ, кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче кун пирки 65 проценчӗ татса калайрать. Налука вӑхӑтрах тӳлетпӗр тесе ӗнентерекенсен йышӗ унччен те 75 процент пулнӑ, халӗ те ҫавӑн чухлех.
Республикӑн правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи республика хыснине пӑхса тухнӑ. Мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ.
Канашлура республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Халӑх фрончӗн регионти штабӗн, Общество палатин пайташӗсем, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев кӑҫалхи хысна экономикӑн кӑткӑс условийӗсенче пурнӑҫа кӗрсе пынине палӑртнӑ. «Йывӑрлӑха пӑхмасӑрах республика хыснин виҫисене виҫҫӗмӗш хут тӳрлетнӗ май пӗрлештернӗ тупӑшӑн суммине 359 млн тенкӗлӗх пысӑклатма май килет», — тенӗ.
Тӗп калаҫу республикӑра сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне лайӑхлатасси, ҫӗнӗ шкулсем тӑвасси, ҫынсене ишӗлес патнех ҫитнӗ ҫуртсенчен куҫарасси пирки пынӑ.
Чӑваш Енре хыснана каллех ҫулталӑклӑх йышӑнма пуҫлӗҫ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн паян иртнӗ 32-мӗш сессийӗнче палӑртнӑ. Тивӗҫлӗ саккун проектне паян депутатсем икӗ вулавпа йышӑннӑ. Хыснана ӳлӗмрен пирӗн республикӑра кӑна мар, ҫӗршывра та унчченхиллех ҫулталӑклӑха кӑна йышӑнма тытӑнӗҫ. Ҫавна май пирӗн патра та федералсем пекех тума тӗв тунӑ.
Паянхи сессире депутатсем ҫавӑн пекех Михаил Резников депутатпа сывпуллашнӑ. Ҫук, хурлӑхлӑ сӑлтавпа мар. Вӑл урӑх ӗҫе куҫнӑ май. Аса илтеретпӗр, Михаил Резников депутата, вӑл Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвне ертсе пынӑччӗ, Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗччӗ. Правительство пуҫлӑхӗн тепӗр ҫумӗ - Алла Салаева.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |