Ҫитес ҫул Шупашкара палӑрмаллах улӑштарасшӑн. Парксене, урамсене, картишсене ҫӗнетесшӗн. Ҫак тӗлӗшпе федераци хыснинчен Шупашкар валли укҫа уйӑрӗҫ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейри регионсем валли хыснаран 20 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Пӗр пайӗ Шупашкара лекӗ.
Хулана хӑтлӑх кӗртес тесе республика тата хула хыснисенчен укҫа парӗҫ. Пӗтӗмпе — 250 миллион тенкӗ. Укҫана илес тесен хӑвӑрт тата пахалӑхлӑ ӗҫлемелле, проектсем хатӗрлемелле. Ҫӗнӗ ҫулччен хӑш объектсене ҫӗнетмеллине палӑртмалла. Кӑрлачӑн 20-мӗшӗ тӗлне вара проектированин техника заданине палӑртмалла.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен строительство ӗҫӗсене пурнӑҫламашкӑн килӗшӳсем ҫырӗҫ.
5 миллион тенкӗ ӑҫта кайса кӗнӗ? ЧР Следстви управленийӗ ҫак ыйтӑва уҫӑмлатать.
Пӗр коммерци организацийӗн экс-директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл хыснаран 5 миллион тенкӗ вӑрланӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2008 ҫулта ҫак директор тата Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ автоҫула юсамашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ку — 2012 ҫулччен. Анчах каярахпа ҫакӑ ҫиеле тухнӑ: документсенче мӗнле ӗҫсем пурнӑҫлани пирки тӗрӗс мар палӑртнӑ.
Пӗр сӑмахпа, подрядчик ӗҫӗн пӗр пайне пурнӑҫламан, анчах укҫине илнӗ. Ҫапла майпа Хӗрлӗ Чутай районӗн хыснинчен 5 миллион тенкӗ вӑрланӑ.
Халӗ суд экс-директорӑн чаплӑ машинисене, ҫӗр лаптӑкне, киммине арестленӗ.
Унччен Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пулнӑ ҫурт ачасене ҫитес ҫул йышӑнма тытӑнӗ. Халӗ унта 4-мӗш лицей корпусӗ пулӗ.
Ҫӗнӗ ҫурт хальхи требованисемпе килӗшсе тӑрать. Анчах ашшӗ-амӑшӗн чӗри пур-пӗрех вырӑнта мар. Вӗсене хӑш-пӗр япала пӑшӑрхантарать.
Тӗслӗхрен, аслисене лицей патне утнӑ чухне ҫутӑ ҫукки сисчӗвлентерет. Тата Яноушек урамӗ тӑршшӗпех ҫул урла каҫмалли ятарлӑ вырӑн ҫук. Машинӑсем вара нумай ҫӳреҫҫӗ.
Ашшӗ-амӑше ку ыйтусемпе ҪҪХПИе ҫитнӗ. Хула администрацийӗ те айккинче юлман. Ҫитес вӑхӑтра унта ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн тӑвӗҫ, ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарӗҫ.
Сӑмах май, Шупашкар хыснинчен ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тимлеме 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкарта пурӑнакансем хӑйсем мӗн тери лайӑх пурӑннине, уйӑхсерен 28 пине яхӑн шалу илнине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе тӗл пулсан пӗлнӗ. Ырӑ хыпаршӑн хавасланас вырӑнне ҫынсем кӑмӑлсӑрланнӑ, ыйту ҫине ыйту панӑ.
Халӑха тем те пӗр кӑсӑклантарнӑ: вӑтам ӗҫ укҫин виҫине илтни тӗлӗнтернипе пӗрлех вӗсем эрех ярса сутакансем пирки те тарӑхса калаҫнӑ, ҫурт-йӗр строительствипе ҫыхӑннӑ самантсене хускатнӑ, хулана хӑтлӑх кӗртесси пирки те чуна ыраттарнӑ. Шупашкарсем мӗншӗн пӑшӑрханни пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать.
Хулара пурӑнакансемпе Алексей Ладыков сити-менеджер раштавӑн 8-мӗшӗнче Агрегат савучӗн Культура ҫуртӗнче курнӑҫнӑ. «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ майӑн йӗркелекен тӗлпулӑва халӑх лӑк тулли пуҫтарӑннӑ, балкон ҫинче те пушӑ вырӑн пулман. Холлта полици хурал тӑнӑ.
Сити-менеджер Шупашкарти вӑтам шалу 27,5 пин тенкӗпе танлашать тесен халӑх шавласа кайнине кура доклада самантлӑха чарма тивнӗ. Хысна тытӑмӗнчисен шалӑвӗ пирки сӑмах пуҫарсан та халӑх кӗр! кӗрлесе кайнӑ. Алексей Ладыков пур ыйтӑва та тивӗҫлипе хуравлама тӑрӑшнӑ май хӑй кӑна яваплӑ мар ыйтусене те урӑххисем ҫине сирмен.
Шупашкар хыснине 100 миллион тенкӗ укҫа кӗнӗ. Нумаях пулмасть Дегтярев урамӗнчи пурлӑх комплексне сутнӑ.
Паян 100 миллион тенкӗ хыснана хывнӑ. Пурлӑх комплексне аукционра сутнӑ. Унта 4 гектар ҫӗре кӑларнӑ. Халӗ туянаканпа тата Шупашкар хула комитечӗпе суту-илӳ пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ахӑртнех, унта пурӑнмалли ҫуртсем пулӗҫ.
Аукцион чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ. Туянакан 30 кунра пурлӑхшӑн укҫа тӳлесе татма тивӗ. Укҫа шӑпах паян хыснана куҫнӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене сесси вӑхӑтӗнчи тавлашуллӑ самантсенче калаҫнине итлеме питех те кӑмӑллӑ. Ӗнерхи сессире те вӗсем пӗри тепринчен ытларах тӗлӗнтернӗ. REGNUM информаци агентствин корреспонденчӗ вӗсен сӑмахне илсе кӑтартнипе паллашар-ха.
Килес ҫулхи хыснана сӳтсе явнӑ чух «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Олег Таланов регионти пӗтӗмӗшле продукт 4 процент ӳсмелли ҫинче чарӑнса тӑнӑ май «Тӗрӗссипе, эпир ӗҫлетпӗр. Ӗҫ укҫи илекенсем укҫа ӗҫлесе илекенсене ӑнланмаҫҫӗ пулӗ. Кунта ларакан депутатсенчен самайӑшӗ паян эпир калаҫакан тупӑш пайне ӳстерессине хутшӑнаҫҫӗ», — тесе касса татнӑ.
Шупашкарти 5-мӗш гимнази (вӑл элитӑллӑ шкул шутланать) директорӗ Инна Исаева шухӑшлавӗ те хӑйне евӗр. «Хамӑн ӗҫ вырӑнне часрах таврӑнса промышленниксемпе бизнесӑн тупӑш пайне тӳрре кӑларас тесе хыснана эпӗ ырлатӑп паллах», — тенӗ ачасене пӗлӳ паракан ҫак ҫын.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар хули хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Шупашкарсене саламлама Раҫҫей эстрада юрӑҫи Олег Газманов килесси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Хакла лармӗ-ши ку? Ҫак ыйту пирки тахҫанах калаҫма тытӑннӑ. Олег Газманов юрӑҫ концертшӑн мӗн чухлӗ укҫа илни паллӑ.
Ку концерт хула хыснине 2 миллион тенке яхӑн пӗчӗклетӗ. Юрӑҫа концерт лартнӑшӑн 1,6 миллион тенкӗ памалла. Кунсӑр пуҫне ҫул укҫи тӳлемелле. Олег Газмановпа пӗрле командӑри 10 ҫын килӗ. Ҫавна май кун валли 70 пин тенкӗ кирлӗ.
Юрӑҫ пӗр отельри президент люксӗнче чарӑнӗ. Ҫавӑн пекех сметӑна райдер туни, талӑкри тӳлев тата мероприяти йӗркелӳҫине укҫан хавхалантарни кӗреҫҫӗ.
Аса илтерер: концерт ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре 21 сехетре пуҫланӗ.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта хысна пирки калаҫнӑ.
Кӑҫал республика хыснине тавӑрмалла мар 16 миллиард тенкӗ килнӗ. 3,7 миллиард тенкӗ тата хушса панӑ. Ҫапах укҫа нумай кӗрсен те Шупашкарти пӗлтерӗшлӗ объектсене юсаса ҫӗнетме укҫа тупӑнман.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ларура хула унччен ҫирӗплетнӗ проектсемпе килӗшӳллӗн федераци тата республика укҫине тивӗҫнине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне Лебедев ячӗллӗ лицей пулнӑ ҫурта юсама (60 миллионран 25-шӗ ҫитнӗ), Эгер бульварӗнчи сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса (240 миллионран 30-шӗ пур), Чантӑрти шыв пӑрӑхне юсама (70 миллионран 15-шӗ килнӗ) заявкӑсем тӑратнӑ. Анчах ку объектсем ЧР Финанс министерствин планне кӗмен-мӗн.
Ведомство пуҫлӑхӗн Светлана Енилинӑн шухӑшӗпе, малтан хысна дефицитне пӗчӗклетмелле, Шупашкарти объектсене укҫан пулӑшнӑ ҫӗре ямалла мар. Ку федераци хыснинчен хушма дотаци (500 миллион тенкӗ) илнӗ чухнехи условисенчен пӗри пулнӑ. Алексей Ладыков вара дефицита пӗчӗклетмелле мар, укҫа-тенке хулашӑн пӗлтерӗшлӗ объектсене тунӑ ҫӗре ямалла тесе шухӑшлать.
Шупашкарта ҫӗнӗ автобуссен хӑтлавӗ иртнӗ. Вӗсем газомоторлӑ топливӑпа ӗҫлеҫҫӗ.
Хӑтлав Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнче пулнӑ. ЧР транспорт министрӗ Владимир Доброхотов палӑртнӑ тӑрӑх, республика ҫутҫанталӑк газӗпе ӗҫлекен техникӑна туянас енӗпе федераци программине хастар хутшӑнать. Ку – автотранспорта аталантармалли лайӑх мел.
Кӑҫал кунашкал автобуссене туянмашкӑн республика хыснинчен 21 миллион ытла тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Ку транспорт укҫа-тенке перекетлеме май парать. Ҫулталӑкне кашни автобус 500 пин тенкӗ сахалрах тӑкаклать.
Сӑмах май, программа пурнӑҫланма тытӑннӑранпа 41 автобус туяннӑ. 2013 ҫулта – 18, 2014-2015 ҫулта – 23 автобус илнӗ. Кунашкал автобуссем пассажирсене илсе ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ.
Чӑваш Енре спорта аталантарассишӗн нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ, спорт комплексӗсем ҫӗклеҫҫӗ, спортзалсене ҫӗнетеҫҫӗ…
Федераци хыснинчен Чӑваш Ен валли 17,942 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Ӑна «Раҫҫей Федерацийӗнче 2016-2020 ҫулсенче вӑй-хал культурине тата спорта аталантарасси» тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн уйӑрнӑ.
Федераци хыснинчен килнӗ укҫа-тенкӗпе спорт хатӗр-хӗтӗрӗ туянӗҫ, вӗсем ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗсемпе училищӗсем валли пулӗ.
Раҫҫейре ку тӗллевпе хыснаран пӗтӗмпе 505 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӑна 36 регион хушшинче пайлӗҫ
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |