Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта хысна пирки калаҫнӑ.
Кӑҫал республика хыснине тавӑрмалла мар 16 миллиард тенкӗ килнӗ. 3,7 миллиард тенкӗ тата хушса панӑ. Ҫапах укҫа нумай кӗрсен те Шупашкарти пӗлтерӗшлӗ объектсене юсаса ҫӗнетме укҫа тупӑнман.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ларура хула унччен ҫирӗплетнӗ проектсемпе килӗшӳллӗн федераци тата республика укҫине тивӗҫнине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне Лебедев ячӗллӗ лицей пулнӑ ҫурта юсама (60 миллионран 25-шӗ ҫитнӗ), Эгер бульварӗнчи сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса (240 миллионран 30-шӗ пур), Чантӑрти шыв пӑрӑхне юсама (70 миллионран 15-шӗ килнӗ) заявкӑсем тӑратнӑ. Анчах ку объектсем ЧР Финанс министерствин планне кӗмен-мӗн.
Ведомство пуҫлӑхӗн Светлана Енилинӑн шухӑшӗпе, малтан хысна дефицитне пӗчӗклетмелле, Шупашкарти объектсене укҫан пулӑшнӑ ҫӗре ямалла мар. Ку федераци хыснинчен хушма дотаци (500 миллион тенкӗ) илнӗ чухнехи условисенчен пӗри пулнӑ. Алексей Ладыков вара дефицита пӗчӗклетмелле мар, укҫа-тенке хулашӑн пӗлтерӗшлӗ объектсене тунӑ ҫӗре ямалла тесе шухӑшлать.