Элтепер администрацийӗ официаллӑ ҫынсемпе делегацисем валли банкетсемпе фуршетсем ирттерме аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 1,2 миллион тенкӗ.
Банкет ирттермелли менюна улма-ҫырла вази, какай тата пулӑ ассорти, пулӑ, какай, хуплу, пулӑллӑ бутерброд, пан улми кукӑлӗ тата ытти кӗреҫҫӗ. Паллах, тата сӗткенсем пур.
Аукцион ҫӗнтерӳҫи банкетсемпе фуршетсем йӗркелӗ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Аукцион пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртӗ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Чӑваш Енри ялсене аталантармашкӑн 700 миллион ытла тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. 185,5 миллион тенки федерации хыснинчен килӗ.
Ялсене «Ялсенчи территорисене комплекслӑ аталантарасси» программӑна 2019 ҫул вӗҫӗнче йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫуртсем хута ямалла, инфратытӑма аталантармалла, тавралӑха хӑтлӑлатмалла.
Федераци хыснинчен уйӑрнӑ уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе 40 ҫемье пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пултарӗ.
Етӗрне районӗнчи Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне тӗрмене хупмасӑр 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 1 ҫул. Хальлӗхе суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ют пурлӑха хӑйне илнӗшӗн айӑпланӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакскер официаллӑ документсенче администрацире тунӑ пандус пирки суя суммӑсем кӑтартнӑ. Ял тӑрӑхӗн хыснинчен кун валли 15 пин тенкӗ уйӑрнӑ, анчах пуҫлӑх ҫакна хӑйӗн тӗллевӗпе тӑкакланӑ.
Экс-пуҫлӑх судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Шупашкарти пилӗк шкула ашшӗ-амӑшӗн укҫипе юсав тӑвӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, хыснаран та укҫа уйӑрӗҫ.
Шупашкарти 44-мӗш лицей, 39-мӗш, 56-мӗш тата 45-мӗш шкул, 2-мӗш пуҫламӑш шкул пуҫаруллӑ хысна программине хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал шкулсене юсама тата хӑтлӑлатма 13 миллион тенкӗ таран уйӑрӗҫ. Кирлӗ суммӑран 8-13 процентне ашшӗ-амӑшӗ хывӗ.
Тӗслӗхрен, 44-мӗш лицейре икӗ крыльцине юсӗҫ 300 пин тенкине ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен пухӗҫ. Ҫапла майпа шкула сусӑрсене те кӗмелли майсем туса парӗҫ.
56-мӗш шкулта спортзалпа хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗме юсаса ҫӗнетӗҫ. 45-мӗш шкулта спорт лапамне юсасшӑн. 39-мӗш тата 2-мӗш шкулсенче те юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Ку ӗҫсене ҫуллахи каникулта пурнӑҫлӗҫ.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче ЧР правительствин председателӗ Иван Моторин шкул тата ача-пӑча ҫурчӗсен ертӳҫисене ҫӗнӗ шкул автобусӗсен уҫҫисене тыттарнӑ. Республикӑна пӗтӗмпе 15 транспорт илсе ҫитернӗ.
Ҫӗнӗ автобуссем кивелнисене улӑштарӗҫ. 15 транспорта республикӑри 11 района парӗҫ.
Ҫӗнӗ автобуссем хӑтлӑ: ГЛОНАСС, тахограф, хӑвӑртлӑха тытса пыракан тата навигаци приборӗсем пур. Кашни ларкӑч ҫине хӑрушсарлӑх пиҫҫиххине ҫирӗплетнӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал шкул автобусӗсем туянмашкӑн республика хыснинчен 16 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫитес ҫул федераци хысни Чӑваш Ен валли транспорт ыйтӑвӗсене татса пама 625 миллион тенкӗ уйӑрса парӗ. Ку укҫапа троллейбуссем туянӗҫ. Кун пирки влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтерет.
Ҫак укҫпа автономлӑ мелпе ҫӳрекен тата ахаль троллейбуссем – пӗтӗмпе 100 ытла – туянма палӑртнӑ. Чи малтанах вӗсем Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара маршрут яма кирлӗ. Ҫавӑн пекех 10-мӗш маршрута татах троллейбуссем ярӗҫ, мӗншӗн тесен маршрута Алькеш таран тӑсӗҫ.
Ахаль троллейбуссем валли те вырӑн пулӗ: кивелнӗ транспорта улӑштарӗҫ. Палӑртмалла: Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта 300 яхӑн троллейбус ҫӳрет.
«Чӑвашавтотранс» предприятире ӗҫленӗ ҫынсем, ахӑртнех, Ҫӗнӗ ҫула тулли кӑмӑлпа кӗтсе илӗҫ. Уяв умӗн вӗсене ӗҫ укҫи парса татнӑ.
Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем шалӑва раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнчех илме тытӑннӑ.
Панкрута тухнӑ «Чӑвашавтотрансӑн» ӗҫ укҫи парӑмне татас тесе Чӑваш Ен хыснин резерв фондӗнчен 57 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ыттине предприятин пурлӑхне сутсан парса татнӑ.
Ҫапла майпа Ҫӗнӗ ҫул умӗн предприятире ӗҫленӗ 595 ҫын умӗнчи парӑма татнӑ. Сӑмах май, организаци ӗҫченсен умӗнче парӑма кӗнӗренпе 2 ҫул иртнӗ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн автобази кӗҫех ҫӗнелӗ: 5 ҫӗнӗ машина туянма палӑртнӑ. Ку тӗллевпе 9 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Ҫапла майпа пӗр машина 1,8 миллион тенке кайса ларӗ.
Аукцион ирттересси пирки Патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 8,93 миллион тенкӗ. Укҫа-тенке республика хыснинчен тӗллевлӗ субсиди пек уйӑрӗҫ.
Иномаркӑсенче климат-контроль, ҫумӑр, ҫутӑ тата парковка датчикӗсем, круиз-контроль, харушсӑрлӑх минтерӗ тата карри пулмалла. Ку машинӑсемпе патшалӑх влаҫӗнче вӑй хуракансем ҫӳрӗҫ.
Кӑҫал Чӑваш Енри ял хуҫалӑхӗсем тӑкак курчӗҫ: кӗрхисен чылай пайӗ пӗтнӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ ирттернӗ ларура ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов шӑпах кун пирки калаҫнӑ.
Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри тӑкак курнӑ аграрисене пулӑшмашкӑн республика хыснинчен 79,6 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Кӑҫал кӗрхисем лайӑх шӑтманран ял хуҫалӑхӗсем акмашкӑн вӑрӑ ҫӗнӗрен туяннӑ. Чылайӑшӗ элита вӑрӑ илнӗ.
Ларура йышӑннӑ ҫак ҫӗнӗлӗх тепӗр 10 кунран саккунлӑ вӑя кӗрӗ. Кун хыҫҫӑн укҫа-тенкӗ ял хуҫалӑхӗсем патне ҫитӗ.
Красноармейски районӗнчи Алманч ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суд 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Хайхискер хыснана 150 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак пуҫлӑх юсаман ҫулшӑн укҫа тӳленӗ. ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Алманч ялӗнчи ҫулӑн пӗр пайӗ пирки пырать.
Юсаман ҫулшӑн хысна укҫине тӳленӗшӗн пуҫлӑха явап тыттарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ева Лисина, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |