Ҫак арҫын тӗнче тетелӗнче сӗтел-пукан сутни пирки пӗлтерӳсем тупнӑ та сутуҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ, укҫа тӳлесе хума шантарса лешсен банк карттин ревизичӗсене пӗлнӗ. Ӑна тытса чарас тесе Чӑваш Енри полицейскисем Хусана кайнӑ. 38 ҫулти арҫынна пирӗн республикӑна конвойпа илсе ҫитернӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса лартнӑ. Вӑл ытти ҫакнашкал преступленисемпе те ҫыхӑнма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ ҫын ҫак ултавҫӑн аллине лекнӗ. Вӗсем ӑна 16500 тата 12500 тенкӗ куҫарса панӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Николай Воробьев ӑсчах ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Сарту облаҫне (ун чухне кӗпӗрне пулнӑ) кӗрекен Хвалынск хулинче 1894 ҫулта ҫуралнӑ.
Николай Воробьев этнограф, географ, истори наукисен докторӗ, профессор пулнӑ. Хусанти университетӑн географи факультетӗнче вӗреннӗ. Ҫурҫӗр-Хӗвелтухӑҫ археологи тата этнографи институтӗнче, Тутар АССРӗн патшалӑх музейӗнче ӗҫленӗ, Хусанти пединститутӑн географи факультечӗн деканӗ, Хусанти университет профессорӗ пулнӑ, СССР Наукӑсен академийӗн Чӗлхе, литература тата истори институчӗ Хусанти филиалӗнче тӑрӑшнӑ.
Николай Воробьев ертсе пыракан экспедици 1949–1951 ҫулсенче чӑваш халӑхӗн культурипе йӑлине тӗпченӗ. Вӑл ертсе пынипе каярах автор коллективӗ чӑвашсен пурлӑх культурин аталанӑвӗ пирки ӗҫ пичетленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче лару иртӗ. Истори наукисен кандидачӗ Георгий Матвеев ӑсчахӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарӗ.
Чӑваш Енри делегаци Турцин черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлама хутшӑннӑ. Кун пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукри хӑйӗн странцинче пӗлтернӗ.
Турцин 96-мӗш ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе йӗркеленӗ уява Хусанти «Казан-Палас» хӑна ҫуртӗнче юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пухӑннӑ.
Чӑваш Ен делегацийӗн йышӗнче Альбина Юрату сӑвӑҫ, Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши тата Чӑваш Енри кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков пулнӑ.
Альбина Юрату пӗлтернӗ тӑрӑх, йыхрав хутӗнче ҫапла ҫырса хунӑ: «Турци Республикин Хусанти генеральнӑй консулӗ Исмет Эрикан тата Айше Реззан Эрикан госпожа Сире йышӑнӑва хутшӑнса чыс тума ыйтать».
Сӑвӑҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, таҫта та чӗнсе курнӑ, анчах кун пек кӑмӑл туман. Хӑнасене консул мӑшӑрӗпе ӑшӑ сӑмах каласа хӑй кӗтсе илнӗ. Вӗсем саланнӑ чух алӑ тытса сывпуллашнӑ.
Уява халӑх йышлӑ пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче писательсемпе поэтсем, журналистсем, усламҫасем тата ыттисем пулнӑ.
Шупашкарта ҫын вӑрлакансене суд тӑвӗҫ. Суд сакки ҫине Хусанта пурӑнакан икӗ ҫын, Шупашкрати виҫӗ ҫын тата Мускаври пӗр ҫын ларӗҫ. Юлашкинчен асӑнни РФ Шалти ӗҫсен министерствин Мускав хулинчи Кунцево районӗнчи пайӗнче ӗҫленӗ.
Ултӑ ҫын тата вӗсен тепӗр пӗлӗшӗ, 33-ри арҫын, саккунлӑ мар ӗҫпе аппаланнӑ. Вӗсем Тутарстанри тата Чӑваш Енри предприятисен укҫи-тенкипе саккунлӑ мар усӑ курнӑ. 33-ри арҫыннӑн ҫавӑн пек майпа 3,5 миллион тенке хӑйӗн тумалла, унтан пӗр пайне хӑйне хӑйне хӑварса ыттине тусӗсене памалла пулнӑ. Анчах вӑл пайлас темен, тусӗсенчен тарса ҫӳреме тытӑннӑ.
Ку вӑл пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пулнӑ. Анчах кӗҫех таркӑна лешсем асӑрханӑ. Ӑна вӗсем вӑрласа кайнӑ. Киле ямасӑр усранӑ, укҫа тапӑннӑ. Аптӑранипе пӗринче вӑл хӑйӗн чаплӑ машинине тусӗсене куҫарса пама шантарнӑ. Киле машина хучӗсем патне тесе илсе кайнӑ. Унта вӑл майлӑ самантпа усӑ курса пытаннӑ та пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен журналистсем чи пӗчӗк ӗҫ укҫи илекен виҫӗ регион шутне кӗнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кунти МИХсенче ӗҫлекенсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ илеҫҫӗ.
«HeadHunter» компанин тӗпчев служби тата Раҫҫей журналистсен союзӗ «журналист» профессине тишкернӗ. Чӑваш Енре ҫак енӗпе тӑрӑшакансенчен 30 проценчӗ урӑх ҫӗре куҫса кайма хатӗр. Вӗсем Мускавпа Питӗрсӗр пуҫне Хусан пирки ӗмӗтленеҫҫӗ.
Маларах асӑннӑ 20 пин тенкӗ шалу журналистсене тивӗҫтермест. Вӗсем вӑтамран 5 пин тенкӗ те пулин нумайрах илме ӗмӗтленеҫҫӗ. Пӗр МИХра журналистсем вӑтамран 1,9 ҫул тытӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен 90 проценчӗ — аслӑ пӗлӳллӗ.
Журналистсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ хушма ӗҫпе аппаланать. Журналистсенчен 71 проценчӗ — хӗрарӑмсем. Ҫав шутран 74 проценчӗ — 34 ҫула ҫитичченхисем. Арҫынсем хушшинче ку ҫулхисем — 60 процент. Ҫак цифрӑсене Чӑваш халӑх сайтне «HeadHunter Атӑлҫи» компанин пресс-секретарӗ Александра Севостьянова пӗлтернӗ.
Сергей Лисицын Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулӗ. Хушӑва алӑ пуснӑ регионти Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен сайтӗнче пичетленӗ.
Премьер-министр юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче Сергей Лисицын Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ тесе ҫырнӑ. 1980 ҫулта. Хусанти патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ. Ӗҫе Тутарстанра пуҫланӑ. «Канаш» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче. Унта пулнӑ тӗп агроном. 2008 ҫултанпа ӗҫленӗ «Россельхозцентр» предприятире, федерацин Ял хуҫалӑх министерствин Ӳсентӑран департаментӗнче, «Госсорткомиссия» учрежденире. Ҫамрӑкскерӗн тӗрлӗ награда пур. «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн II степень» орден медальне панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусанта «WorldSkills» 45-мӗш тӗнче чемпионачӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта Шупашкарти Евгений Краснов медальона тивӗҫнӗччӗ.
Каччӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра саламланӑччӗ. «Евгения саламлатӑп тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе педагогӗсене профессионал хатӗрленӗшӗн тав тӑватӑп!», — тесе ҫырнӑччӗ вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче.
Халӗ Михаил Игнатьев Элтепер Евгений Краснова 40 пин тенкӗ преми пама йышӑннӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи паян алӑ пуснӑ. Документа ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Евгений Краснов — Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерцин техникумӗн производство вӗрентӗвӗн мастерӗ. Чемпионта вӑл Раҫҫейӗн наци командин йышӗнче, «Кондитер ӗҫӗ» компетенцире, хутшӑннӑ. Ку енӗпе 23 ҫын тупӑшнӑ. Конкурссенче Евгений 700 ытла балл пухнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хусанта иртнӗ «WorldSkills» 45-мӗш тӗнче чемпионатӗнче медальона тивӗҫнӗ Евгений Краснова саламланӑ.
Евгений Краснов — Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерцин техникумӗн производство вӗрентӗвӗн мастерӗ. Чемпионта вӑл Раҫҫейӗн наци командин йышӗнче, «Кондитер ӗҫӗ» компетенцире, хутшӑннӑ. Ку енӗпе 23 ҫын тупӑшнӑ. Конкурссенче Евгений 700 ытла балл пухнӑ.
Вӑтам кӑтартупа палӑрнисене медальонпа хавхалантарнӑ. Шупашкарти каччӑ сумлӑ ҫав йыша лекнӗ.
Каччӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра саламланӑ. «Евгения саламлатӑп тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе педагогӗсене профессионал хатӗрленӗшӗн тав тӑватӑп!», — тесе ҫырнӑ вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче.
Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Анисим Асламассен динаситине халалласа «Асламас+» юрӑпа кӗвӗ каҫӗ иртнӗ. Ӑна Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑвашсен классик-композиторӗ Анисим Асламас (1924-2000) ҫуралнӑранпа 95 ҫул, унӑн ывӑлӗ ывӑлӗ Алексей Асламас (1959- 2017) ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш композиторӗн ывӑлӗ Алексей Ленинградри консерватори хыҫҫӑн 1993 ҫулта Чехие ӗҫлеме тухса кайнӑ. Вӑл — дирижёр, пианист. Унти Брно хулинчи наци театрӗнче, консерваторире тата музыка академийӗнче тӑрӑшнӑ. Шупашкара Алексей Анисимовичӑн мӑшӑрӗ Инна Георгиевна (вӑл Брно консерваторийӗнчи фортепиано уйрӑмӗнче заведующийӗ пулса ӗҫлет), чӑваш классикӗн мӑнукӗ Антон Асламас, Алексей Асламас-кӗҫӗнни килсе ҫитнӗ. Вулавӑшри уяв каҫне ҫавӑн пекех Хусанти консерватори студентки, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Екатерина Чеботарёва тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗн солистки Динара Федотова хутшӑннӑ.
Ҫӑмӑл атлетика енӗпе 101-мӗш чемпионат та Шупашкарта иртес шанчӑк пур. Ҫакӑн пирки ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Юрий Борзаковский Шупашкарта пӗлтернӗ.
Аса илтерер, утӑ уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусен шутӗнче черетлӗ сезонти календарь те пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ӑмӑртӑва йышӑнас шанчӑк икӗ хулан пур: Хусанӑн тата Шупашкарӑн.
«Чемпионата ӑҫта ирттерессине президиумӗн кӗрхи ларӑвӗнче татса парӑпӑр, – тенӗ Юрий Борзаковский. – Турнир е Шупашкарта иртӗ, е Хусанта. Хальлӗхе Шупашкар пирки шухӑшлатпӑр».
Шупашкарта турнир кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут пуҫтарӑннӑ. Унччен Раҫҫей чемпионатне ҫӑмӑл атлетсем Чӑваш Ен тӗп хулине 2002, 2009, 2011, 2012, 2015 тата 2016 ҫулсенче пуҫтарӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |