«М-12» федераци ҫулне тума хушма укҫа уйӑрнӑ. Нухрат «Мускав – Чулхула – Хусан» ҫула тӑвас ӗҫсене 30,1 процент хӑвӑртлатасса шанаҫҫӗ. Ҫав тӗллевпе тата тепӗр 81,7 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.
Машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫула хута ярсан Мускавран Хусан хальхи пек 12 сехет каяс вырӑнне 6,5 сехетре ҫитейӗн. Строительствӑна 2024 ҫул тӗлне туса пӗтересшӗн, анчах унӑн сыпӑкӗсене пӗчӗкшерӗн 2022 ҫултанах хута ярса пыма тытӑнасшӑн. Проекта пурнӑҫлама 650 млрд тенкӗ кирлӗ пулӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Магистраль Мускав, Улатимӗр тата Чулхула облаҫӗсем, ҫавӑн пекех Чӑваш Енпе Тутарстан урлӑ иртӗ.
Ҫула маларах Хусана ҫитиччен ҫеҫ сарас тенӗ, РФ Президенчӗ Владимир Путин хушнипе Екатеринбурга ҫитерме йышӑннӑ. Ҫапла вара ҫул Пушкӑртстан, Пермь тата Свердловск тӑрӑхӗсем витӗр пулӗ.
Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперӗ Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн объекчӗ пулма пултарать. Кун пирки регионти Культура министерстви пӗлтерет.
Историпе культура экспертизин патшалӑх актне обществӑна сӳтсе явма кӑларса тӑратнӑ. Ӑна ҫӗршыври халӑхсен истори тата культура палӑкӗсен патшалӑх реестрне кӗртесшӗн.
Сӑмах май, Мӑкӑр кӗперне 100 ытла ҫул каялла тунӑ. Вӑл Мускава Хусанпа ҫыхӑнтарнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вара стратеги пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Халӗ ку вырӑна туристсем юратаҫҫӗ, унта сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлери йӗрке хуралҫине кӳршӗ республикӑри арҫын уринчен ҫыртнӑ. Куншӑн ӑна колоние ӑсатнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑҫал ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Ӳсӗр арҫын хӑна ҫуртӗнче йӗркене пӑснӑ, хӑйне тивӗҫлипе тытман. Полицейскисем килнӗ, Хусан арҫынни вӗсене хирӗҫ тӑнӑ.
Хайхи ӳсӗр арҫын урайне ӳксе пӗр полицейские уринчен ҫыртнӑ. Ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитерсе протокол ҫырнӑ. Халӗ суд пулнӑ. 35 ҫулти арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2 ҫул та 1 уйӑхлӑха ӑсатнӑ.
«Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине директор пулса Юрий Бабаве ертсе пырӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев иртнӗ эрнерех, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ иккен.
Аса илтерер: унпа коллектива пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче гендиректор тесе паллаштарнӑччӗ. Халӗ Юрий Бабаев — гендиректор мар, директор.
Юрий Бабаев Хусанти патшалӑх медицина институтӗнчен 1991 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл «стоматолог» специальноҫӗн дипломне алла илнӗ. Медицина наукисен кандидачӗ. Врачсен пӗлӗвне ӳстермелли институтра пӗлӳ шайне ӳстернӗ.
Нумай пулмасть Хусанта «Чӑвашкино» ӳкернӗ «Сюда не вступит нога врага» (чӑв. «Тӑшман ури кунта ан пустӑр») документлӑ фильм хӑтлавӗ иртнӗ. Фильм валли сценари ҫырнӑ тата ун режиссёрӗ пулнӑ Алексей Енейкин каласа панӑ тӑрӑх «Чӑвашкинопа» ҫыхӑннӑ хальхи пӑтӑрмах йӑлт министрпа ҫыхӑннӑ.
Вӑл, сӑмахран министр патне «Чӑвашкино» пуҫлӑхӗпе Абдюшев Андрей Николаевичпа пӗрле сценарине кӑтартма кайса килнӗ чухне мӗнле пӑтӑрмах сиксе тухни ҫинчен каласа панӑ. Министр хӑй чӑваш пулин те чӑвашла калаҫма килӗшмен, сценари те чӑвашла ҫырни ун кӑмӑлне кайман.
Хальхи вӑхӑтра «Чӑвашкино»-на асӑнма юраманни пирки сӑмах тухнӑ тет. Аса илтеретпӗр, вӑл учрежденине тӳре-шара хупас шутлӑ, ҫыннисемпе пурлӑха Наци телерадиокомпанипе икӗ архива куҫарасшӑн.
Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хусанти метрора «Тӑван чӗлхесен пуйӑсӗ» ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл ултӑ вакунран тӑрать, шалтан тата тултан наци паллисемпе илемлетнӗ. Проект авторӗсем темиҫе чӗлхепе усӑ курнӑ. Вӗсен йышӗнче чӑваш чӗлхи те пур.
Пуйӑс пассажирӗсем тутарла, вырӑсла, марилле, чӑвашла, мӑкшӑлла, удмуртла, грузинла, узбекла, азербайджанла, ытти чӗлхепе вулама пултараҫҫӗ.
Палӑртмалла: пуйӑс ҫулталӑк вӗҫӗччен маршрутпа ҫӳрӗ.
Кӑҫал Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалласа юрӑ-кӗвӗ альбомӗ кӑларӗҫ. Ӑна юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Сӑмах май, ҫак темӑна халалланӑ юрӑсен конкурсне кӑҫал Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ пуҫарнӑ.
Альбома профессионал мусӑкҫӑсемпе юрӑҫсем ҫыртарӗҫ. Унта 11 юрӑ кӗрӗ. Жюрие Родион Газманов ертсе пырӗ. Вӑлах пӗр авторпа юрлама пултарӗ.
Альбомри юрӑсене шкулсенче хӑтлав тӑвӗҫ. Кайран вӗсене тӗрлӗ мероприятире янӑраттарӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи 133/134-мӗш номерлӗ «Хусан–Питӗр» пуйӑс расписанине улӑштарма йышӑннӑ.
Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пуйӑс тӑватӑ кунта пӗрре хутлама тытӑнӗ. Авӑн уйӑхӗнче, тӗслӗхрен, 9, 13, 17, 21, 25-мӗшӗсенче ҫула тухӗ, каялла килме — авӑн уйӑхӗн 10, 14, 18, 22, 26-мӗшӗсенче.
«Шупашкар – Питӗр» прицеп вакунӗсене те сайра ҫӳретӗҫ. Вӗсем 8 кунта пӗрре ҫеҫ пулӗҫ. ҫак уйӑха илсен, Питӗре Шупашкартан авӑн уйӑхӗн 13, 21, 29-мӗшӗсенче пуйӑспа кайма май килӗ, унтан каялла килме: авӑн уйӑхӗн 10, 18, 26-мӗшӗсенче.
Ҫӗмӗрле районӗпе хулине Чулхула облаҫӗпе кӗперпе ҫыхӑнтарнӑ. Кунта сӑмах кӳршӗллӗ ҫав регионти Пильна районӗнчи Карачары ялӗ патӗнчи вырӑн пирки пырать. Кӗпере хальлӗхе вӑхӑтлӑха тунӑ-ха.
Ҫӗнӗ хыпара Ҫӗмӗрле хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев Фейсбукра пӗлтернӗ.
Асӑннӑ объекта каярах яланлӑх туса лартӗҫ. Ҫав кӗпер Мускава Хусанпа ҫыхӑнтаракан «М-12» автобанӑн пӗр пӗчӗк сыппи пулӗ.
Валерий Шигашев пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпер тунӑ илемлӗ вырӑнта маларах пулӑҫсем ҫеҫ ларнӑ. Ӳлӗмрен унтан регион тата федераци пӗлтерӗшлӗ ҫул иртӗ. Ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансен пурнӑҫӗ тата район экономики епле улшӑнассине, Валерий Шигашев калашле, вӑхӑт кӑна кӑтартса парӗ.
Паян Кӳкеҫри ҫар ӗҫ комиссариачӗн ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ӑна Александр Кочурова, асӑннӑ районта ҫар ӗҫ комиссарӗ пулса чылай ҫул тӑрӑшнӑ ҫынна, сума суса хатӗрленӗ.
Асӑну хӑми вырнаҫтарни ҫинчен Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов Инстаграмра хыпарланӑ.
Александр Кочуров Кӳкеҫре чылай ҫул тӑрӑшрӗ. Малтан Шупашкар районӗнчи ҫар ӗҫ комиссариачӗ пулса, кайран пӗр вӑхӑт урӑх ҫӗрте тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн каллех унта таврӑнчӗ. Вӑл вӑхӑта Шупашкар районӗнчи ҫар ӗҫ комиссариатне Сӗнтӗрвӑрри районӗпе пӗрлештернӗччӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫул уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Александр Кочуров 1956 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Канашра ҫуралнӑ. Хусанти аслӑ танк училищинче вӗреннӗ. Германире ҫар службинче, унтан Афганистанра пулнӑ. 1982 ҫултанпа вӑл Чӑваш Енри ҫар ӗҫ комиссариачӗсенче тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |