
Пирӗн ентеш, Йӗпреҫ пики, Евгения Петрова (сӑнӳкерчӗкре — сулахайра) «Хусан мисӗ» илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Евгения Петрова 20 ҫулта кӑна-ха. Вӑл Йӗпреҫри 1-мӗш шкулта вӗреннӗ хыҫҫӑн Раҫҫей ШӖМӗн Хусанти юридици институчӗн студентки пулса тӑнӑ.
Евгения — пулас офицер, вӑл спортпа туслӑ, волейбол командин ертӳҫи. Ҫавӑн пекех пике халӑх, бал ташшисемпе кӑсӑкланать.
Ҫитес вӑхӑтра Евгения Петровӑн Тутарстан чысне «Раҫҫей мисӗ» конкурсра хӳтӗлеме тивӗ.

Шупашкарта фармацевтра ӗҫлӗкен хӗрарӑм ултавҫӑсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн 1,5 миллион тенкӗсӗр юлнӑ.
Малтан ултавҫӑсем унӑн хӗрӗпе ҫыхӑннӑ, ҫыхӑну операторӗпе килӗшӗве тӑсмаллине ӗнентернӗ. Кун хыҫҫӑн хӗрача смспа килнӗ кода пӗлтернӗ.
Кӑштахран электронлӑ почтӑна ҫыру килнӗ: такам «Госуслуги» порталти страницӑна ҫӗмӗрнӗ кӗнӗ-мӗн. Амӑшӗпе хӗрӗ ӗненнӗ, ҫырура кӑтартнӑ телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ.
Ултавҫӑсем 38 ҫулти хӗрарӑма Хусана кайса 1,5 миллион тенкӗ кредит илме, укҫана тӗрлӗ счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Вӑл кун пирки 2 уйӑх никама та каламан. Хӑйне улталанине ӑнлансан полицие кайнӑ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Национальные картины мира в литературах народов Волго-Уралья» Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗн материалӗсене пӗр ҫӗре пухса пичетленӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫав мероприятие 100-е яхӑн ученӑй-гуманитари, преподаватель, аспирант, магистр хутшӑннӑ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен: Мускавран, Хусантан, Ӗпхӳрен, Ижевскран, Глазовран, Саранскран, Йошкар-Оларан, Сыктывкартан, Воронежран, Мурманскран, Ханты-Мансийскран, Элистаран, Якутскран тата, паллах, Шупашкартан пулнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ «Химпром» предприятие ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пыма тытӑннӑ.
2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе унта директор пулса Хусанта ҫуралнӑ Дмитрий Колчин тӑрӑшнӑ. Анчах кӑҫалхи кӗркунне вӑл ӗҫрен пӑрахса кайнӑ. Халӗ Колчин Питӗрти «СВЕЗА-ЛЕС» йывӑҫ тирпейлекен компание ертсе пырать-мӗн.
«Группа Оргсинтез» тулли мар яваплӑ обществӑн директорсен канашӗ «Химпром» обществӑн управляющи директорӗ пулма Андрей Еремеева шаннӑ. Вӑл пуҫлӑх пуканне раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче йышӑннӑ.
Андрей Еремеев Пермь тӑрӑхӗнчен. Химик профессиллӗскер ҫак енӗпе тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ.

Килес ҫултан пуйӑспа ҫуреме каллех хакланӗ. Хула ҫумӗнчи чукуе ҫул транспорчӗпе ҫула тухакансен ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхинчен 5,1 процент ытларах кӑларса хума тивӗ.
Паянхи куна илсен Шупашкартан Канаша ҫитме 424 тенкӗ тӳлемелле пулсан килес ҫул 446 тенкӗ пулӗ.
Хусантан Чулхулана ҫӳрекен электричкӑра ҫул укҫи кашни километршӑн 4 тенкӗ те 7 пус тӳлеме тивӗ, халӗ 4 тенкӗ те 52 пус пулнӑ.

Иван Ермолаев выльӑх тухтӑрӗ «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ветеринари врачӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Раҫҫей Президенчӗ раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Иван Егорович Хусанти Н.Э. Бауман ячӗлле ветеринари медицинин институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Выльӑх тухтӑрӗнче 34 ҫул ытла тӑрӑшать, ҫав шутран 20 ҫулне — Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче. Вӑл сысна ҫурисем таса сыва ӳсчӗр тесе тӑрӑшать.

Паян ирхине Муркаш округӗнчи Нискасси ялӗ ҫывӑхӗнче «Мускав – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен автобус йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Экстреннӑй службӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, аварире 5 ҫын аманнӑ. Вӗсене пурне те Шупашкара пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен сывлӑхӗ питех йывӑрах мар.
Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.

Куславккара пурӑнакан 60 ҫулти хӗрарӑм хваттерне сутнӑ укҫине ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Ку кӑна мар-ха, вӑл ӑна палламан ҫынсене парас тесе Хусана ҫитнӗ.
Ун патне темиҫе кун «ФСБ ӗҫченӗсем» шӑнкӑравланӑ: Украина ҫарӗсене укҫа куҫарса панӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарнӑ имӗш. Ӗнентерес тесе «уведомлени» те ярса панӑ. Чикӗ леш енне укҫа куҫарма хатӗрленнӗ банк ӗҫченне тупма пулӑшмасан хӗрарӑма тӗрмене хупассипе хӑратнӑ.
Палламан ҫынсем каланипе вӑл «следовательпе» калаҫма телефон туяннӑ та никама ним каламасӑр Хусана кайнӑ. Унта счечӗ ҫинчи 3,1 миллион тенке (нумаях пулмасть вӑл хваттерне сутнӑ) илнӗ те банкомат урлӑ палламан ҫынсем каланӑ счет ҫине куҫарнӑ.
Преступниксем каллех укҫа ыйтма тытӑнсан кӑна вӑл улталаннине ӑнланнӑ.

Ӗнер каҫхи 7 сехет ҫурӑра Атӑл леш енче «Tойота RAV 4» тата «Шупашкар – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус пырса ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, авари «Тойота» водительне пула сиксе тухнӑ. Вӑл, Калмӑк Республикинчи арҫын, ҫул пӑрӑнӑшӗнче хирӗҫ ҫул ҫине тухса маршруткӑпа ҫапӑннӑ. «Тойота» водителӗ ҫавӑнтах вилнӗ. Микроавтобусра пассажирсем пулнӑ, икӗ ҫын аманнӑ.

Вӑрнар округӗнчи Мӑньял Хапӑс ялӗнче пурӑнакан Степановсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫнӗ. Вӗсем 50 ҫул пӗрле ӗнтӗ.
Каччӑпа хӗр ҫамрӑк чухне паллашнӑ: Людмилӑн ҫемйи Мӑньял Хапӑс ялне куҫса килсен Вячеслав ӑна куҫ хывнӑ. 1975 ҫулта вӗсем пӗрлешнӗ, икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ.
Вячеслав Павлович Хусанти университетра вӗреннӗ чухнех судьяра ӗҫлеме тытӑннӑ. Людмила Владимировна малтан медицинӑра ӗҫленӗ, кайран юрист пулнӑ. Вӑл 12 ҫул адвокатра тӑрӑшнӑ, кайран 10 ҫул ытла миравай судья пулнӑ.
Ачисем те ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ. Татьяна Росреестрӑн республикӑри Управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ, вӑл – ЧР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ. Евгений юридици компанине ертсе пырать.
