Чӑваш Енре «Ӗҫлекенсен сывлӑхне ҫирӗплетесси» корпоратив программи пурнӑҫланать. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствипе предприятисем ятарлӑ килӗшӳ тӑваҫҫӗ. Хальхинче Владимир Степанов министрпа «Элара» савут гениректорӗпе Андрей Углов ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ.
«Ку килӗшӳ республикӑри ытти предприятишӗн тӗслӗх пулӗ. Ҫак проекта пула ҫынсем производствӑран пӑрӑнмасӑр врачсен пулӑшӑвӗпе усӑ курайӗҫ, вӑхӑтра вакцинаци тата профилактика тӗрӗслевӗ витӗр тухайӗҫ», — тенӗ министр.
«Элара» савутра спорт залӗ пур, унта тӗрлӗ секци ӗҫлет. Ӗҫченсем бассейна ҫӳреме абонемент илейеҫҫӗ», — ӑнлантарнӑ Андрей Углов. Савутра Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн сывлӑх пункчӗ ӗҫлет. Унтах терапевт тата фельдшер, процедура тата прививка пӳлӗмӗсем пур.
«Ӗҫлекенсен сывлӑхне ҫирӗплетесси» корпоратив программине республикӑри пысӑк тӑватӑ предприятире: Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнче, Ишлейри пысӑк вольтлӑ аппаратура савутӗнче, Шупашкарти троллейбус управленийӗнче тата «Т Плюс» предприятин Мари Элпе Чӑваш Енри филиалӗнче — пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.
Чӑваш Ене каллех кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Хальхинче 9600 доза ҫитнӗ. Пӗтӗм парти пӗр дозӑллӑ ампулӑсенче. Кусем мобильлӗ пунктсенче усӑ курмашкӑн меллӗ.
Палӑртмалла: пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑна 59494 доза вакцина килнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне республикӑри 43 пин ытла ҫын кӑшӑлвирусран прививка тунӑ. Вӗсенчен 29 ытла пинӗшӗ икӗ компонентне те тутарнӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Енре мобильлӗ пунктсем ӗҫлеҫҫӗ. Унта маларах ҫырӑнмасӑрах кашӑлвирусран прививка тума килме юрать.
Вырсарникун, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта 14-ри яш пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Усал хыпар пирки паян хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Александр Малов пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта пулса иртнӗ. Яш асӑннӑ тӑрӑхри Хӗвеллӗ бульварти 18-мӗш ҫуртран ӳкнӗ. Вӑл вилнӗ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Аса илтерер: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 99-мӗш ҫуртран 25-мӗш хутран сикни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Телее, 11 ҫулти арҫын ача подъезд умӗнче ларакан ГАЗель ҫине ӳкнӗ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшнӑ. Ачана тӳрех пульницӑна илсе кайнӑ. Ӑна Шупашкарта, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, операци тунӑ. Тепӗр кунхине вӑл тӑна кӗнӗ, калаҫнӑ.
Чӑваш Енри виҫӗ шкулта ачасем кӑшӑлвируспа чирлине тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ чирпе аптӑракансене Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенче шута илнӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн оперштабӑн ларӑвӗнче Роспотребнадзор управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ.
Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Лукшин каланӑ тӑрӑх, COVID-19 тупӑннӑ ачасенчен пысӑк пайӗ карантин вӑхӑтӗнче каникулта пулнӑ. «Вӗсен карантин вӑхӑчӗ паян-ыран вӗҫленӗ», – тенӗ эрнекун министр ҫумӗ. Апла пулсан ачасем тунтикун шкула кайма пултарӗҫ.
Ачасем кӑшӑлвируспа чирлине тупса палӑртнӑ шкулсенче дезинфекци ирттернӗ.
Иртнӗ талӑкра кӑшӑлвирус каллех ҫынсен пурнӑҫне татнӑ. Хальхинче 6 ҫын сывлама пӑрахнӑ. Ака уйӑхӗнчи 3 кунра Чӑваш Енре 17 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Ку таранччен 1236 ҫын ҫӗре вӑхӑтсӑр кӗнӗ.
Пандеми пуҫланнӑранпа 22926 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ. Вӗсенчен 20907-шӗ сывалнӑ. Ку 91,2 процентпа танлашать. Юлашки талӑкра 44 ҫын чирленине палӑртнӑ. 32 ҫын вара сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 783 ҫын килте е пульницӑра сипленет.
Пирӗн республика кӑшӑлвируспа чирлес енӗпе Раҫҫейре 63-мӗш вырӑнта, ку чиртен вилесси енӗпе вара – 18-мӗшӗнче.
Кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперштаб ларӑвӗнче вакцинаци ыйтӑвне сӳтсе явнӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, вакцинӑсем вӑхӑтра килеҫҫӗ, пунктсем ӗҫлеҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне республикӑри аслӑ ӳсӗмри ҫынсен 60 процентне прививка тума палӑртнӑ. Ку коллективлӑ иммунитет тума пулӑшать. Министр каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе вакцинацин пӗрремӗш тапхӑрне 40657 ҫын туса ирттернӗ. 28 пине яхӑн ҫын иккӗмӗш тапхӑра та вӗҫленӗ. Хальлӗхе планра палӑртнӑ ҫынсен 7 процентне ҫеҫ прививка тунӑ.
Сӑмах май, республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 49894 вакцина илсе килнӗ.
Республикӑра ку таранччен 1224 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Юлашки талӑкра 5 ҫыннӑн пурнӑҫӗ вируса пула татӑлнӑ.
Паянхи кун тӗлне 22837 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20834-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 45 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 38 ҫын чире парӑнтарнине палӑртнӑ.
Палӑртмалла: республикӑра кӑшӑлвируспа чирленӗ кашни 19-мӗш ҫын вилнӗ. Хальхи вӑхӑтра 779 пациент килте амбулатори мелӗпе е стационарта сипленет.
Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин стационар корпусне ковид-госпиталь пек ӗҫлеме чарасси пирки хыпарланӑччӗ. Халӗ ҫак ӗҫе пурнӑҫланӑ.
Унта кӑшӑлвируспа чирлисене пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче йышӑнма пӑрахнӑ. Ку ковид-госпитале хупасси пирки нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех калаҫма тытӑннӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Пульницӑра дезинфекци тунӑ. Паянтан пуҫласа унта ахаль пациентсене сиплеме пуҫланӑ.
Палӑртмалла: халӗ пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисем валли 10 пульницӑра 1120 койка пур. Вӗсенче 800 ытла пациент сипленет.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 99-мӗш ҫуртран 25-мӗш хутран сикни пирки пӗлтернӗччӗ. Телее, 11 ҫулти арҫын ача подъезд умӗнче ларакан ГАЗель ҫине ӳкнӗ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Ачана тӳрех пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ӑна Шупашкарта, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, операци тунӑ. Тепӗр кунхине вӑл тӑна кӗнӗ, калаҫнӑ.
Ҫак ача халӗ хӑйне мӗнле туять-ши? Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйне лайӑхрах туйма тытӑннӑ. Унӑн сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, психологсем ӗҫлеҫҫӗ. Инкек хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшне те психологӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Ватӑ ҫынсене дистанци мелӗпе ӗҫлеттерӗҫ. Ҫакӑн пек хушӑва паян алӑ пуснӑ. Тата тӗрӗсех каласан, 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑларнӑ «Чӑваш Республикин территорийӗнче санитарипе эпидемиологи тӑрӑмне тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ меӑсем ҫинчен» хушӑва улшӑну кӗртме йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ӗҫлекен 65 ҫултан аслӑрах тата чӗре, сывлӑш ҫулӗсен чирӗпе, диабетпа нушаланакан ҫынсем унччен больница хучӗпе пурӑнчӗҫ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Шучӗпе ҫавӑн пек. Хушура ҫавӑн пек сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Залогин Олег Владимирович, чӑваш барчӗ, журналист, филолог ҫуралнӑ. | ||
| Мусорин Николай Павлович, вӗрентекен, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |