Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлӑх

Сывлӑх

Ҫак кунсенче ҫынсем урамра шӑнса пӑсӑлнӑ тӗслӗхсем йышланнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем ӳсӗр пулнӑ.

Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче васкавлӑ пулӑшу машинисен сакӑр ҫын патне ҫитме тивнӗ.

Ҫӗмӗрле районӗнче 79 ҫулти арҫын картишне тухсан ӳкнӗ те тӑрайман. Икӗ сехет выртнӑ вӑл. Кайран ӑна тӑванӗсем асӑрханӑ, тухтӑрсене чӗнсе илнӗ. Канаш районӗнчи 62 ҫулти хӗрарӑм кил хушшине тухсан пуҫ ҫаврӑннипе ӳкнӗ. Ҫитменнине вӑл ӳсӗр пулнӑ. Сивӗре 4 сехет выртнӑ. Унӑн ал сыппине тӑм илнӗ. Канаш хулинче 29 ҫулти арҫын пушмак тӑхӑнмасӑрах ӳсӗр пуҫпа урам тӑрӑх утнӑ.

Республикӑн катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнисем – 29-89 ҫулти ҫынсем.

 

Сывлӑх

Вӑйӑран вӑкӑр тухать тесе ваттисем тӗрӗсех асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ тӗлӗнче пиротехникӑна пула шар куракансем кашни ҫулах тупӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах.

Канаш районӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пӳрнине тата ал сыппине ыраттарнӑ. Инкек петарда чӗртме хӑтланнӑ чух пулса иртнӗ. Шупашкарта 42 ҫулти хӗрарӑм ӗҫрен таврӑннӑ чух шар курнӑ. Ун тӗлне петарда сирпӗнсе ӳкнӗ. Хӗрарӑм ик урине те пӗҫертсе янӑ.

Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Улатӑрта 9 ҫулти ача аллинче петарда ҫурӑлса кайсан сулахай алли аманнӑ. Ҫав кунах Сӗнтӗрвӑрри хулинче 13-ри арҫын ача петардӑпа куҫне пӗҫертсе янӑ.

 

Сывлӑх
interior.ru сайтри
interior.ru сайтри

Паянхи кун тӗлне каллех тепӗр 11 пациент кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа ку таранччен республикӑра 665 ҫын ҫак каварлӑ вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑрлач пуҫланнӑранпа 137 пациент чире парӑнтарайман.

Паянхи кун тӗлне 17640 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 15925-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 95 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывалакансем 78 ҫын пулнӑ.

Палӑртмалла: ҫак кунсенче кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр дози Чӑваш Ене килнӗ. Хальхинче 2 пин доза кӳрсе килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Хальхинче ҫул ҫинче ӗҫлекен рабочисем шар курнӑ.

Пӑтӑрмах ирхи 10 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «LADA Granta» автомобиль астумасӑр «КамАЗпа» ҫапӑннӑ, унтан ҫул ҫинче ӗҫлекен рабочисем пырса кӗнӗ. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче 21 ҫулти каччӑ пулнӑ. Инкекре аманнӑ икӗ рабочие тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи инкек сӑлтавне специалистсем тишкерӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре кӑшӑлвируса пула вилекенсен шучӗ Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран икӗ хут пысӑкрах. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 10-мӗш тӗлне пирӗн ҫӗршывра 100 пин ҫын пуҫне вилеслӗх 42,13 пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн республикӑра ку кӑтарту — 51,97.

Чирлекенсенчен миҫе ҫын вилнине илсен, пирӗн тӑрӑхра ку цифра 3,65-пе танлашать, Раҫҫейре — 1,80.

Иртсе кайнӑ талӑкра пирӗн республикӑра каллех тепӗр 10 ҫын вилнӗ. Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа усал чир Чӑваш Енри 643 ҫын пурнӑҫне татнӑ. Ку вӑл, паллӑ ӗнтӗ, официаллӑ статистикӑна ӗненсен.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче икӗ ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ, вӗсенчен пӗринче ача ларса пыни паллӑ.

Инкек кӑнтӑрла, 12 сехет тӗлӗнче, Урай Макаҫ ялӗ тӗлӗнче пулнӑ. Пӑтӑрмаха «Лада Гранта» тата «ВАЗ-2115» машинӑсем ҫакланнӑ.

Машинӑсенчен пӗрин водителӗ тата салонти хӗрача суранланнӑ. Анчах вӗсем, Турра шӗкӗр, ҫӑмӑл суран ҫеҫ илнӗ. Ҫакӑн пирки «Про Город» кӑларӑма ҫул ҫипчи инкеке асӑрханӑ ҫын пӗлтернӗ.

Инкек вырӑнне васкавлӑ пулӑшу машини тата пушар сӳнтерекен машина пырса ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/69133
 

Сывлӑх
vedomosti.ru сайтри сӑн
vedomosti.ru сайтри сӑн

Ӗнер 10 пулнӑ, паян, паллах, 11. Кӑшӑлвирусран тепӗр ҫакӑн чухлӗ ҫын вилнӗ. Статистика юлашки вӑхӑтра пӗр пекех пырать: 10, 11, 10, 11…

Республикӑра кашалвирусран вилнисен йышӗ 633 ҫынна ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 17364 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ. Вӗсенчен 15694-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра Чӑваш Енре 89 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. 78 ҫынна пульницӑран киле янӑ.

Аса илтерер: Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тума пуҫланӑ. Чи малтанах ӑна хӗрлӗ зонӑра ӗҫлекен тухтӑрсене, вӑраха кайнӑ чирпе аптӑракансене тӑваҫҫӗ. Кӑҫал массӑллӑ вакцинаци пуҫланассине пӗлтернӗччӗ.

 

Сывлӑх
russian.cgtn.com сайтри сӑн
russian.cgtn.com сайтри сӑн

Ӗнер республикӑра кӑшӑлвирусран 11 ҫын вилнӗ тӗк паян миҫе ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлни пирки пуҫ ватма та кирлӗ мар – 10-шӗн. Мӗншӗн тесен юлашки эрнесенче вируса пула вилекенсен йышӗ ялан пер пек: 10, 11, 10, 11, 10, 11…

Юлашки талӑкра 90 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем 88 ҫын пулнӑ. Ку таранччен Чӑваш Енре 17275 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 15616-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне кӑшӑлвирус 622 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.

Раҫҫейре юлашки талӑкра 23309 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнине палӑртнӑ.

 

Сывлӑх
pulmonologi.ru сайтри сӑн
pulmonologi.ru сайтри сӑн

Пӗр кун 10, тепӗр кун 11, кайран каллех 10, унтан 11… Кӑшӑлвирус статистики вилнисен шутне юлашки вӑхӑтра ҫапла кӑтартать. Ӗнер 10 ҫын вилнӗччӗ, паян – 11. Раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе республикӑра кашни кунах вирусран 10-11 ҫын вилет.

Паянхи кун тӗлне 17185 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 15528-шӗ сывалнӑ. Вилнисен йышӗ 612 ҫынна ҫитнӗ.

Юлашки талӑкра 95 ҫын инфекциленнӗ, 122 ҫын сывалнӑ. Кӑшӑлвирус диагнозӗ ҫирӗпленнӗ 1045 ҫын сипленет. Унсӑр пуҫне ӳпке шыҫҫипе аптӑракансем нумаййӑн.

 

Сывлӑх
 nypost.com сайтри сӑн
nypost.com сайтри сӑн

Юлашки талӑкра республикӑра 93 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Юлашки кунсенче чирлекенсен йышӗ майӗпен чакса пырать. Анчах вилекенсем кашни кунах пур. Паян тепӗр 10 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнине палӑртнӑ. Ку таранччен пӗтӗмпе 601 ҫын каварлӑ вируса пула вилнӗ.

Паяхи кун тӗлне Чӑваш Енре 17090 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 15406-шӗ сывалнӑ. Палӑртмалла: кӑрлач уйӑхӗнче кӑшӑлвирусран вилекенсем нумайланнӑ. Раштав уйӑхӗнче пӗр эрнере 47 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулсан 2021 ҫулӑн пӗрремӗш эрнинче – 73 ҫыннӑн.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗ лартнӑ 1086 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 77, 78, 79, 80, 81, 82, 83, 84, 85, 86, [87], 88, 89, 90, 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, ... 230
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.06.2024 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере астăвăр: çын - машина мар, эппин, сывлăха нумай тимлĕх уйăрмалла. Суранланас е вăраха кайнă чирсем вăранас хăрушлăх пур. Çавăнпа ытлашши ĕçлемелле мар, анчах пуçлăха та кахаллăхпа тарăхтарма юрамасть. Унсăрăн планăрсем пурнăçланмĕç. Эрнен иккĕмĕш çурри вĕткеленÿре иртĕ.

Ҫӗртме, 26

1969
55
Елен Нарпи, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын