Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Мунчана та... справкӑпа кӗртӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.10.2021 18:09 | 533 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Чӑваш Енре хӑш-пӗр учреждение юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен QR-кодпа кӗртме тытӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ пирӗн республикӑра асӑннӑ кода тӗрӗслеме май паракан ресурса хатӗрлесе ҫитернӗ.

Ҫынсене ҫӗнӗ йӗркепе йышӑнма тивӗҫ организацисен qr.cap.ru сайта кӗрсе регистрациленмелле. Унта ятарлӑ мобильлӗ приложение уҫласа илмелли каҫӑ пур тата епле ӗҫлемеллине вӗрентнӗ.

Ҫӗнӗлӗхпе ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва 122 телефон номерӗпе йышӑнаҫҫӗ. Техника енчен пулӑшакансем патне 8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен шӑнкӑравлама май пур.

Кӑшӑлвирусран иммунитет пуррине тӗрӗслесе кӗртме тивӗҫ организацисем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ:

— кинотеатрсем (кинозалсем), театрсем, театрпа концерт учрежденийӗсем, культурӑпа кану учрежденийӗсем, ҫавӑн йышши ытти организаци;

— СПА-салонсем, массаж салонӗсем, солярисем;

— мунчасем, саунӑсем, ҫавӑн йышши пулӑшу кӳрекен ытти объект;

— шыва кӗмелли бассейнсем, фитнес-центрсем, физкультурӑпа спортӑн ытти объекчӗ;

— ресторансем, кафесем, столовӑйсем, буфетсем, барсем, хупахсемпе общество апатланӑвӗн ытти предприятийӗ.

Вӗсене кӗрес тесен е вакцинаци тунине ӗнентерекен документ, е 72 сехет хушшинче тунӑ ПЦР-тест, е кӑшӑлвируспа чирленӗренпе ҫур ҫул ҫитменннине ҫирӗплетсе паракан справка кирлӗ. Вӗсене электрон мелпе те, хут ҫинче те кӑтартма юрать. Документ ют ҫыннӑн маррине ӗнентерме ҫумра паспорт пулмалла.

#учрежденисем, #ҫӗнӗлӗх, #тӗрӗслевсем, #сывлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем