ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑшӑлвируспа йывӑр чирлӗ пациентсене сиплеме кислород ҫителӗксӗр пулни пирки пӗлтернӗ. Паянхи куна республикӑра 3443 ковид-койка пур. Стационарсене 3355 ҫын сипленет. Вӗсенчен 2160-шӗн сывлӑхӗ вӑтам йывӑр, 1025-шӗн йывӑр, 100-шӗн питӗ йывӑр. 106 ҫын ИВЛ аппаратпа сывлать.
Владимир Степанов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ промышленноҫпа суту-илӳ министерствине медицина кислорочӗпе тата ытти хӑш-пӗр препаратпа тивӗҫтерме ыйтса ҫырнӑ. Халӗ стационарсенче куллен 50-51 тонна кислород кирлӗ, кашни кун вара 36-38 тонна илсе килеҫҫӗ.
«Лару-тӑру тата япӑхлансан укҫа пур пулсан та кислород пулмӗ», - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.