Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр арҫын ҫынна пулӑшас тесе укҫасӑр юлнӑ. Пӑтӑрмах Совхоз урамӗнчи пӗр ҫурт умӗнче пулса иртнӗ.
51 ҫулти арҫын патне пӗр ҫамрӑк пынӑ, ӑна вӑл йӑпӑртлӑха шӑнкӑравлама телефон пама ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ. Телефонпа айккинелле пӑрӑнсан хайхи этем арҫын телефонӗ ҫинчен хӑйӗн картти ҫине укҫа куҫарнӑ. Ҫавна ҫирӗплетекен ҫырусеӗе ҫийӗнчех хуратнӑ.
Ҫынна пулӑшма килӗшнӗ арҫын укҫа ҫухалнине темиҫе сехетрен ҫеҫ сиснӗ. Вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисем Тӑвай районӗнчи 25 ҫулти ҫамрӑка тытса чарнӑ. Вӑрланӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пӗр арҫын 9 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ. Пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Палламан этем 9-мӗш пилӗк ҫуллӑх урамӗнчи ҫуртри лифтра хӗрача ҫумне арҫын шухӑшӗпе ҫулӑхнӑ.
Видеокамерӑсем пулӑшнипе арҫын ӑҫталла кайнине палӑртма май килнӗ. Йӗрке хуралҫисем микрорайонта пурӑнакансемпе те калаҫнӑ. Арҫын ӑҫта пурӑннине пӗлме пултарнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн 12 сехетрен арҫынна хӑйӗн килӗ умӗнче тытса чарнӑ. Вӑл 46 ҫулта. Судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫумне ҫулӑхнӑ этем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев малалла пырать.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи каҫхине Шупашкар хулинче 39 ҫулти арҫын полицейскисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Форд-Транзит» машинӑпа пынӑ чухне ун умне «Киа-Рио» автомобиль сиксе тухнӑ. Ҫул-йӗр правилине сӗмсӗррӗн пӑсакан ҫынна «Форд» Шупашкарӑн Кӑнтӑр районӗнче хӑваласа ҫитнӗ. Анчах лӑпкӑн калаҫма май килмен. «Киа» водителӗ газ пистолетне туртса кӑларнӑ та хайхине мӑйӗнчен пенӗ. Арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
«Киа» машина номерне хулари видеокамерӑсем пулӑшнипе тупса палӑртнӑ. Унӑн водителӗ 32 ҫулти арҫын, вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер, пулнӑ. Вӑл хӑй пуҫтахланнине йышӑнман, «Форд» машина водителӗ пӑшала туртса илме тӑнӑ тесе ӗнентерме пӑхнӑ.
Пӑтӑрмаха пакунлисем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти харпӑр секторти пӗр ҫуртра 65 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Унӑн мӑйӗ тавра электричество кабелӗпе ултӑ хутчен ҫавӑрса пӑвнӑ. Кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗрсем пулнӑран кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак преступление тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Шупашкарта пурӑнакан 62 ҫулти арҫын паян ҫав харпӑр секторта кӳршӗ ҫуртра каннӑ. Ӑна тытса чарнӑ, следстви вӑхӑтӗнче хупса лартнӑ.
Халӗ, Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш Енри автобус Мускава кайма тухсан аварие лекнӗ. Водитель ҫул ҫинчен тухса кайса тимӗр бетонлӑ юпана пырса тӑрӑннӑ.
Авари юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 40 минутра пулнӑ. Автобус Улатӑртан Мускава каҫхи 7 сехетре кайма тухнӑ. Владимир облаҫне ҫитсен юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ.
«Водитель ҫул пӗлмен, вӑл ҫывӑрса кайнӑ. Эпир пурте хӑраса кайрӑмӑр. Пӗр хӗрарӑмӑн юн пусӑмӗ хӑпарчӗ, ӑна япӑх пулса кайрӗ. Телее, никам та суранланман. Эпир кипкепе ҫуралнӑ ахӑртнех», - каласа кӑтартнӑ пӗр пассажир.
Авари хыҫҫӑн ҫынсене тепӗр автобус лартса кайнӑ. Вӗсем Мускава чиперех ҫитнӗ.
Ӗнер ирхине, авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнче пушар пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм ачасен айӑпӗпе тухнӑ.
Хурамалти Свердлов урамӗнче утӑ упрамалли вырӑн ҫунма тытӑннӑ. Пушар утӑ упрамалли вырӑнӑн тӑрри, утӑ ҫунса кайнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинче 1294 пушар пулнӑ. Инкексенче 41 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 57 ҫын суранланнӑ. Пушар кӑҫал 507 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Чулхула облаҫӗн ШӖМ ҫурчӗ умӗнче паян «Коза Пресс» тӗп редакторӗ Ирина Славина хӑйне ҫунтарса янӑ. Хӑйне вӗлерес умӗн вӑл «Ман вилӗмре Раҫҫей Федерацине айӑплама ыйтатӑп» тесе ҫырса хӑварнӑ.
Пӗр кун маларах, ӗнер, унӑн хваттерне следовательсемпе полици ӗҫченӗсем килсе ухтарнӑ пулнӑ. Ун пирки Ирина Славина ҫапла пӗлтернӗ: «6 сехетре паян алла бензорезпа фомка йӑтса ман хваттере 12 ҫын килчӗҫ: СКР-па полици ӗҫченӗсем, СОБР, пунеттейсем. Алӑка упӑшка уҫрӗ. Эпӗ, ҫарамасскер, хам нихҫан унччен курман хӗрарӑм сӑнаса тӑнипе тумлантӑм. Ухтарчӗҫ. Адвоката шӑнкӑравлама памарӗҫ. Брошюрӑсем, листовкӑсем, «Уҫӑ Раҫҫей» счечӗсене, тен тата Михаил Ходорковский сӑнӗллӗ турӑша шырарӗҫ. Ман ун пекки нимӗн те ҫук. Анчах ҫавах хӑйсене валли мӗн илсе каймаллине тупрӗҫ — пӗтӗм флешкӑсене, ман ноутбука, хӗрӗн ноутбукне, компьютер, телефона тата пресс-конференци вӑхӑтӗнче эпӗ ҫырма усӑ курнӑ пӗр купа блокнота. Эпӗ ӗҫлемелли хатӗрсемсӗр юлтӑм».
Ирина Славинӑна право сыхлакан органсем унччен те канлӗ пурӑнма паман. Пӗлтӗр ун тӗлӗшпе тӑватӑ протокол ҫырнӑ пулнӑ, сӑмахран Борис Немцова асӑнса ирттернӗ митингшӑн явап тыттарнӑ — ӑна саккуна пӑсса йӗркеленӗ тесе йышӑннӑ.
Атӑл леш енче тата Улатӑр районӗнчи Первомайски вӑрман хуҫалӑхӗнче пушар алхаснӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Атӑл леш енче Октябрьски поселокӗ ҫывӑхӗнче вӑрманти ҫӗр ҫинчи сий ҫуннӑ. Улатӑр районӗнче те ҫавнашкалах пӑтӑрмах пулнӑ. Икӗ тӗслӗхре те пушар ҫулӑмпа асӑрханманран тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ 133 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗтӗмпе 600 гектар ытла ҫуннӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӳп-ҫапа ҫулӑм ярса илнӗ 250 тӗслӗх пулнӑ. Пур пушар та тенӗ пекех ҫын айӑпӗпе пулнӑ. Паянхи кун тӗлне типӗ курӑк ҫунтарнӑшӑн 170 яхӑн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкрата «Богданкӑра», «Кошкино» чарӑну ҫывӑхӗнче, 8 ҫулти арҫын ачана ВАЗ-2110 машина ҫапса кайнӑ.
Арҫын ача светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ чупса каҫнӑ. Ун ҫине машина пырса кӗнӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Тухтӑрсем ачана малтан вырӑнтах пулӑшнӑ. Кайран тӑнне ҫухатнӑ арҫын ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача чӗрӗ, анчах сывлӑхӗ унӑн питӗ йывӑр.
Паян ирхине 6 сехет те 10 минутра Шупашкарти Алькеш поселокӗнче ҫамрӑк арҫын виллине тупнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 28 ҫулти арҫын ӗнер каҫхи 6 сехетре Гоголь урамӗнчи общежити чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Виллине вара тепӗр кун ҫеҫ тупнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫак арҫын Мускавра ӗҫленӗ, вӑл унтан таврӑнсан пӗлӗшӗсемпе эрех ӗҫкеленӗ. Ирхине вара унӑн виллине чӳрече айӗнче тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |