Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Алкукасси ялӗ ҫывӑхӗнче пушар алхаснӑ. Унта 70 гектар ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫулӑма тӑватӑ техника сӳнтернӗ. Пушар мӗншӗн тухнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫав кунах кӑнтӑрла Елчӗк районӗнчи Кавал ялӗ ҫывӑхӗнчи уйра та пушар пулнӑ. Унта вара ҫӳп-ҫап чӗртсе янӑ, ҫулӑм тин тырӑ вырнӑ уй ҫине куҫнӑ. Пӗтӗмпе ҫур гектар лаптӑк ҫуннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта та икӗ пушар пулнӑ. Тӗп хулара ҫӳп-ҫап ҫуннӑ.
Чӑваш Енре суя укҫасем тупса палӑртнӑ. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта ун пеккисене 36 штук асӑрханӑ. Ҫав шутран 23-шӗ — 5 пинлӗххисем. Унсӑр пуҫне 1 тенкӗллисем 10 штук тупӑннӑ, 100, 500 тата 2000 тенкӗллисене — пӗрер. Сӑмах май, пӗлтӗрхи иккӗмӗш кварталта суя укҫана тата нумайрах асӑрханӑ. Ун пекки пурӗ 53 штук тупӑннӑ.
Раҫҫейӗн Тӗп банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн Чӑваш Енри Наци банкӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр-пӗр укҫана шанмасан кирек епле банка кайса тӗрӗслеттерме пулать. Алла лекнӗ укҫа суя пулни пирки иккӗленмесен йӗрке хуралҫисене пӗлтермелле.
Ӗнер Шупашкарта Константин Иванов урамӗнчи пӗр ҫуртра пушар алхаснӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, К.Иванов урамӗнчи 98-мӗш ҫуртра пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Ирхине, 4 сехет те 30 минутра, пушарнӑйсен пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ.
Хваттерти пушара 5 сехет те 16 минутра сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 15 ҫын, 5 техника хутшӑннӑ.
Пушарта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хваттерти сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ, шалти отделка сиенленнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Муркаш районӗнче ирхи 2 сехетре икӗ ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин водителӗ тата унӑн хӗрӗ вилнӗ.
«Мускав-Ӗпхӳ» трассӑпа пыракан Мускав ҫынни «Volvo S60» автомашинӑпа Чулхула енне кайнӑ. Вӑл хӑй умӗнче пыракан «LADA GRANTA» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Иккӗшӗ те ҫул айккине тухса кайнӑ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑра Курган облаҫӗнчи ҫынсем пулнӑ. 47 ҫулти водитель тата унӑн хыҫалти ларкӑч ҫинчи ларса пынӑ 23 ҫулти хӗрӗ вырӑнтах вилнӗ. Арҫыннӑн мӑшӑрӗпе вӗсен 10 ҫулти ывӑлӗ аманнӑ. Вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗ ӳсӗр пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти арҫын ҫирӗп режимлӑ колонире 11 ҫул ларӗ. Ӑна ҫынна вӗлернӗшӗн айӑпланӑ.
Суд тата следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче вӑл мӑлатук тытнӑ та пӗлӗшӗн хваттерне кӗнӗ. Алӑк уҫҫине ӑна пӗлӗшӗн пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӗ панӑ. Хайхискер пӗлӗшне кураймасӑр тата кӗвӗҫсе мӑлатукпа 27 хутчен ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
Суд пулсан ҫак арҫын приговорпа килӗшмен – ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ. Анчах вӑл та приговора улӑштарман.
Шупашкар хулинчи кӳлмек енне аннӑ ҫӗрте паян машина тӳнсе кайнӑ. Пирогов урамӗ енчен Крылов академик урамӗпе «Каскад» енне кайнӑ чухне пӗчӗк грузовик икӗ кроссоверпа пырса ҫапӑннӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пилӗк тонна тиекен «Hyundai» машина ҫул пӑрӑнчӑкӗнче хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл икӗ машинӑпа: «Hyundai Tucson» тата «SsangYong» – ҫапӑннӑ.
Инкекре никам та шар курман. Водительсем пурте урӑ пулнӑ. Хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ машинӑпа кӑмпа пулнӑ.
ҪУР | 16 |
Паян, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин проспектӗнче ҫӑмӑл машина инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах ирхи 5 сехет те 25 минутра Тӗп почтамт умӗнче пулса иртнӗ. Машина юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Шалти ӗҫсен министерстви Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче Муркаш районӗнчи 27 ҫулти ҫамрӑк арҫын пулнӑ. Инкекре Шупашкарти 29 ҫулти хӗрарӑмпа 28 ҫулти арҫын аманнӑ.
Сарӑмсӑрлӑх сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Ӗнер Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм чӳрече янахӗ ҫине тӑрса кӑшкӑрма тытӑннӑ. Ӑнланмалла мар тем калаҫаканскере, шавлаканскере иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Пӑтӑрмах хулари Мускав проспектӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче тӑр кӑнтӑрла, 11 сехет иртсен, пулса иртнӗ.
Чӳрече янахӗ ҫинчи ватӑ хӗрарӑм ҫинчен Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине пӗлтернӗ, хӗрарӑм чӳречерен сикме пултарӗ тесе асӑрхаттарнӑ. Дежурство сменин пуҫлӑхӗ Е. Шибров Е. тата Р. Шамсутдинов ҫӑлавҫӑ пӑтӑрмах вырӑнне васканӑ. Вӗсем тӑваттӑмӗш хута чупса хӑпараҫҫӗ те хваттер алӑкӗ уҫҫине асӑрхаҫҫӗ. Ҫав самантра ватӑ хӗрарӑм урайӗнче выртнӑ, хваттерте полици ӗҫченӗсем тӑнӑ. Вӗсене те пӗлтерекен пулнӑ курӑнать.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан ҫемьене ҫӑлавҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Коллектив урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртра тӗпленнӗ кинемей шалта пулнӑ, унӑн хӗрӗ — тул енче. 1924 ҫулта ҫуралнӑ кинемей алӑка уҫасссишӗн тем пек ҫине тӑрсан та май тупайман. Вӑл хӑйне пулӑшма ыйтнӑ.
Кинемейӗн хӗрӗ ҫӑлавҫӑсен службине шӑнкӑравласа лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ, алӑка хайсем тӗллӗн уҫаймассине пӗлтернӗ, вырӑна пыма ыйтнӑ. Ҫӑлавҫӑсен дежурство ушкӑнӗ Коллектив урамне ҫитнӗ. «Умелец» (чӑв. Ӑста) ятлӑ хатӗрпе хваттер алӑкне ҫӑмӑллӑнах уҫнӑ.
100 ҫула ҫывхаракан кинемей, Турра шӗкӗр, чиперех пулнӑ.
Чӑваш Енре экскаватор ҫинче ҫуран утакан ҫын ҫине кӗрсе кайнӑшӑн суд тунӑ. Лешӗ вилнӗ.
Ку ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Улхаш ялӗнче пулнӑ. 47 ҫулти водитель экскаватор-бульдозерпа ӗҫленӗ, каялла кайнӑ чухне 65 ҫулти хӗрарӑма асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ. Хӗрарӑм йывӑр сурансене пула вилнӗ.
Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд вӑл унччен айӑпланманнине шута илсе ӑна 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Водитель айӑпне йышӑннӑ, вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен кӳнӗ тӑкака саплаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |