Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 11 пушар пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ӗнер Улатӑр хулинчи Чӗмпӗр урамӗнче гараж ҫуннӑ. Пушара сӳнтерсен 1946 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм виллине тупнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫав кунах ирхине Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче апат-ҫимӗҫ лавкки, йывӑҫ ҫурт, ҫуннӑ. Ҫулӑм котельнӑя тата склада тӗп тунӑ.
Шупашкарта Пролетари урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Унта сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ.