Шупашкарта пурӑнакан икӗ арҫын хӗрарӑма пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Хӗрарӑмпа ар ҫыхӑнӑвне кӗме ӗмӗтленнӗ, анчах улталаннӑ арҫынсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
29 ҫулти арҫын интимлӑ пӗлтерӳсем вырнаҫтаракан сайтсенчен пӗринче хӗрарӑмпа паллашма шухӑш тытнӑ. Сайтра кӑтартнӑ телефон номерӗпе шӑнкӑравласан ӑна страхламалли депозит куҫарса пама ыйтнӑ. Каланине пурнӑҫланӑ арҫын. Унтан тата сӑлтав тупса укҫа куҫарма ыйтнӑ. Ултавҫӑсене ӗненсе арҫын 50 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
22 ҫулти арҫын патне хӗрарӑм килнех пынӑ. Анчах малтан укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Тупра хӑйӗн картти ҫине куҫсан хӗрарӑм тухса тарнӑ.