Шупашкар районӗнче каллех авари пулнӑ. Аса илтерер: ӗнер Чантӑр ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире 6-ри хӗрача тата 67-ри арҫын вилнӗ.
Паян 10 сехет те 32 минутра М-7 ҫулӑн 629-мӗш ҫухрӑмӗнче виҫӗ машина ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Фольксваген» дистанцие пӑхӑнман, малта пыракан «Киа» ҫине тӑрӑннӑ. Унтан вӗсем ҫине «Лада Приора» пырса кӗнӗ.
«Киа» салонӗнче Пушкӑртстанри 38 ҫулти водитель, унӑн 2-ри, 4-ри тата 6 ҫулти хӗрӗсем пулнӑ. Вӗсем пурте ятарлӑ креслӑра ларнӑ. Ачасене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем вӑйлах суранланман.
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине, 17 сехет те 45 минутра, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, виҫӗ машина ҫапӑннӑ.
«Рено-Дастер» автомобиль малтан «Ман» фура ҫине пырса кӗнӗ, унтан — «Дэу-Нексиа» машинӑпа тӑрӑннӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Рено» автомобиль тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне грузовика ирттерсе яман. Инкекре ҫӑмӑл машинӑн водителӗн 38 ҫулти арӑмӗ йывӑр суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл водительпе юнашар ларнӑ. Машина хӗрарӑм ларнӑ енчен пырса ҫапӑннӑ.
«Рено» водителӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи 39 ҫулти арҫын, ӳсӗрри палӑрнӑ. Каярах ӑна хӑйне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн, ҫав шутра хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн те, пӗлтӗр ҫак водителе административлӑ майпа 5 хутчен явап тыттарнӑ.
Паян 11 сехетре Шупашкар тата Хыркасси хушшинчи, Чантӑр ҫывӑхӗнче, ҫул ҫинче хӑрушӑ авари пулнӑ. Шел те, ҫухату та пысӑк. Аварире ача тата аслӑ ӳсӗмри пӗр ҫын вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» водителӗ, 67-ри арҫын, Шупашкар еннелле кайнӑ чухне ҫул пӑрӑнӑшӗнче руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «Мицубисипе» ҫапӑннӑ. «Мерседес» водителӗ аварире чӗрӗ юлайман. «Мицубисире» пулнӑ 6 ҫулти хӗрача та, шел те, вилнӗ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ, «бустер» ҫинче ларнӑ.
«Мерседес» водителӗн 63-ри арӑмӗ, «Мицубисири» арӑмӗпе упӑшки /хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ/ тата вӗсен 4-ри ывӑлӗ чӗрӗ юлнӑ, анчах аманнӑ. Пӗчӗк арҫын ача ятарлӑ креслӑра ларнӑ.
Шупашкарта «Магистраль» строительство организацийӗн ертӳҫи суя хутсем хатӗрленӗ тата улталанӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе Шупашкарти Ленин район сучӗ пӑхса тухӗ.
2019 ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче стройорганизаци «Чувашупрдор» учрежденийӗпе контракт тунӑ. Унӑн Вӑрмар тата Шупашкар районӗсенчи ҫулсене юсамалла пулнӑ. Суя документсене хатӗрлесе вӑл ӗҫе вӗҫленӗ пек туса кӑтартнӑ. «Чувашупрдор» предприятире тӗрӗслемесӗрех алӑ пусса панӑ, «Магистраль» стройорганизаци 8 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.
Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем Атӑл тӗпӗнчен арҫын виллине туртса кӑларнӑ. Вӑл раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ҫавӑнтанпах ӑна шыранӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.
Куславкка арҫынни пулла раштавӑн 7-мӗшӗнче каҫ енне тухса кайнӑ. 37-рискер пулӑ тытса сутса пурӑннӑ. Ку енӗпе вӑл профессионал пулнӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх инкек хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмаран сиксе тухнӑ. Пулӑҫ шыв ҫинче шӑнмасӑр юлнӑ вырӑна лекнӗ пуль теҫҫӗ. Пӑр ҫийӗн вӑл мотобуксировщикпа пынӑ.
Арҫын виллине тата унӑн техникине водолазсем раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Атӑл тӗпӗнче тупнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнче пурӑнакан 49 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 15 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Суд вӑл ҫынна вӗлернине ҫирӗплетнӗ.
Ку инкек кӑҫал ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун арҫын Шупашкарта мунча комплексӗн пӗр ҫуртӗнче пулнӑ. Ӳсӗрскер 20 ҫулти тата 21-ри пӗлӗшӗсемпе хирӗҫсе кайнӑ. Асли ҫамрӑккисене ҫӗҫӗпе чикнӗ. 20 ҫулти каччӑ вилнӗ, тепри чӗрӗ юлнӑ.
Палӑртмалла: ҫак арҫын унччен те судра явап тытнӑ. Вӑл ун чухне ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн суд сакки ҫине ларнӑ.
Кӑҫалхи раштавӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Калинин урамӗнчи пӗр киоска ҫаратнӑ. Кун пирки 72 ҫулти арҫын полицине пӗлтернӗ. Унта ҫав ҫын сувенир продукцине сутнӑ.
Киоскра ӗҫлекен патне палламан арҫын пырса укҫа ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫленӗ. Пуҫтах этем вӑрах шухӑшласа тӑман — сентре ҫинчи 10 тенкӗлӗх юбилейлӑ укҫасене илме тытӑннӑ. Сутуҫӑ ӑна чарса пӗтереймен. 20 тимӗр укҫана илсе вырӑнтан ҫухалнӑ.
Ҫаратакан ҫынна йӗрке хуралҫисем кӗҫех тупса палӑртнӑ. Вӑл судпа унччен темиҫе хут та айӑпланнӑ. Халӗ вӑл судран тарса ҫӳренӗ. Вӑрра тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
РАШ | 10 |
Шупашкарти Кабель тата Машина тӑвакансен проезчӗсем хӗресленнӗ вырӑнта икӗ машина ҫапӑннӑ. Инкекӗ «ВАЗ-21140» автомобильсем лекнӗ.
Иккӗшӗ пӗр-пӗринпе ҫапӑннӑ хыҫҫӑн авари вырӑнне ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитнӗ. Водительсем ҫул-йӗр правилине пӑсманнине, светофорӑн симӗс ҫутипе каҫнине ӗнентерме тапранса кайнӑ. Кашниех хӑй тӗрӗс тунӑ тесе тупӑшнӑ.
Машинӑсенчен пӗрин водителӗ пуҫне суранлантнӑ.
Водительсем иккӗшӗ те — Шупашкарта пурӑнаканскерсем. Иккӗшӗ те машинисене страхламан. Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленӗ те — иккӗшӗ те урах пулнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 45 ҫулхи арҫынна суд тунӑ. Вӑл сунар пӑшалӗпе ҫынсене хӑратнӑ. Ӑна Раҫҫей Пуҫиле кодексӗн 213-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. Ӑна ирӗкрен тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ. Ӑна, 4-мӗш хутра вырнаҫнӑ хӑйӗн хваттерӗн балконӗ ҫинче тӑраканскере, подъезд умӗнче икӗ арҫын хыттӑн калаҫса тӑни килӗшмен. Ҫавӑншӑн вӑл вӗсене малтан сӑмахпа асӑрхаттарнӑ, кайран алла пӑшал ярса илнӗ. Арҫынсен ҫывӑхӗнчи тротуара тата лапама икӗ хутчен пенӗ.
Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳртре пурӑнакан 58 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл аппӑшне пуртӑпа вӗлерме тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 17 сехетре арҫын килӗнче пулнӑ. Хайхискер 65 ҫулти аппӑшне курайманнипе ӑна вӗлерме шутланӑ.
Арҫын пуртӑ йӑтнӑ та ун патне кайнӑ. Ӑна пуҫӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ. Анчах ирсӗр ӗҫне вӗҫне ҫитереймен – аппӑшӗ килтен тухса тарса пулӑшу ыйтнӑ.
Хӗрарӑм халӗ пульницӑра выртать. Арҫынна вара тытса чарнӑ. Палӑртмалла: вӑл унччен ҫынна вӗлернӗшӗн судпа айӑпланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |