Шупашкар хулинче 37 ҫулти арҫын хӗрарӑма вӗлернӗ. Тӗрӗссипе, вӑл ӑна ҫапса пӑрахас темен-ха. Ӳсӗрскер савнине кӗвӗҫнипе хӗненӗ.
28 ҫулти хӗрарӑмпа арҫын Шупашкарти хваттерте пурӑннӑ. Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче арҫын савнипе хирӗҫме тытӑннӑ. Усалскер алли-урине ирӗке янӑ. Хӗрарӑма пульницӑна лекмеллех ислетнӗ. Тепӗр кунхине ҫамрӑк хӗрарӑм куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫына тытса чарнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӳп-ҫап полигонӗ хыпса илнӗ. Ку хыпара Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗ паян кӑнтӑрла иртсен пӗлтернӗ.
Унта хыпарланӑ тӑрӑх, полигон ҫунма пуҫлани ҫинчен Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер пӗлтернӗ хыҫҫӑн вырӑна яваплӑ специалистсем тухса кайнӑ. Лару-тӑру пирки республика Элтеперне Олег Николаева та систернӗ-мӗн.
Полигона сӳнтерес ӗҫе ыран пуҫӑнӗҫ. Ун валли 6 самосвал, 2 экскаватор тата 2 бульдозер уйӑрӗҫ.
Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, полигон ҫунни ҫутҫанталӑкшӑн тата ҫынсемшӗн хӑрушӑ мар.
Паян ирхине Чӑваш Енре каллех хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Авари А-151 автоҫул ҫинче Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнче пулнӑ. ҪҪХПП пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лифан» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухсан «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ.
Грантӑри» навигатор кӑтартнӑ тӑрӑх, водитель 250 ҫухрӑм кайма ӗлкӗрнӗ, Чулхулана кайма тухнӑ.
Аварире виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Кӗҫӗр Ҫӗмӗрлере хӑрушла преступлени пулса иртнӗ. Унти пӗр килте 48 ҫулти арҫын хӑйӗн шӑллӗне ҫӗҫӗпе чикнӗ. 42-ри вӑйпитти инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 48 ҫулти арҫын амӑшӗпе тата шӑллӗпе пӗр хваттерте пурӑннӑ. Пӑтӑрмах каҫхи 11 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. 48 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Шӑллӗпе харкашнӑ чух вӑл ҫӗҫӗ ярса илнӗ.
Пуҫиле ӗҫӗ малалла тӗпчӗҫ. Тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.
РАШ | 29 |
Етӗрне районӗнчи Мучар ялӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫын амӑшне вӗлернӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хӑйӗн 75 ҫулти амӑшӗпе харкашса кайнӑ. Тавлашӑвӗ трактор туянма кредит илес килменрен сиксе тухнӑ. Амӑшне арҫын тапса, ҫапса пӗтернӗ. Пӗр 15 хутран кая мар. Сурана пула хӗрарӑм юпа уйӑхн 7-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ.
Усал арҫын килтен ҫеҫ мар, республикӑран тухса кайнӑ. Анчах ӑна юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Мускавра тытса чарнӑ. Арҫын унччен те судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ. Ҫав шутра — амӑшне хӗненӗшӗн те.
Раштав уйӑхн 24-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет тӗлӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта маршрут автобусӗпе «КамАЗ» автомобиль ҫапӑннӑ. Инкек Промышленность урамӗнче пулса иртнӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, груз турттармалли машина автобуса ҫул паман тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Маррутка водителӗ тата автобусри виҫӗ пассажир аманнӑ. Вӗсенчен пӗрне пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Республикин прокуратури хушнипе яваплисем тӗрӗслев ирттерӗҫ. Вӗсен светофор мӗншӗн ӗҫлеменни таранах палӑртмалла.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти арҫын аппӑшӗн арҫыннине вӗлернӗ. Ҫамрӑк арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Инкек раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 32-ри арҫынпа унӑн аппӑшӗпе пурӑнакан 35 ҫулти арҫын хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Кил хуҫи ӳсӗр пулнӑ. Аппӑшӗн арҫыннине вӑл икӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Йывӑр сурана пула арҫын инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ.
Аллине ҫӗҫӗ ярса илнӗ арҫынна халӗ тытса чарнӑ, ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Тӗпчев малалла пырать.
Паян Чӑваш Енре ике пушар алхаснӑ. Шел те, вилекенсем пулнӑ.
Ирхи 6 сехетре Куславкка районӗнчи Кивӗ Тӗрлемес ялӗнче ҫурт ҫунса кайнӑ. Ҫулӑма сӳнтерсен 43 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Вӑл кил хуҫипе пӗрле пурӑннӑ. Хуҫи, 57 ҫулти арҫын, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Вӑл пульницӑра выртать.
Паян ирхине Канашра та пушар сӳнтерме тивнӗ. Унта Разин урамӗнче хӑмаран ҫапса тунӑ сарай ҫуннӑ. Пушар хыҫҫӑн ҫын виллине тупнӑ. Халӗ вӑл кам пулнине палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем кӗрӗк вӑрланӑ хӗрсене шыраҫҫӗ.
Пӑтӑрмах раштав уйӑхн 21-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Пикесен куҫӗ тӗлне лекнӗ, вӗсене килӗшнӗ тумтир искусствӑлла материалтан ҫӗленӗскер пулнӑ. Вӑл Ленинград урамӗнчи лавккасенчен пӗринче манекен ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӗрӗке фидеокамерӑна лекнӗ икӗ хӗр вӑрлама пултарнӑ. Вӗсене пӗлекен-паллакансене 8-953-010-92-70 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Паян 17 сехет те 15 минутра Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнче, Пульница комплексӗнчен инҫех мар, васкавлӑ медпулӑшу машинипе автобус ҫапӑннӑ.
33 маршрутпа ҫӳрекен автобус мигалкӑпа пыракан васкавлӑ медпулӑшу машинине ирттерсе яман, ун ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ медпулӑшу машини шӑпӑрлана Ача-пӑча медицина центрне илсе кайма тухнӑ. Юрать-ха, салонри ача суранланман. Фельдшера вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ачана вара урӑх васкавлӑ медицина машинипе илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |