Паян, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Кӳкеҫ хушшинче вырнаҫнӑ ялта чикансен виҫӗ пӳрчӗ ҫунса кайнӑ. Хальлӗхе кун пирки официаллӑ хыпар ҫук.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫуртсенче чикансем пурӑннӑ. Пушар телевизора пула тухнӑ-мӗн.
Вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. Ҫапах ҫулӑм виҫӗ ҫурта тӗп тунӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромри» складра пушар пулни пирки хыпарланӑччӗ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра Вӑрнар поселокӗнче палламан арҫын микрозаймсен офисне кӗрсе унти ӗҫчене хӑратнӑ, 1200 тенкӗ йӑтса тухнӑ.
Ҫак ӗҫе тунӑ ҫын мӗнлерех курӑнни пирки пӗтӗм наряда ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра полици ветеранӗ Валерий Никифоров ҫывӑхра пулнӑ. Вӑл офиса ҫаратнӑ ҫын пек курӑнакан арҫынна асӑрханӑ та дежурнӑй чаҫе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫак информаци йӗрке хуралҫисене ҫав арҫынна тытса чарма пулӑшнӑ. Вӑл – Вӑрнарта пурӑнакан 39 ҫулти ҫын, унччен те судпа айӑпланнӑ.
Вӑрнар районӗнче арҫын пушарта ҫунса вилнӗ. Вӑл 53 ҫулта пулнӑ. Кун пирки ЧР Инкеклӗ лару-тару министерстви пӗлтерет.
Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Пушар пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Хирпуҫ ялӗнче пулнӑ.
Шел те, инкекре кил хуҫин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромра» складра пушар тухни пирки пӗлтернӗччӗ.
Чукун ҫул ҫинче арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл наркотик сарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 39 ҫулти арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ.
Арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ухтарнӑ вӑхӑтра полицейскисем ун ҫумӗнче пӗчӗк хутаҫ тупнӑ, ун ӑшӗнче – кӑвак тӗслӗ япала. Нуски ӑшӗнче тепӗр 9 тӗрке тупнӑ, ун ӑшӗнче порошок евӗр япала пулнӑ. Арҫын ҫумӗнче пӗтӗмпе 4 грама яхӑн наркотик тупнӑ.
Вӑл пурӑнакан вырӑнта та наркотик тупнӑ – 0,83 грамм. Ҫакӑ паллӑ: арҫын наркотике телефонри сарӑм урлӑ туяннӑ. Ӑна тытса чарнӑ.
Ӗнер республикӑра 5 пушар пулнӑ. Пӗринче ҫын суранланнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Шупашкар районӗнчи «Хастар» юлташлӑхра хуралтӑ таврашӗсене ҫулӑм тӗп тунӑ. Юнашарах ларакан икӗ хутлӑ ҫурта ҫулӑмран сыхласа хӑварма май килнӗ.
Шупашкарти Ашмарин урамӗнче кафере пушар алхаснӑ. Ун чухне, ирхи 3 сехет ҫурӑра, унта ҫынсем пулман. Хуралҫӑ шар курман.
Кӑнтӑрла Хевеш урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Хуҫи пирусне сӳнтерме маннӑ-мӗн. 34 ҫулти арҫын ҫывӑрнӑ, сӳнтермен пирусран матрас ҫунма тытӑннӑ. Хӑй шар курман.
Шупашкар районӗнчи «Тихий берег» кану базинче ҫулӑм алхаснӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче вара ҫурт ҫуннӑ. 41 ҫулти хуҫи чутах ҫунса вилмен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӳрте чӗртсе яма пултарнӑ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехетре Шупашкар районӗнчи Тумкасси ялӗнче арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Вӑл хӑйӗн КамАЗӗ айне пулнӑ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын гараж умӗнче хӑйӗн бензовозне юсанӑ. Унччен те пулман – транспорт вырӑнтан тапранса кайнӑ, хуҫи урлӑ каҫса юр ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Тухтӑрсем киличчен арҫын чӗрех пулнӑ. Анчах, шел те, вӑл пульницӑра ҫав кунах вилнӗ. Йӗрке хуралҫисем халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарти шкулсенче мина хунӑ тесе каллех хӑратакан тупӑннӑ. Хальхинче те ун пек хыпара хулари темиҫе шкула ҫитернӗ. Кун пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Александр Малов пӗлтернӗ.
Вырсарникун, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти 28 шкулӑн электрон адресӗ ҫине такамсем ҫырусем ӑсатнӑ. Вӗсенче вӗренӳ учрежденийӗсенче мина хуни пирки хыпарланӑ.
Яваплисем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ. Турра шӗкӗр, нимле мина та пулман.
Сирпӗтмелли хатӗр хуни пирки кӑҫал хулари шкулсене пилӗк хутчен хӑратнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче 5-мӗш гимназин А корпусӗнчен, 17-мӗш тата 20-мӗш шкулсенчи ачасене эвакуацилеме тивнӗ, нарӑс уйӑхӗнче — 23-мӗш шкулта вӗренекенсене.
Паян М-7 ҫул ҫинче фурӑпа «ВАЗ-2114» автомашина ҫапӑннӑ. Шел те, ҫухатусӑр пулман.
Авари Муркаш районӗнче Нискасси ҫывӑхӗнче ҫул пӑрӑнӑшӗнче ирхи 8 сехетре пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машина водителӗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухнӑ чухне кӗтмен ҫӗртен фура умӗнче пӑрӑнма тытӑннӑ. Фура Димитровграда кайма тухнӑ.
Икӗ машина ҫапӑнсан «вунтӑваттӑмӗшӗнче» пулнӑ водитель вилнӗ. Вӑл 21 ҫулта кӑна пулнӑ. Хайхискер водитель правине 2017 ҫулта ҫеҫ илнӗ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химпромра» пушар тухнӑ. Чӑваш Ен прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм полимер савӑтсен тата хатӗр продукци складӗнче алхаснӑ.
Пушара сӳнтернӗ, никам та шар курман. Предприятире сиенлӗ япаласен сывлӑшри виҫине тӗрӗсленӗ. Хлор тата углерод оксичӗн виҫи нормӑран иртмен. Эппин, ҫынсен сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх ҫук.
Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерӗ, пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче 60 ҫул каялла пулнӑ инкеке паян «Россия 1» телеканалта сӳтсе яврӗҫ. Андрей Малахов ертсе пыракан «Прямой эфир» передачӑн черетлӗ кӑларӑмне «Под грифом «секретно» ят панӑ. Унта федераци эксперчӗсем ҫеҫ мар, Чӑваш Енри ҫынсем те хутшӑнчӗҫ.
Пушарта 110 ҫын, ҫав шутра 106 ача, пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулин те шӑв-шав кӑларман. Районтисем те пурте пӗлмен. Ҫӗршыв ятне ярас килмен тӗр. Ара, Совет Союзӗ тӗнче уҫлӑхне космос карапӗ вӗҫтернӗ саманапа пӗр килнӗ-ҫке ҫав тапхӑр.
Кӑларӑма хутшӑннисен йышӗнче Олег Залогин журналист, Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Арсентьева, инкек вӑхӑтӗнче шкул директорӗнче ӗҫленӗ ҫыннӑн мӑнукӗн хӗрӗ тата ыттисем пулчӗҫ. Физика учителӗн ывӑлӗ каласа кӑтартнӑ истори те чуна ҫӳҫентермелле янӑрарӗ.
Вырӑнтисем шкул вырӑнӗнче часовня лартасшӑн. Ку енӗпе Виктория Лазич ресторатор пулӑшма шантарчӗ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен (инкек 60 ҫул каялла ҫав кун пулнӑ) ӑна туса пӗтересшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |