Шупашкар хулинче пӗр ҫамрӑк лифтра 5 сехет ларнӑ. Хӑй ирӗкӗпе мар, паллах. Каччӑ лифтра чухне ҫав хатӗр ванса кайнӑ. Лифтера чӗнес — ӑна систермелли кнопка ӗҫлемен.
Пӑтӑрмаха каччӑ кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗн каҫхине ҫакланнӑ, лифтра вӑл кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ларнӑ. Лифт ваннӑ, ҫитменнине лифтера чӗнмелли кнопка ӗҫлемен ҫурт хулари Мускав проспектенчи 19-мӗш ҫуртӑн 8-мӗш корпусӗ пулать.
Пӑтӑрмах пирки пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, специалистсене каччӑн ҫурҫӗртен пуҫласа ирхи 5-ччен кӗтме тивнӗ. Пӗр хутпа теприн хушшинче ирӗксӗртен чарӑнса ларнӑ каччӑна ҫав ҫуртри ҫынсем шыв тата ҫимелли илсе пырса панӑ. Каччӑ апат ҫиме килӗшмен. Сигарет та сӗннӗ ӑна.
Муркашра пурӑнакан 42 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл йӗкӗреш пӗртӑванне вӗлернӗшӗн явап тытнӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 20 сехетре вӑл пӗртӑванӗпе хваттерте пулнӑ. Хайхискер, ӳсӗрскер, унпа хирӗҫсе кайнӑ та ҫӗҫӗ ярса тытнӑ, ӑна чикнӗ. Пӗртӑванӗ йывӑр сурана пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Суд арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 8 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен.
Патӑрьел районӗнчи 55 ҫулти арҫын ҫӗршывӑн тепӗр регионне, Ростов облаҫне, ӳпке-пӗвер ӑсатас тенӗ. Пулӑшма килӗшекен те тупӑннӑ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи арҫын мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн ӳпке-пӗверне пурӗ 4 тоннӑна яхӑн тиесе янӑ, ҫул укҫи тӳленӗ. Анчах тавар кирлӗ ҫӗре ҫитеймен. Чӑваш Енри арҫын 1,7 миллион тенкӗлӗх шар курнӑ.
Тавара тиесе кайнӑ ҫынпа ҫыхӑнма май килменрен Патӑрьел тӑрӑхӗнчи усламҫӑ Шалти ӗҫсен министерствин вырӑнти пайӗн ӗҫченӗсене пулӑшма ыйтнӑ. Пуҫиле шырав пайӗн ӗҫченӗсем Краснодар тӑрӑхӗнчи 41 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Хайхи этем тавара Волгоград облаҫӗнче сутса хӑварнӑ иккен. Сӑмах май каласан, вӑл унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап уйӑракан линире тин ҫуралнӑ ача виллине тупнӑ. Арҫын ачан вилли полиэтилен хутаҫра пулнӑ. Следстви кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Следствипе оперативлӑ ушкӑн вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ, тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Халӗ тин ҫуралнӑ ача мӗншӗн вилнине палӑртаҫҫӗ, судпа медицина экспертизи ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ.
Ҫак пӑтӑрмах пирки мӗн те пулин пӗлекен ҫынсене пулӑшма ыйтаҫҫӗ – 02 е (8352) 62-46-59, (8352) 66-24-31 номерсеме пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Анонимлӑ пуласса шантараҫҫӗ.
Карлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче каҫхине Муркаш районӗнчи Анатри Панкли ялӗнче пушар пулнӑ. Ҫунса кайнӑ ҫуртра виҫӗ ҫын виллине тупнӑ. Инкекре 59 ҫулти хӗрарӑм, унӑн 39-ти ывӑлӗ тата вӗсен 50 ҫулти пӗлӗшӗ вилнӗ.
Ҫулӑма сӳнтерес ҫӗре тӑватӑ техника, 11 ҫын хутшӑннӑ. Халӗ, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче ҫурт ҫунса кайнӑ. Унта ултӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем. Чи асли 10 ҫулта, кӗҫӗнни 4-ра пулнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи стадионта каччӑ виллине тупнӑ. Халӑх тетелӗнче сарӑлнӑ хыпар тӑрӑх, ӑна вӗлерме пултарнӑ.
Анчах Следстви комитечӗ ку версие ҫирӗплетмен. Ҫакӑ паллӑ: каччӑ каҫхине киле таврӑннӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑн вилӗмӗ криминалпа ҫыхӑнман. Вӑл шӑнса вилме пултарнӑ. Унӑн кӗлетки ҫинче суран йӗрӗсем ҫук.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ ҫумӗнче пулнӑ хаклӑ япаласем, документсем ҫухалман.
Иртнӗ шӑматкун, кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти лавккара «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Пушар каҫхи 18 сехет тӗлӗнче тухнӑ
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Коммунистсен урамӗнчи 34-мӗш ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче тухнӑ. Унта «Магнит Косметик» косметика лавкки вырнаҫнӑ.
Вут-ҫулӑма пула пӗр тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи стеллаж ҫинче тавар сиенленнӗ. Лавккара ӗҫлекенсем те, тавар туянакансем те шар курман. Пушара васкавлӑн сӳнтерме май килнӗ.
Кам чӗртсе янине специалистсем палӑртӗҫ.
Паян республикӑра ҫил-тӑман алхаснӑран ҫине-ҫинех аварисем пулнӑ. Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ҫывӑхӗнчи хӑрушӑ аварире 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлни пирки пӗлтернӗччӗ. Шупашкар районӗнче те машинӑсем ҫапӑнни пирки хыпарларӑмӑр.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче те авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫын суранланнӑ. 11 сехет те 45 минутра «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» автоҫулӑн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче «Калина» водителӗ руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «Хондӑпа» ҫапӑннӑ. «Калина» рулӗ умӗнче 35 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Вӑл тата унӑн пассажирӗ, «Хондӑри» пассажир аманнӑ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнче икӗ ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ, вӗсенчен пӗринче ача ларса пыни паллӑ.
Инкек кӑнтӑрла, 12 сехет тӗлӗнче, Урай Макаҫ ялӗ тӗлӗнче пулнӑ. Пӑтӑрмаха «Лада Гранта» тата «ВАЗ-2115» машинӑсем ҫакланнӑ.
Машинӑсенчен пӗрин водителӗ тата салонти хӗрача суранланнӑ. Анчах вӗсем, Турра шӗкӗр, ҫӑмӑл суран ҫеҫ илнӗ. Ҫакӑн пирки «Про Город» кӑларӑма ҫул ҫипчи инкеке асӑрханӑ ҫын пӗлтернӗ.
Инкек вырӑнне васкавлӑ пулӑшу машини тата пушар сӳнтерекен машина пырса ҫитнӗ.
Паян кӑнтӑрла, 12 сехетсенче, М-7 автоҫулӑн 734-мӗш ҫухрӑмӗнче, Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ҫывӑхӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ. Шел те, унта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ача та пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шевроле» водителӗ руле итлеттереймен, йывӑр тиевлӗ «Сканийӑна» сулахай айккипе ҫакланнӑ. Унтан минивэн хирӗҫ килекен КамАЗ ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн «Скания» «Калинӑпа» ҫапӑннӑ. Тепӗр машина аварирен пӑрӑнас тесе кювета чамнӑ.
«Шевроле» машинӑра пулнӑ тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав шутра – 7-ри тата 15 ҫулти хӗрачасен. Пӗри пульницӑна илсе кайнӑ чухне сывлама пӑрахнӑ. «Калинӑри» икӗ ҫын тата «Шевролери» ача суранланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тĕнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ҫуралнӑ ҫыравҫӑ (22 ҫулта) вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |