Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 19 ҫулти ҫамрӑкӑн салтака кайма ят тухнӑ. Анчах унӑн салтак аттине тӑхӑнас килмен. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӑна повестка тыттарнӑ. Хутра кӑтартнӑ кун каччӑ призыв пунктне пыман. Ҫар комиссариачӗн ӗҫченӗсем ӑна тупса илсе пынӑ. Анчах вӑл унтан тухса тарнӑ. Тепӗр кунне каччӑна килӗнче асӑрханӑ, ӑна каллех ҫарӗҫ комиссариачӗн ӗҫченӗсем илсе кайнӑ. Ун чухне каччӑ документсем патне тесе килне кайса килме ирӗк ыйтнӑ, ҫар ӗҫченӗсем ҫамрӑкпа пӗрле ҫула тухнӑ. Каччӑ хваттере кӗрсе кайсан хайхискер чӳречерен (иккӗмӗш хутран) сикнӗ. Ҫартан тарса ҫӳрекен каччӑ тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |