Ӗнер, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 19 сехет ҫурӑра Ҫӗмӗрле районӗнче ҫул ҫинче икӗ ҫынна ҫапса хӑварнӑ. Пӗри вилмеллех аманнӑ. Вӑл — 11 ҫулти хӗрача.
Водитель вырӑнтан тарнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна шырама пуҫланӑ. Ку инкек пирки мӗн те пулин пӗлекенсене @antidiler21bot бота пӗлтерме ыйтнӑ.
Паян «Ҫыхӑнура» форумра ҫыракансем авари Вӑрманкас ялӗ патӗнче пулнине, водителе тытса чарнине пӗлтернӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫав 64 ҫулти арҫын руль умӗнче ӳсӗр пулнӑ, вилнӗ хӗрачан 1 ҫулти шӑллӗ кӳмере ларнӑ, вӑл халӗ пульницӑра.
Йӗпреҫ районӗнчи пӗр мӑшӑр ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторне сӗтев пама хӑтланнӑ. Анчах вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 6 сехет те 30 минутра Йӗпреҫ районӗнче 64 ҫулти водителе ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем чарнӑ. Хӗрӗнкӗ водителӗн явап тытас килмен. Арӑмӗпе калаҫса татӑлса вӑл унран 10 пин тенкӗ илнӗ, укҫана пакунлине пама хӑтланнӑ.
Мӑшӑр тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Канаш районӗнчи Ямашри «Буратино» ача пахчи заведующине суд тӑвӗҫ. Хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Заведующи тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш стайин 3-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Хӗрарӑм 2015 ҫулхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен ӗҫ табелӗнче хӑйӗн ывӑлӗ ача пахчине юсассипе тата ӑна тытса тӑрассипе тар тӑкнӑ евӗр кӑтартса пынӑ. Ҫавна май вӑл ывӑлне 600 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Ҫав вӑхӑтрах арҫын унта ӗҫлемен.
Пӑтӑрмаха прокуратура тупса палӑртнӑ.
Вырсарникун Шупашкарти икӗ ҫуртри подъездра пушар алхаснӑ.
Хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи Яноушек урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра пурӑнакан пӗр ҫын подъездра хут курупкасем упранӑ. Ҫавсене такам чӗртсе янӑ. Пушара курсан ҫынсем ҫӑлавҫӑсем патне тӳрех шӑнкӑравланӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем инкек вырӑнне 7 минутран пырса ҫитнӗ.
Шупашкарти Университет урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра хӑмаран ҫапса тунӑ кладовка ҫунма тытӑннӑ. Пушар пирус тӗпне сӳнтермесӗр пӑрахнипе тухнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Айзман урамӗнче мопедпа пыракан ҫын инкеке лекнӗ.
17 сехет те 45 минутра вӑл, Алькешра вырнаҫнӑ «Георгий» кафе енне пынӑ чухне, малта пыракан «VW Polo» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ те персе аннӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн иснпекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мопедист пуҫне шлем та тӑхӑнман. Инкекре арҫын вилмеллех аманнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем кӗркунне ҫитсен кӑмпана ҫӳреме юратаҫҫӗ. Анчах вӑрмана кӗрсен вӗсем ҫухалса каяҫҫӗ. Первомайски посёлокӗнче пурӑнакан арҫын, ав, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тӑр кӑнтӑрла вӑрмана тухса кайнӑ, анчах вӑл унта ҫӗтсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки Шупашкар районӗнчи йӗрке хуралҫисене каҫхи пилӗк сехетсенче хыпарланӑ.
69 ҫулти арҫын ҫухални пирки хайхи тусӗ хыпарланӑ.
Арҫынна ҫӑлавҫӑсемпе нимеҫӗсем, йӗрке хуралҫисем икӗ сехет ытла шыранӑ хыҫҫӑн вӑйран кайнӑ ватта шыраса тупнӑ.
Ҫав кунах вӑрманта 68 ҫулти хӗрарӑм ҫухалса кайнӑ. Ӑна та ҫӑлавҫӑсемпе нимеҫӗсем шыраса тупнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫул урлӑ каҫакан арҫынна машина ҫапса хӑварнӑ.
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 21 сехет те 50 минутра пӗр арҫын хулари автовокзал тӗлӗнче ҫур урлӑ каҫнӑ. Пули-пулми вырӑнта мар. Пассажирсене иртсе ҫӳремелли ятарлӑ вырӑнта. Арҫын ҫине «Нива» автомобиль пырса кӗнӗ.
Аманнӑ аҫынна васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Канашра 40 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ашшӗне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче каҫхи 10 сехетре вӑл асламӑшӗ /е кукамӑшӗ/ куҫӗ умӗнчех ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Ывӑлӗ пекӗ туртса кӑларнӑ та ашшӗне 6 хутран кая мар чикнӗ. 62 ҫулти арҫын ҫавӑнтах кӗске вӑхӑтран вилнӗ.
40 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл хӑй айӑплине тунмасть.
Элӗк районӗнче пӗр арҫын теприне хӗҫ-пӑшалпа хӑратнӑ.
Вӑрнара тата Элӗке ҫыхӑнтаракан ҫул ҫинче авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче В080ВР 21 номерлӗ «Ниссан Террано» водительне, ҫулланнӑ арҫынна, тепӗр машина ҫулпа епле пыни килӗшмен. Кӳреннӗ арҫын машинӑри ҫынсене тӑн кӗртес тесе ҫула пӳлсе хунӑ. Унтан вӑл водителе пӑшалпа тӗлленӗ. Пуҫтахланакан арҫын, видео тӑрӑх хакласан, урӑ мар пек курӑнать.
Халӗ пӑтӑрмаха йӗрке хуралҫисем тӗпченине пӗлтереҫҫӗ. Пӑшаллӑ арҫын унччен йӗрке хуралӗнче ӗҫленӗ ҫын тесе шухӑшлакансем те пур.
Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнче М-7 федераци ҫулӗн 682-мӗш ҫухрӑмӗнче темиҫе машина пырса ҫапӑннӑ: виҫӗ фура, "ГАЗ", "Газель" тата икӗ ҫӑмӑл автомашина.
Авари каҫхи 6 сехетре пулнӑ. Ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ ҫын аманнӑ. Каҫхине авари вырӑнӗнче йӗрке хуралҫисем ӗҫленӗрен Сӑнав поселокӗ патӗнче машинӑсене каялла ҫавӑрса тавран янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |