Сӗнтӗрвӑрри районӗнче кроссовер тӑрринчи пӑр катӑкӗ тепӗр машина кантӑкне ватнӑ.
Видеона раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12 сехет иртсен Кайри Шӗнерпуҫ ялӗ тӗлӗнче ӳкерсе илнӗ.
Видео тӑрӑх пӑхсан, пӑр катӑкӗ «Suzuki SX-4» маркӑллӑ (машина номерӗ — В943ТВ 21) кроссовер ҫинчен йӑтӑнса аннӑ. Вӑл регистраторлӑ машина ҫине пырса лекнӗ те унӑн кантӑкне ватса пӑрахнӑ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхи ултӑ сехет хыҫҫӑн Шупашкарта пӗр арҫын светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхмасӑрах ҫул урлӑ каҫма тытӑннӑ.
«Hyundai Solaris» автомобилӗн 39 ҫулти водителӗ васкамасӑр утакан ҫынна ирттерсе яма чарӑннӑ. «Suzuki Grand Vitara» автомобилӗн 56 ҫулти водителӗ ҫуран ҫӳрекене асӑрхаса ӗлкӗреймен — ҫын ҫинех пырса кӗнӗ. Шар курнӑ арҫын унтан «Хендай» машина ҫине кайса ҫапӑннӑ.
Светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе каҫма тӑнӑ арҫынна больницӑна илсе кайнӑ. Вӑйлӑ аманнӑскере пулӑшас тесе тухтӑрсем тӑрӑшаҫҫӗ.
Вӑрмар районӗн арҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче е 11-мӗшӗнче савнӑ хӗрарӑмне кӗвӗҫнӗ, унпа харкашма пуҫланӑ. Арҫын ӑна аллипе, кӗленчепе ҫапнӑ. Хӗрарӑм суранӗсене пула тепӗр кунхине вилнӗ.
Арҫынна ҫийӗнчех тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ следстви пырать, тӗрлӗ экспертиза иртереҫҫӗ.
Паян А-151 федераци ҫулӗ ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, "Рено Логан" машина кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра 5 уйӑхри ача пулнӑ
Юрать-ха, вӑл аманнӑ кӑна.
Руль умӗнче 26 ҫулти арҫын пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл малта пыракан машинӑран иртсе каяс тесе ҫул хӗррине тухнӑ, унта руле итлеттереймесӗр кювета чӑмнӑ. Машина икӗ хутчен ҫаврӑнса тӑрри ҫине ӳкнӗ.
Ача автолюлькӑран тухса ӳкнӗ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкар хулинчи ведомство тулашӗнчи хуралта ӗҫлекенсем патрульте ҫӳренӗ май Иван Яковлев проспектӗнчи суту-илӳпе кану центрӗнче вырнаҫтарнӑ хавхаллӑ сигнализаци ӗҫлеме тытӑнни пирки пӗлнӗ.
Росгвардире ӗҫлекенсем пӗр тӑхтамасӑр асӑннӑ адреспа ҫула тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем сыхлакан объектра арҫынна тытса чарнӑ. Лавкка ӗҫченӗсен сӑмахӗпе килӗшӳллӗн тытса чарнӑ ҫын 80 пин ытла тенкӗлӗх тавар вӑрлама хӑтланнӑ.
Полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ хыҫҫӑн эрехпе ӳсӗрӗлни каҫранах курӑнакан гражданин хӑйне агрессивлӑ тыткалама, япӑх сӑмахсемпе ятлаҫма пуҫланӑ.
Хамӑр тӑрӑхрах пурӑнакан 34 ҫулти ҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӑн 158 статьян 1 пайӗ (вӑрлани) тӑрӑх пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнче вырнаҫнӑ общежитире пушар пулнӑ. «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫын вилнӗ. Анчах кам вилнине палӑртман: унта пурӑннӑ 90 ҫулти кинемей е унӑн ывӑлӗ.
Пушар Винокуров урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫулӑм 4-мӗш хутри общежитире тухнӑ. Ҫав пӳлӗмре ватӑ амӑшӗпе ывӑлӗ кун кунланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм Муркаш районӗнче арҫынна ҫапса кайнӑ. Лешӗ васкавлӑ медпулӑшу машини ҫинче вилнӗ.
Хӗрарӑм ӗнер 17 сехет те 20 минутра "Автанкасси - Муркаш - Козьмодемьянск" ҫулпа пынӑ чухне Патаккасси ялӗ ҫывӑхӗнче 47 ҫулти арҫынна ҫапса хӑварнӑ. Водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫул ҫинче выртнӑ.
Палӑртмалла: хӗрарӑм правана пӗлтӗр кӑна илнӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑшӑн административлӑ майпа 27 хутчен явап тытнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти «Ромашка» лавкка патӗнчи ҫул ҫаврӑмӗнче троллейбуспа маршрутка ҫапӑннӑ.
Инкек 14 сехет иртсен пулса иртнӗ. 2-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус дистанцие пӑхӑнман пирки малта пыракан 44-мӗш маршрутка ҫине пырса кӗнӗ. Троллейбуса 34 ҫулти арҫын тытса пынӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче троллейбус салонӗнче 15 пассажир пулнӑ, маршруткӑра — ҫиччӗн. Маршруткӑра ларса пынӑ 38 ҫулти хӗрарӑма тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Анчах пульницӑра выртмаллах аманман вӑл.
Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси ялӗнче агрофирмӑра гараж боксӗ ҫунма тытӑннӑ. Унта МТЗ-1025 трактор, ял хуҫалӑх техникин саппасӗсем ларнӑ. Пушарта вӗсем сиенленнӗ.
Ҫулӑма часах, 1 сехетрен, сӳнтернӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ӑна кӳршӗ склад ҫине куҫма паман. Унта вара 300 тонна тырӑ упранать.
Патӑрьел районӗнче Сител ялӗнче экскаватор-пугрузчик ҫуннӑ. Ҫулӑм мотор отсекне, машина кабинине сиенлетнӗ.
Красноармейски районӗнче пӗр хӗрарӑм суд ларӑвӗ вӑхӑтӗнче усал сӑмахпа перкелешме тапранса кайнӑ. 42 ҫулти хӗрарӑма кӗҫӗн суд приставӗ асӑрхаттарнӑ-ха, анчах кӑмӑлсӑр хӗрарӑм хӑйӗн тарӑхӑвне шӑнӑҫтарайман, ҫавна вӑл усал сӑмахпа палӑртнӑ.
Каланине итлемен ҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол шӑрҫаланӑ. Хӗрарӑма е штрафлама, е 15 талӑк таран хупса хума пултараҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, влаҫ ҫыннине кӳрентерсен е ӑна хирӗҫ тӑрсан пуҫиле майпа та явап тыттарма юрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |