Паян Шупашкарта Эгер бульварӗнчи 41-мӗш ҫуртра пӗр хваттерте газ сирпӗнни пирки пӗлтернӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерстви. Ун чухне кил хуҫи килте пӗчӗк ачипе пулнӑ. Хайхискер яшка пӗҫерме лартнӑ, вӑл вара вӗресе тӑкӑннӑ. Шыв ҫулӑма сӳнтернӗ, газ вара тухса тӑнӑ.
Арҫын унччен чӑтса ирттернӗ чире пула газ шӑршине туйман, вӑл тепӗр конфоркӑна чӗртнӗ. Газ сирпӗннӗ. Ҫывӑрмалли пӳлӗмри балкон чӳречисем арканса тухнӑ. Тӗпелте чӳрече каррисем ҫунма пуҫланӑ. Кил хуҫин пичӗ кӑшт пиҫсе кайнӑ. Вӑл ҫулӑма хӑйех сӳнтернӗ. Ача шар курман.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи ирхине, Шупашкарта пӗр машина ҫул айккинчи ҫырмана кӗрсе ӳкнӗ. «Патриот» маркӑллӑ автомобиль Энгельс урамӗпе пынӑ чухне, «Альфа-центртан» инҫех мар вырӑнта, ҫул айккинчи ҫырмана кӗрсе ӳксе ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель руле тытса ӗлкӗреймен. Инкек вӑхӑтӗнче ҫул пӑрлак пулнӑ.
Водителе тӗрӗсленӗ те вӑл урах пулни палӑрнӑ.
Машинӑна ятарлӑ техникӑпа ҫырмаран туртса кӑларнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре Канаш районӗнче икӗ ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ.
Пӑтӑрмах «А-151» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Лада-Приора» тата «Рено-Логан» пырса ҫапӑннӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Приора» машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. 35 ҫулти водитель Вӑрнар районӗнчен пулнӑ. Йывӑр сурансене пула вӑл вырӑнтах вилсе кайнӑ.
«Рено» машинӑн рульне тытса пынӑ ҫын тата салонти пассажир, ҫавӑн пекех «Приора» пассажирӗ суранланнӑ.
Республикӑри ҫӳп-ҫап илсе тухакан организацире ӗҫлекен ҫын суранланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем хыпарланӑ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вӑл ҫӳп-ҫап контейнерне машинӑна тӑкмашкӑн ҫаклатнӑ. Анчах лешӗ персе аннӑ. Ҫыннӑн сулахай енчи пичӗн шӑммисем хуҫӑлса пӗтнӗ.
Ҫӳп-ҫап контейнерӗ юсавсӑр пулнӑ иккен. Организацин должноҫри ҫыннисем ӑна вӑхӑтра улӑштарман.
Хальхи вӑхӑтра следстви пырать, ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян пирӗн тӑрӑхра вӑйлӑ ҫил алхасассине синоптиксем малтанах пӗлтерчӗҫ-ха. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви ҫынсене СМС-ҫырусем те ярса панӑччӗ. Паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ҫил ҫеккунтра 20-22 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрессине систернӗччӗ.
Красноармейски районӗнче, ав, вӑйлӑ ҫил пӗрисен пахчинчи теплицӑна илсе ывӑтнӑ, чӳрече кантӑксӗсене ватнӑ. Кун пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗрне пӗлтерекен тупӑннӑ, сӑмахне ӗнентерме сӑнӳкерчӗк ярса панӑ.
«Ирхине пахчана тухрӑмӑр та теплица кӳршӗсен картине ҫитсе выртнӑ, чӳрече кантӑкне ватнӑ», — пӗлтернӗ Кивӗ Йӗкӗт ҫынни.
Шупашкар районӗнче Питтукасси ялӗнчи кафе патӗнче кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче икӗ арҫын хирӗҫсе кайнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти арҫын хӑйӗн пӗлӗшӗпе тем пайлайман. Ӳсӗрскер ӑна вӗлерес тенӗ. Вӑл килне кайса ҫӗҫӗ йӑтса килнӗ. Унпа вӑл 39 ҫулти пӗлӗшне тӗрлӗ ҫӗртен 8 хутран кая мар чиксе пӗтернӗ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Ҫынна вӗлернӗ арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫе Шупашкар районӗнчи суда ярса панӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Лапсар ялӗ тӗлӗнче харӑсах пилӗк машина инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмахра 3 ҫын аманнӑ.
Инкек 17 сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Лапсар тӗлӗнче, М-7 «Атӑл» ҫул ҫинче пулса иртнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Skoda Rapid» автомбиле тытса пынӑ хӗрарӑм-водитель хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл малтан «Audi A3» машинӑпа, кайран «Wolkswagen Transporter» маркӑллипе пырса ҫапӑннӑ.
«Ауди» ҫӑмӑл машина «Scania» фура тата «Volkswagen Transporter» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.
«Ауди» машина водителӗ тата хӗрарӑм-пассажир аманнӑ, «Шкода» автомобильте ларса пынӑ 5 ҫулхи арҫын ача пуҫӗ суранланнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫхине «Муркаш – Турай – Сӑр» автоҫул ҫинче темӗнле машина ҫынна ҫапса кайнӑ. Авари вырӑнӗнче кӑвак тӗслӗ бампер тата патшалӑх номерӗн пайӗсем юлнӑ. Водителе шыраҫҫӗ.
Ҫын виллине тепӗр кун ирхине кӑна асӑрханӑ. Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ хыпара ӗненес тӗк, ҫав ҫын кам пулнине палӑртман.
Водителе тупмашкӑн пулӑшма ыйтаҫҫӗ. 102 телефон номерӗпе шӑнкӑравламалла е телеграмра @antidiler21bot бота ҫырмалла.
Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 16 сехетре Шупашкарти финанс организацийӗсенчен пӗрин ӗҫченӗсем йӗрке хуралҫисене пӑтӑрмах пирки систернӗ. Вӗсем пакунлисене каланӑ тӑрӑх, пӗр хӗрарӑм кредит илнӗ те ҫав укҫана тӗрлӗ счет ҫине куҫарса пама тытӑннӑ. Хӑй вара ҫав вӑхӑтра телефонпа пӗрмай такамсемпе калаҫнӑ.
Хӗрарӑмпа тӗл пулма патурльпе пост службин ӗҫченӗсем тухса кайнӑ. Ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланни Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи 51 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем хӗрарӑма тимлӗ пулма ӳкӗте кӗртес тесе пӗр сехет ытла калаҫнӑ. Хӗрарӑм 150 пин тенке куҫарса ӗлкӗрнӗ. Пӗтӗмпе хӗрарӑм аллинче тата тепӗр 600 пин тенкӗ тӑрса юлнӑ. Ҫав укҫана такамсене куҫарса парасран сыхласа хӑварнӑ та йӗрке хуралҫисем.
Паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 14 сехетре Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Ӑна пула «пӑкӑ» пухӑннӑ.
Аварие куракансем каланӑ тӑрӑх, машинӑсем ҫапӑннӑ хыҫҫӑн пӗри сирпӗнсе кайнӑ. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Аварире пӗр ҫын вилни пирки пӗлтернӗ.
«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапӑннӑ машинӑсем «Приора» тата «Камри» пулнӑ. Ҫунаканни - "Приора", унӑн водителӗ вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |