Сӗнтӗрвӑрри хулинче шывран арҫын виллине туртса кӑларнӑ. Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл аван уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Атӑлта путнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем ӑна тепӗр кунхине шыранӑ. Виллине ҫыран хӗррине илсе тухсан ӑна полици ӗҫченӗсене панӑ.
Арҫын миҫере пулнине, ӑҫта пурӑннине ведомство пӗлтермен.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 27-29-мӗшӗсенче Шупашкарти темиҫе ватӑ ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Шар курнисем — 84-87 ҫлсенчи 5 кинемей.
Вӗсене тӑванӗсем ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ, ҫавсене пулӑшма укҫа кирлӗ тесе тыттарнӑ. Укҫана кинемейсем курьер урлӑ парса янӑ. Ҫапла вара вӗсем пӗтӗмпе 1 миллион та 300 пин тенкӗ укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Оперативлӑ шырав ӗҫченӗсем Шупашкарта пурӑнакан, Камчатка облаҫӗнче ҫуралнӑ хӗр улталанине палӑртнӑ. 25 ҫултискерӗн банк карттине, телефонне туртса илнӗ. Хайхи хӗр мессенджерсенчен пӗринче шар курнисен адресне тата ытти информацие пухса пынӑ.
Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енри патшалӑх учрежденийӗсенчен пӗринче бухгалтерта ӗҫлекен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
39 ҫулти хӗрарӑм пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ун патне пӗр хӗр шӑнкӑравланӑ, хӑйӗн пирки банк ӗҫченӗ тесе пӗлтернӗ. Хӗрарӑма вӑл такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗн тесе пӗлтернӗ. Телефон калаҫӑвне кӗҫех арҫын хутшӑннӑ, хӑйӗн пирки право хуралӗн тытӑмӗн ӗҫченӗ тесе каланӑ. Укҫана ҫухатас мар тесен ӑна хӑрушсӑр счёт ҫине куҫарма сӗннӗ.
Хӗрарӑм банкран кредит илсе миллион ҫурра яхӑн тенке такамсене куҫарса панӑ. Кайран ҫеҫ хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ.
Ҫав кунах Шупашкарта пурӑнакан 34-58 ҫулсенчи виҫӗ хӗрарӑм ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланса 250 пинрен пуҫласа 550 пин тенкӗ таран укҫана ют ҫынсене куҫарса панӑ.
Паян ирхи ҫичӗ сехет ҫурӑсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра пӗри тӑххӑрмӗш хутри чӳрече янаххинчен ҫакӑнса тӑнӑ. Ҫавна хирӗҫ ҫуртра пурӑнакансем асӑрханӑ, вӗсемех йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Вырӑна пырса ҫитнӗ пакунлисем кирлӗ хваттере часах шыраса тупнӑ. Алӑка пӗр каччӑ уҫнӑ. Вӑл хӑйӗнпе пурӑнакан 18 ҫулти хӗре унччен хваттере туртса кӗртме ӗлкӗрнӗ.
Йӗрке хуралҫисем тухтӑрсене чӗнсе илнӗ, психоневрологи диспансерӗнче учетра тӑракан пикене вӗсем пульницӑна илсе кайнӑ. Йӗрке хуралҫисем вара хваттерте тентлӑ контейнер асӑрханӑ. Унта кил хуҫисем кантӑр ӳстернӗ.
Шупашкар районӗнчи Ленин район судне нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче подъезда тимӗрпе пӳлсе хуни пирки тавӑҫ ҫитерекен пулнӑ. Хваттерпе юнашар лапама икӗ ҫын пӳлсе лартнӑ, ҫав вӑхӑтрах асӑннӑ лапам ҫуртра пурӑнакансен пӗрлехи харпӑрлӑхӗ шутланать.
Те суда тавӑҫ ҫитсе выртнине пӗлнӗрен, хваттерсен хуҫисем подъездри лаптӑка тимӗрпе пӳлсе хунине хӑйсен кӑмӑлӗпех сӳтнӗ, ҫапла вара судра ку ыйтӑва пӑхса тухма тивмен.
Чантӑрта пурӑнакан пӗр ҫын хула ҫӗрне ярса илнӗ. Вӑл хӑйӗн саккунлӑ чиккине пӑсса профильлӗ тимӗртен карта тытса ҫавӑрнӑ, ҫӗр лаптӑкне унчченхи 400 тӑваткал метр вырӑнне 466 тӑваткал метра ҫитернӗ.
Шупашкар хулин Мускав районӗнчи сучӗ муниципалитет ҫӗрне 30 кунта тавӑрса пама йышӑну кӑларнӑ.
Арҫын суд йышӑнӑвне пӑхӑнман, ҫавна май суд приставӗсем исполнительнӑй производство пуҫарнӑ. Ун хыҫҫӑн арҫын тимӗр картана сӳтсе ҫӗнӗрен тытнӑ.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан пӗр вӑйпиттин ҫак кунсенче чикӗ леш енне тухса каяс килнӗ. Анчах ҫавӑн пек тума ӑна банк умӗнчи парӑм кансӗрленӗ.
84 пин тенкӗ пысӑк суммах та мар та, ҫапах та арҫын ӑна тӳлеме васкаман. Суд приставӗ явап тыттарассипе темиҫе хутчен хӑратни те пулӑшман.
Нумаях пулмасть суд приставӗ арҫынна чикӗ леш тухса каймалла мар туса хунӑ. Ҫавна пӗлнӗ хыҫҫӑн парӑмлӑ арҫын банкран илнӗ кивҫене те, парӑма шыраса илессипе ӗҫленишӗн илекен 5 пин тӳлеве те йӑпӑр-япӑр тӳлесе татнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнче арӑмӗпе упӑшки авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑрмана кӑмпана тухса кайнӑ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем йыттине те ертсе кайнӑ. «Полярная Звезда» посёлок патӗнчен вӑрмана кӗрсе кайнӑскерсенчен пӗри (арҫынӗ) килне кайнӑ, хӗрарӑм вӑрмантах тӑрса юлнӑ.
Кӑштахран йытӑ киле таврӑннӑ, хӗрарӑм — ҫук. Ҫавна кура арҫын пӑлханма тытӑннӑ.
Ҫухалнӑ хӗрарӑма шырама ял ҫыннисем, йӗрке хуралҫисем, вӑрманта ӗҫлекенсем, кӳршӗллӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи нимеҫӗсем тухнӑ. Пурӗ 50-а яхӑн ҫын ура ҫине тӑнӑ. Квадрокоптерпа та усӑ курнӑ.
Хӗрарӑма темиҫе ушкӑна пайланса шыранӑ. Ӑна тепӗр кунхине ҫеҫ, 17 сехет тӗлӗнче, тупнӑ. Хӗрарӑм машинӑсем кӑшкӑртнӑ сасӑпа вӑрман хӗрне тухнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Комсомольски ялӗнчи «Ҫӗрулмине мухтав» агрофирмӑра бензовоз ҫунма тытӑннӑ. Вӑл дизель топливине упрамалли резервуарсемпе ҫумӑн пулнӑ.
Пушара икӗ техника, тӑватӑ ҫын сӳнтернӗ. Ҫулӑма хӑвӑртах парӑнтарнӑ: 7 минутран бензовоз ҫунма пӑрахнӑ.
Паян Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗ ҫывӑхӗнче 12 сехетре васкавлӑ медпулӑшу аварие лекнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Васкавлӑ медпулӑшу ҫӑмӑл машинӑпа ҫапӑннӑ. Иртсе пыракансем ҫакна видео ҫине ӳкернӗ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫул хӗрринче ларнӑ. Инҫех мар – ҫӑмӑл машина.
«Эпир иртсе кайнӑ чухне унта 3 тухтӑрччӗ. Вӗсенчен пӗри макӑратчӗ, тепри пуҫӗнчен аллипе тытнӑччӗ», — пӗлтернӗ «Про Города» халӑх корреспонденчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |