Шупашкар районӗн администрацине Депутатсен районти пухӑвне Ҫатракассинчи 13-мӗш суйлав округӗпе депутата суйланнӑ Александр Анисимова кӗртесшӗн пулман.
Депутат «Атӑл»-Ойкасси-Ҫӗньял» ҫула юсас, Йӑршу юханшывне таса мар шыв юхса выртнин ыйтӑвӗсемпе ҫыру ҫырнӑ иккен. Анчах ӑна пӗрремӗш хутра хуралҫӑ тытса чарнӑ. Кирлӗ ҫынсен ӗҫ пӳлӗмне кӗме депутат йӗрке хуралҫине чӗнсе илнӗ хыҫҫӑн вӑл унта пакунлӑ ҫынпа ҫеҫ кӗрейнӗ.
Депутат пӑтӑрмаха видео ӳкерсе илнӗ. Ӑна вӑл «Ютуб» видеохостингра тата тӗнче тетелӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 50-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче, арҫын виллине тупнӑ. 10 хутлӑ ҫурт умне оперативлӑ службӑсем ҫитнӗ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Вӑл пӗр 30 ҫулсенче пулнӑ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр арҫынпа хӗрарӑм пушарта шар курнӑ. Инкек ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче каҫхи сакӑр сехетре пулса иртнӗ.
Хулари Ҫамрӑксен урамӗнчи 8-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗм ҫунма пуҫланӑ. Унта пулнӑ арҫынпа хӗрарӑм сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене ҫунакан пӳлӗмрен илсе тухма пултарнӑ. Вӗсене вӑхӑтра пулӑшу кӳнӗ.
Пушара 15 минутра сӳнтерме пултарнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 912 пушар тухнӑ, вӗсенче 54 ҫын курнӑ, 39 ҫын вилнӗ, 123 ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ. Пушар 3 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн посчӗсенчен пӗринче инспекторсенчен «Ауди» автомобиль водителӗ пулӑшу ыйтнӑ. 34 ҫулти арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи «пӑкӑра» «Тойота» водителӗпе ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Пӑтӑрмах Ҫӗнӗ Шупашкара каякан ҫул ҫинче пулнӑ.
«Тойота» водителӗ «пӑкӑран» тухас тесе хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ-мӗн, ҫакӑншӑн «Ауди» водителӗ сӗмсӗр этеме асӑрхаттарнӑ. Ҫамрӑкки аслӑрах водитель ҫине хӗҫпӑшал евӗр япала темиҫе хутчен те тӗлленӗ-мӗн.
Инспекторсем «Тойота» машнӑна тытса чарнӑ. Унта, чӑн та, травматика пистолечӗ тата пушӑ гильза пулнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Улатӑр хулинче каҫхи 8 сехет те 40 минутра мопедпа пынӑ ашшӗпе ывӑлӗ ҫул ҫинчи тӑпра купи ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав урамри ҫул ҫинче юсав ӗҫӗсем пынӑ. Мопед купа ҫине пырса кӗрсен ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ашшӗпе ывӑлӗ иккӗшӗ те шлемпа пулнӑ. Анчах ку 12 ҫулти ачан пурнӑҫне ҫӑлайман, вӑл каярахпа пульницӑра вилнӗ.
39 ҫулти ашшӗ аманнӑ. Руль умӗнче ларнӑскер урах пулнӑ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян ирхи 4 сехет ҫурӑра Етӗрне районӗнче Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче авари пулнӑ. «Хендай Солярис» транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Киа Риопа» ҫапӑннӑ.
Солярисри водитель Тутарстан ҫынни пулнӑ. Вӑл вырӑнтах вилнӗ.
Тепӗр иномаркӑри 3 ҫын аманнӑ. Ҫав шутра - 15 ҫулти хӗрача. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем коммениари ҫырнӑ тӑрӑх, «Киа Рио» водителӗ пульницӑра вилнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Сухайкассинче шкул ачи пӗчӗк ачана мопедпа ҫапса хӑварнӑ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн яш инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗ.
Каҫхи 8 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахра 5 ҫулти ача шар курнӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем мопедпа ҫула тухнӑ яша часах тупса палӑртнӑ. Вӑл ҫав ялти 13 ҫулти ача пулнӑ. Вӑл ашшӗн мопедне аслинчен ирӗк илмесӗр хускатса тухнӑ-мӗн.
Халӗ асӑннӑ яш тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе тӗлӗшпе ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем ӗҫлӗҫ.
Ҫӗмӗрле хулинче 23 ҫулхи ҫамрӑк 15 ҫулхи ачаран укҫа тапӑннӑ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 23 сехет тӗлӗнче Ҫӗмӗрлери ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче ӳсӗр ҫамрӑк хӑй паллакан 15 ҫулти яша пуҫӗнчен 3 хутчен ҫапнӑ, унтан вӑл унран 10 пин тенкӗ укҫа ыйтнӑ, памасан хӗнессипе хӑратнӑ.
Хӑраса ӳкнӗ яш укҫа пама шантарнӑ, анчах «кӗмӗл» килте тесе каланӑ, илсе тухма пулнӑ. Яш пурӑнакан кил патне ӳсӗр ҫамрӑк пӗрле кайнӑ. Унтан яш тарса пытаннӑ та йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.
Пуҫтах ҫамрӑка суд 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтама йышӑннӑ.
Шупашкар хулине пурӑнакан пӗр арҫын кредит илнӗ те ӑна вӑхӑтра тӳлесе татман. Ҫавна кура кӑҫалхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ун патне суд приставӗсем персе ҫитнӗ. Вӗсем арҫыннӑн машинине арестлеме тӑнӑ.
Ҫакӑ арҫыннӑн арӑмне тарӑхтарсах янӑ. Вӑл приставсене питрен тата мӑйран ҫапнӑ. Приставсен чӗрӗк тӑрса юлнӑ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд хӗрарӑма 15 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫамрӑк арҫынна 6 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ тесе тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем ҫав этем ытти чух та ҫавӑн пек хӑтланса ҫӳремен-ши тесе шанмаҫҫӗ. Арҫын усал ӗҫ тунӑран шар курнисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 6 ҫулти хӗрача хӑйӗн килӗнчен инҫе мар скверта выляса ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне ӑна ют арҫын тӗмсем хушшине астарса чӗннӗ. Унта вӑл ача ҫумне ҫулӑхнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |