Ӗнер каҫхи 9 сехетре Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хурапыр ялӗнче 68 ҫулти арҫын хуҫалӑхне аҫа ҫапнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ампара тӗп тунӑ, сарайпа вутӑ сарайне сиенлетнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑм юнашарти ҫурта куҫасран кӗрешнӗ. Юрать-ха, сарӑлма паман. Ҫапах ҫулӑм пӳрт карнизне сиенлетнӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 827 пушар пулнӑ. Вӗсенче 39 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкар районӗнче таса мар шыва юханшыва юхтарса вырттарнӑ.
Россельхознадзорӑн вырӑнти управленийӗн тата республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, Шӗнерпуҫӗнчи нумай хваттерлӗ икӗ ҫуртран юхса тухакан каяш шывӗ канализаци пӑрӑхӗпе ҫырмари юханшыва кайнӑ. Таса мар шыва тасатса тӑрассине вырӑнта никам та йӗркелемен.
Таса мар шыв юхмалли канализаци пӑрӑхне ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫине хунӑ. Ҫӗрӗн те, канализаци пӑрӑхӗн те хуҫи ҫук иккен.
Халӗ ҫав пӑтӑрмаха яваплисен татса пама тивет.
Шупашкар хулинче пурӑнакан икӗ ҫамрӑк ватӑ ҫынсене улталаса укҫаллӑ пулнӑ. Йӗрке хуралҫисене хӑйсем ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ асӑрханӑ имӗш. Унта ҫынсем патне кайса укҫа илсе тухма, ӑна ятарлӑ счёт ҫине хума сӗннӗ-мӗн. Укҫан 10 проценчӗ хӑйсене юлать тесе шантарнӑ.
Пенсионерсене вара теприсем стационар номерӗ ҫине шӑнкӑравласа вӗсен ҫывӑх ҫыннисем инкеке лекнӗ, кирлӗ ҫынсене укҫа парсан пӑтӑрмахран ҫӑлӑнса юлма пулать тесе ӗнентернӗ.
69 ҫулти хӗрарӑм мӑнукӗшӗн «тӑрӑшса» 240 пин тенкӗ тыттарса янӑ, 85 ҫулти кинемей тӑванӗн хӗрне «пулӑшма» –180 пин тенкӗ; 81 ҫулти хӗрарӑм «аварие лекнӗ» ывӑлӗшӗн хӑраса ӳкнӗ – 500 пин тенкӗ кӑларса тыттарнӑ.
Вӑрмар районӗнчи ял арҫыннисем укҫа ҫухатнӑ. Вӗсенчен пӗри йӗрке хуралҫисене 2 пин тенкӗ ҫӗтнине евитленӗ. Хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, ун патӗнче 45 ҫулти хӗрарӑм ҫеҫ пулнӑ. Унпа иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ. Кайран арҫыннӑн укҫи ҫӗтнӗ. Пурӗ 6 пин тенкӗ.
Шанчӑксӑр хӗрарӑма шыранӑ вӑхӑтра тепӗр ялти арҫын укҫа ҫухални пирки пакунлисене пӗлтернӗ. Вӑл та маларах асӑннӑ хӗрарӑм хӑйӗн патӗнче пулнине пӗлтернӗ. «Кӗмӗл» ҫипуҫ кӗсйинчен ҫӗтнӗ иккен.
Пакунлисем хӗрарӑма тытса чарсан хайхи тек тунман – укҫа вӑрланине йышӑннӑ. Укҫан пӗр пайне вӑл эрех ӗҫсе пӗтерме ӗлкернӗ.
Унччен те судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Калайкасси ялӗ патӗнче микроавтобус КамАЗпа ҫапӑнса иртсе кайнӑ. Никам та шар курман. Апла пулин те пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
«Форд Транзит» микроавтобус водителӗн права та пулман, машини те хӑйӗн мар иккен. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем.
27 ҫулти ҫамрӑк Шупашкарта хӑналаннӑ, ир енне килне кайма тухнӑ. Ҫула май вӑл хӑй унччен ӗҫленӗ автосервиса кӗнӗ, унта ларакан микроавтобуса хускатса ҫула тухнӑ.
Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле пӗр ӗҫ, административлӑ виҫӗ ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, пурӑнакансене пыл хурчӗсем тапӑннӑ.
Пӑтӑрмаха хулари Университет тата Граждан урамӗсенче пурӑнакансем ҫакланнӑ. Аптӑранипе вӗсем Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Специалистсем вырӑна пырса ҫитнӗ. Хӳтлӗх тумӗ тӑхӑннӑскерсем пыл хурчӗсен ҫемйине пуҫтарнӑ, вӑрмана илсе кайса янӑ.
Специалистсем пыл хурчӗсен ушкӑнне курсан ҫывӑха пымалла мар тесе ҫирӗп асӑрхаттараҫҫӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет ҫурӑра Шупашкарти Ишлей тӑкӑрлӑкӗнче пушар пулнӑ. Унта "Аврора" тулли мар яваплӑ обществӑн склачӗ ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
Складра упраннӑ эрех-сӑра ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм ҫавӑн пекех шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Хальлӗхе тӑкак мӗн чухлӗ пулнине шутламан.
Сӑмах май, иртнӗ талӑкра республикӑра 9 пушар пулнӑ.
Паян ҫур ҫӗр иртсен Сӗнтӗрвӑрри хулинче 58 ҫулти хӗрарӑм хуҫалӑхӗнче пушар тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫитиччен ҫулӑм ҫурта, сарая ярса илнӗ.
Пушарпа 1 сехет ытла кӗрешнӗ. Шел, ҫурта, сарая упраса хӑварма май килмен - вӗсем ҫунса кӗлленнӗ.
Кил хуҫи хӗрарӑмӗн 15 ҫулти мӑнукӗн хулпуҫҫи кӑштах пиҫсе кайнӑ. Пульницӑна илсе кайма сӗнсен вӑл килӗшмен.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 810 пушар пулнӑ. Вӗсенче 39 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкар хулинче водитель ӳсӗр водителе тытса чарнӑ.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун каҫхи тӑхӑр сехетре Богдан Хмельницкий урамӗнче «Lada Xray» тата «ВАЗ-2109» автомобиль ҫапӑннӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «тӑххӑрмӗшӗн» водителӗ ҫул паман, унтан вӑл пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тапса сикнӗ.
Кӑштахран ҫав автомобиле Улатӑр шосси ҫинче куракан пулнӑ. Фарӑсене ҫутатса пыракан машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине туха-туха кайнӑ. Ҫавна асӑрхасан пӗр арҫын йӗрке хуралҫисене систернӗ, хӑй вара ҫав машина хыҫҫӑн йӗрлесе пынӑ. Лешӗ чарӑнса ларсан автомобиле чӗртмелли уҫҫа чупса пырса туртса илнӗ. 43 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. 29 ҫулти ҫамрӑк вара ӑна тытса чарма пулӑшнӑ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать. Ҫак кунсенче путса вилекенсем те нумайланнӑ. Канмалли кунсенче 3 инкек пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Янӑшкассинче 1980 ҫулта ҫуралнӑ арҫын путса вилнӗ. Тепӗр кун республикӑра икӗ ҫын шыва путнӑ. Ирхи 4 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ районӗнчи Березовкӑра 23-ри каччӑн пурнӑҫӗ шывра татӑлнӑ. Кӑнтӑрла Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вӑл Муркаш районӗнчи Катӑкуй ялне килнӗ пулнӑ. Арҫын уҫӑлас тесе пӗвене шыва кӗме кайнӑ та таврӑнман.
Палӑртмалла: ку таранччен республикӑра 21 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ - ачасем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |