Шупашкар тӑрӑхӗнче пурӑнакан 63 ҫулти сунарҫӑна 40 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Ҫав арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, влаҫ ҫыннине хирӗҫ тӑнӑшӑн суд тенкелӗ ҫине лартнӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче арҫын Ишлей патӗнчи сунар ҫӗрӗ ҫинче ҫӳренӗ. Унӑн автомобиль салонӗнче авӑрланӑ пӑшал (вӑл ятарлӑ сумкӑра выртман) пулнӑ. Ку вӑл саккуна административлӑ майпа пӑсни пулать.
Сунарҫӑна Чӗрчунсен тӗнчине тата ятарласа хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорине сыхлас тата упрас енӗпе ӗҫлекен дирекци инспекторӗ тытса чарнӑ. Хӑйне административлӑ майпа явап тыттарассине пӗлсен 63 ҫулти арҫын инспектора хирӗҫ тӑнӑ. Апла пулин те инспектор парӑнман.