Ултавҫӑсем пӗр талӑкра Чӑваш Енри икӗ тухтӑра улталанӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти врач патне больницӑри заведующи шӑнкӑравланӑ, вӑл ӑна право хуралӗн органӗсенчен шӑнкӑравлӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ. Ют ҫын, чӑн та, шӑнкӑравланӑ. Ҫавӑнпа медицина ӗҫченӗ Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗпе пуплетӗп пуль тесех калаҫнӑ. Ҫав этем хушнипе арҫын тӗрлӗ банкри хӑйӗн укҫине, пурӗ 2 миллион тенкӗ ытла, тӗрлӗ банкомат урлӑ куҫарнӑ.
Шупашкарти медицина сестри вара ӗҫтешне пулӑшас тенӗ. Лешӗ укҫине интернет-биржӑна хунине пӗлтернӗ. Улитавҫӑсем лешне укҫана каялла илес тесен поручитель карттин реквизичӗ кирлӗ тесе ӗнентернӗ. Банк карттин ревизитне пӗлнӗ хыҫҫӑ ултавҫасем инҫеит ҫыхӑну мелӗпе медсестар ячӗпе 1,5 миллион тенкӗ ытла кредит илнӗ, укҫана хӑйсен счёчӗ ҫине куҫарнӑ.