Ӗнер каҫхине Шупашкар районӗнчи Тутаркассинче 20 ҫулти хӗре машина ҫапса кайнӑ. Ку 21 сехетре пулнӑ. Водитель вырӑнтан тарнӑ.
Хӗр суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ӑна таптанӑ машина ВАЗ-21099, кӗмӗл тӗслӗ. Авари вырӑнӗнче фара ванчӑкӗсем тӑрса юлнӑ.
Водителе часах шыраса тупнӑ. Ӑна Шупашкар районӗнчи Шорчекасси уйӗнче тытса чарнӑ. Водитель 18 ҫулта, унӑн водитель прави ҫук.
Паян Шупашкарта троллейбус ҫунма пуҫланӑ. Ҫакна курнӑ ҫын ӳкернӗ видео «Ютуба» лекнӗ.
Ку пӑтӑрмах паян Шупашкарти «Ҫутҫанталӑк» лавкка» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ патӗнче пулнӑ. Видеона пӑхсан ҫакӑ паллӑ: салонра ҫулӑм ялкӑшать, ӑна пушарнӑйсем киличчен ятарлӑ хатӗрпе сӳнтерме май килнӗ.
Сӑмах май, Шупашкарта автобуссем ҫуннӑ тӗслӗх те темиҫе хутчен пулнӑ. Кӑҫал кӑна 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекен 2 автобусра ҫулӑм тухнӑ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн экс-ертӳҫине коррупципе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахшӑн явап тыттарасшӑн.
Пултарулӑх коллективне 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен 2020 ҫулхи ака уйӑхӗччен ертсе пынӑ арҫын артистсенчен преми ыйтнӑ. Укҫа хуҫалӑхра усӑ курма кирлӗ тесе ӗнентернӗ. Ҫапла вӑл 105 пин ытларах тенкӗ ыйтса илнӗ.
Артистсене дисциплина енӗпе явап тыттарассипе, соло номерсем памассипе, тухса ҫӳресе концерт кӑтартнӑ чухне илсе каймассипе хӑратса та сӗтев ыйтнӑ. 32,5 пинрен пуҫласа 44,5 пин тенкӗ таран. Кун пек вӑл 155 пин тенкӗ ыйтса илнӗ.
2019 ҫулхи утӑ-раштав уйӑхӗсенче пӗлӗшӗпе суя килӗшӳ тунӑ, унта лешӗ 15 тухья хатӗрлесе пама пулнӑ. Ӗҫшӗн 149 пин тенкӗ тӳленӗҫи тунӑ. Анчах тухьяна урӑх ҫын йӳнӗрехпе хатӗрлесе панӑ.
Ансамблӗн экс-ертӳҫине суд 6 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах эпир асӑнса хӑварнӑ ҫулсенче ансамбле Алмаз Якупов ертсе пынӑ.
Паян ирех Шупашкарта хваттер ҫуннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ирхи 8 сехет тӗлӗнче Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 38-мӗш ҫуртри пӗр хваттер чӳречинчен ҫӑра тӗтӗм явӑнса тухнӑ. Вӑл чи ҫӳлти, 9-мӗш хутри, хваттер пулнӑ.
Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Вырсарникун, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхи 3 сехетре Шупашкар районӗн Шорчекасси ялӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗнче пахча ҫимӗҫ упрамалли складра пушар тухнӑ.
Ҫулӑм 160 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Юрать-ха, ӑна часах, 45 минутран, сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 4 техника пурнӑҫланӑ.
Ял хуҫалӑх предприятийӗ чутах пахча ҫимӗҫсӗр юлман вӗт. Складра упраннӑ тыр-пула, ҫӗрулмие – пӗтӗмпе 70 тонна ытла – упраса хӑварма май килнӗ.
Паян ирпе ирех Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ.
«Форд Фокус» машина Хусан еннелле кайнӑ. Ҫӗнӗ Катӗк ялӗ тӗлӗнче водитель машинӑсем хирӗҫ килекен ҫул ҫине сиксе тухнӑ та фурӑпа пырса ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке лекнисем пурте чӗрех юлнӑ. Ҫапах та ҫӑмӑл машинӑри водительпе пассажир-хӗрарӑм хытӑ суранланнӑ. «Форд Фокус» водителӗ правасӑр пулнӑ, руль тытма вӑл вӗренсе тухман. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсем ӑна пӗрре тытса чарнӑ та пулнӑ...
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 16 сехет ҫурӑра "Мускав - Ӗпхӳ" М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. "Скания" рулӗ умӗнче ларнӑ 59 ҫулти водитель малта пыракан ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ. "Опел" машинӑра Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти арҫын тата унӑн 7-ри ывӑлӗ пулнӑ. Вӗсем суранланнӑ. Ашшӗне тухтӑрсем пулӑшнӑ та киле янӑ, ывӑлне вара пульницӑна вырттарнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: фура водителӗ ӳсӗр пулман.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 20 минутра Шупашкарта пӗр арҫынна тытса чарнӑ. Трактор тӑвакансен проспектӗнче рейда тухнӑ йӗрке хуралҫисем пӗр ҫынна асӑрханӑ, ун аллинче пӑшал евӗр япала пулнӑран пакунлисем чарӑннӑ. Анчах вӗсене курсан арҫын тарма хӑтланнӑ та май килмен.
Урама тухиччен ҫав арҫын каҫхи клубра пулнӑ. Хӑйне йӗркесӗр тытнӑран ӑна унтан тухса кайма ыйтнӑ. Ҫавна кура револьвертан сывлӑшалла пенӗ. Хӗҫпӑшал пульӑсӑр пулнӑ.
Арҫын йӗрке хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ револьвера Мускавра туяннӑ.
Пуҫтахланнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче 24 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тискер ӗҫе 16-ри каччӑ тунӑ тесе ӑна тытса чарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри каччӑ юпан 6-мӗшӗнче 24 ҫулти арҫын пурӑннӑ ҫурт картишне килнӗ. Хайхискерсем унччен хирӗҫнӗ пулнӑ. Ҫав кун пырсан кӗҫӗнни аслине хӗнеме пуҫланӑ.
Суранланнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах тухтӑрсем пулӑшсан та вӑл юпан 20-мӗшӗнче сывлама пӑрахнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 13 сехетре Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкексӗр вӗҫленмен.
Пушарта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 54 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ тата унӑн 73-ри кӳршӗ хӗрарӑмӗ сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ.
РФ СКн Чӑваш Енри следстви органӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар кӑмака хутнӑ чухне асӑрханманнипе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |