Паян 13 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ районӗнче Ҫиҫӗмкасси тата Пӗчӗк Упакасси ялӗсен хушшинче шкул автобусӗ аварие лекнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Сандеро" водителӗ руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та "Газельпе" ҫапӑннӑ. "Газельре" Пысӑк Упакасси ялӗнчи шкула ҫӳрекен ачасем пулнӑ.
5 ҫын аманнӑ: шкул автобусӗнчи 16-ри ача тата соцӗҫчен, "Сандеро" машинӑри водитель тата икӗ пассажир.
Прокуратура тӗрӗслев ирттерет. "Сандеро" водителӗ ӳсӗр пулма пултарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта ирхи 6 сехетре маршруткӑпа ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ.
Социализмла урамри 19-мӗш ҫурт тӗлӗнче «Renault Kangoo» автомобильпе 43-мӗш маршрутка инкеке лекнӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек минивэнӑн 58 ҫулти водителӗн айӑпне пула сиксе тухнӑ. Вӑл дистанцие пӑхӑнман. Машинӑра ларса пынӑ 30 ҫулти хӗрарӑм-пассажир аманнӑ. Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле сипленме янӑ.
Маршруткӑра пассажирсем пулман.
Шупашкарти Павлов мичман урамӗнче 5-мӗш ҫуртра пурӑнакан ҫемье газпа наркӑмӑшланнӑ. Ку нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ.
Ҫемье – аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫын тата икӗ ача – 5 хутлӑ ҫуртӑн пӗрремӗш ҫуртӗнче пурӑнать.
Аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫынна – Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине, ачасене Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Паян кӑнтӑрла Ҫӗмӗрле хулинче лавкка ҫуннӑ. Щербаков урамӗнчи "Спектр" лавккан складӗнче ҫулӑм тухни пирки 12 сехет те 35 минутра пӗлтернӗ.
Вырӑнта ҫӑлавҫӑсем, полицейскисем, электриксемпе газовиксем те ӗҫленӗ. Васкавлӑ медпулӑшу та ҫитнӗ.
Юрать, пушарта шар курнисем пулман.
Шупашкар хулинче пӗр рабочи ӗҫре йывӑр суранланнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче 10 сехет те 30 минутра пулса иртнӗ. Хулари Зоя Яковлева урамӗнче нумай хваттерлӗ ҫурт тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен электрогазосварщик 4-мӗш хутран 2-мӗш хута персе аннӑ. Арҫын вентиляци шахтине кӗрсе ӳкнӗ.
Инкек хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, строительство организацийӗнче ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ специалистсем ҫителӗклӗ тӑрӑшман.
Шупашкар хулинче пурӑнакан темиҫе ватӑ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Хайхисене тӑванӗсем пӑтӑрмаха лекнӗ, вӗсене пулӑшас тесен укҫа кирлӗ тесе телефонпа хӑратнӑ. Ҫапла майпа 62 ҫултан пуҫласа 85 ҫулсенчи 5 ватӑ улталаннӑ. Унтан вӗсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
80-ри кинемей, сӑмахран, курьера 500 пин тенкӗ тыттарнӑ янӑ. Ӑна хӗрӗ машинӑпа инкеке лекнӗ, пуҫиле майпа явап тыттарасран укҫа парсан ҫӑлӑнса юлма пулать тесе ӗнентернӗ.
Ҫавӑн пек меслетпе ватӑсене 900 пин тенкӗлӗх улталанӑ.
Ҫӑмӑл укҫа ӗҫлесе илме май пурри ҫинчен 24 ҫулти каччӑ тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳ тӑрӑх пӗлнӗ. Укҫан 10 процентне вӑл хӑйӗн кӗсйине чикнӗ, ыттине «ӗҫпе тивӗҫтерекенсене» куҫарса панӑ.
Паян Шупашкарта Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра вӑйлӑ пушар пулнӑ. Унта 3 пӳлӗмлӗ хваттер, распашонка, ҫуннӑ.
Пушар 6-мӗш хутри хваттерте тухнӑ. Ҫулӑм ҫӳлти хваттер ҫине те куҫнӑ.
Пушар вӑхӑтӗнче ҫывӑхри ҫулпа транспорта ытлах ҫӳреттермен. Вырӑнта пушарнӑйсем, полицейскисем, васкавлӑ медпулӑшу ӗҫленӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта пурӑнакан 78 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер такамсем унӑн банкри укҫине хапсӑннине пӗлтернӗ. Ватӑскере кун пирки никама та калама хушман.
Палламан ҫын хӗрарӑма банкри укҫине илсе урӑх счетсем ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла хӗрарӑм 10 млн тенкӗ куҫарнӑ.
Кунпа кӑна ҫырлахман ултавҫӑсем. Хӗрарӑмӑн хваттерне салук хурса такам кредит илме хӑтланать-мӗн. Ӑна хваттере часрах йӳнӗрехпе сутса укҫине куҫарма хушнӑ. Ҫапла хӗрарӑм тепӗр 3 млн тенкӗ куҫарнӑ.
Вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине 3 эрнерен кӑна ӑнланнӑ.
Правительство ҫурчӗ банкетсемпе фуршетсем ирттерме укҫа уйӑрма палӑртнине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫав хыпарта пӗлтӗр ку тӗллевпе хыснаран 1 млн та 250,6 пин тенкӗ кайнине, кӑҫал вара тӑкак ӳсессине каланӑччӗ. Асӑннӑ сумма 2 миллион та 200 пин тенкӗпе танлашассине пӗлтернӗччӗ.
Банкетсемпе фуршетсем ирттерме тӳре-шара тендер ирттерессине хыпарланӑ хыҫҫӑн конкурса кӑштахран пӑрахӑҫланӑ. Ҫакна тӳре-шара тендер пирки хыпарланӑ специалист килӗшӳре йӑнӑш цифра кӑтартнипе сӑлтавланӑ. Ҫав этем астумасӑр 2,2 миллион тенкӗ тесе ҫырса хунӑ-мӗн, халӗ ӑна уншӑн явап тыттарасшӑн имӗш.
Ҫӗркаҫ, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пурӑнакансем ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ку хыпара «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫ ҫӗркаҫ хыпарланӑ тӑрӑх, ҫутӑ 21 сехет те 2 минутра сӳнсе ларнӑ. Тепӗр сехетрен те ҫутӑ пулман.
Сӑмах май каласан, хулара ҫутӑ сӳнсе ларсан
8 (8352) 58-01-28, 58-03-01 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ. Асӑннӑ номерсем Шупашкар хулин электросечӗн хӗрӳ линийӗ шутланаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |