Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ачча ялӗнче арҫын ҫӳп-ҫап ҫунтарас тенӗ те пӳртсӗр тӑрса юлнӑ.
Вӑл ҫӳп-ҫап ҫунтарма пуҫланӑ та ҫулӑм типӗ курӑ тӑрӑх кайса ҫурт патне ҫитнӗ. Ҫурчӗ кӑна мар, хуралтӑ таврашӗсем те ҫунса кӗлленнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви юлашки талӑкра республикӑра 8 пушар пулнине палӑртнӑ.
Ӗнер 20 сехет 10 минутра Етӗрне районӗнчи Совхозный поселокӗ ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 18 ҫулти водитель транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та "Сканийӑпа" ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн ҫамрӑк водитель КамАЗ ҫине пырса кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах 38 ҫулти водитель "Опель" машинӑпа "Скания" ҫине пырса тӑрӑннӑ.
18 ҫулти каччӑ авари вырӑнӗнчех вилнӗ. "Опель" машинӑри 9 ҫулти ачан хырӑмӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чувашская Республика», «Олег Николаев/Чувашия» ушкӑнсенче тӳрӗ эфир ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: вӑл 11 сехетре пуҫланнӑ.
Анчах эфир вӑхӑтӗнче Интернет-ҫыхӑнура пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Уншӑн Олег Николаев Телеграмри хӑйӗн каналӗнче ҫынсенчен каҫару ыйтса ҫырнӑ май кӑлтӑк сӑтавне тишкерсе тивӗҫлӗ йышӑну тума шантарнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл телеверсие паян Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн эфирӗнче 20 сехет те 30 минутра пӑхма сӗннӗ.
Шупашкарти 151-мӗш ача пахчинче ӗнер, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, пушар тухнӑ. Унта веранда хыпса илнӗ.
«PROГород» кӑларӑма халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара 19 сехет те 20 минутра Эгер бульварӗнчи 7-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ ача пахчинче асӑрханӑ. Пушарпа кӗрешекенсем инкек вырӑнне васкавлӑн пырса ҫитнӗ, пушара вӗсем ҫийӗнчех сӳнтернӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 19 сехет те 45 минутра Канаш хулинчи Чукунҫул урамӗнче авари пулнӑ: ҫуран утакан икӗ ҫынна машина ҫапса хӑварнӑ.
ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем ҫулпа транспорт кайнӑ май утнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем ҫине «Алмера» машина пырса кӗнӗ.
Пӗр ҫынна, суранланнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ. Теприне тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
Шупашкарта васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗнче ӗҫлекен водительсем хӑйсен кӑмӑлсӑрланӑвне видео ҫине ӳкерсе илсе тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ.
Арҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем шалу пӗчӗк пулин те ӗҫри машинӑсем валли хӑйсен укҫипе саппас пайсем тата кирлӗ ытти япалана туянаҫҫӗ. Яваплисенчен темиҫе хутчен те ыйтни усси пулман. Ушкӑнпа пухӑнса ҫӑхав ҫырнӑ хыҫҫӑн вӗсене премисӗр хӑварнӑ.
Ӗҫлекенсем ҫитменнипе васкавлӑ пулӑшу машинисем вырӑна каясси тӑсӑлса каять иккен, апла пулин те хут ҫинче 20 минут тесе кӑтартаҫҫӗ.
Видеона курнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗ ку лару-тӑрӑва хай тӗрӗслеме шантарнӑ.
Шупашкарта вӑйпитти арҫын кинемее ҫаратнӑ.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 81 ҫулти кинемей йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Урамра ун патне пӗр арҫын пырса пулӑшма сӗннӗ иккен. Ватӑ ҫын килӗшнӗ. Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫуртӑн подъездне кӗрсен кинемей лифт кнопкине пуснӑ, ҫав вӑхӑтра арҫын ватӑ ҫыннӑн сумкине туртса илсе тухса тарнӑ.
Ватӑ ҫынна ҫаратакан арҫынна пакунлисем кӗҫех тытса чарнӑ. Ҫав ҫын 38 ҫулти этем иккен. Вӑл ҫавӑн пек преступленисемшӗн унччен судпа айӑпланнӑ. Кинемей сумкипе докуменчӗсене Бауман вӑрманӗнче персе хӑварнӑ, сумкӑри 1900 тенке тӑкакланӑ.
Палламан ырӑ ҫынсем документсене тупнӑ та кинемее пырса панӑ.
Юр ирӗлсе ҫӗр тухрӗ кӑна – республикӑра типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗх пулнине палӑртнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек тӗслӗх ӗнер, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче пулнӑ. Унта Хватукасси ялӗ ҫывӑхӗнче 16 сехет те 15 минутра типӗ курӑк ҫуннине палӑртнӑ. Вӑл 100 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне 38 ҫулти хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӑл хӑйӗн машинипе пӗрле ҫухалнӑ.
Тепӗр кунхине «тимӗр урхамаха» гараж кооперативӗнчен инҫех мар тупнӑ. Салонра юн йӗрӗсем пулнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следовательсемпе криминалистсем оперативлӑ ӗҫленӗрен пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хӗрарӑма та тупнӑ. Анчах виллине ҫеҫ. Вӑл шӑтӑкра выртнӑ. Хӗрарӑмӑн телефонне тишкерсе, видеокамерӑсене пӑхса ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна та палӑртнӑ: вӑл – унӑн 39 ҫулти пӗлӗшӗ.
Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пушӑн 20-мӗшӗнче каҫхине вӑл ӳсӗр пулнӑ, хӗрарӑмпа машинӑра ларнӑ. Хайхискерсем вӑрҫӑнса кайнӑ, арҫын хӗрарӑма пӑвса вӗлернӗ. Преступлени йӗрне пӗтерес тесе вӑл шӑтӑк шыраса тупнӑ, унта вилене пенӗ те ҫиелтен хӑмасемпе хупланӑ. Кайран хӗрарӑмӑн япалисене тӗп тунӑ, машинине ҫын ҫӳремен вырӑна кайса лартнӑ.
Паян 7 сехет те 25 минутра М-7–Туҫи–Куснарпуҫ ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗньял ялӗ ҫывӑхӗнче «Киа Спектра» водителӗ руле итлеттереймесӗр ҫул ҫинчен тухса кайнӑ та плотинӑн юхмалли вырӑнне персе аннӗ.
49 ҫулти водителе, аманнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн правине туртса илнӗ пулнӑ. Каярахпа ҫак арҫын пульницӑра вилнине хыпарланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |