Шупашкар хулинчи йӗрке хуралҫисене паян, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ирхи 6 сехетре хулара ӳсӗр водителе асӑрхани пирки систерекенсем тупӑннӑ.
«Mерседес» автомобиле тытса пыракан водитель пакунлисем чарӑнма ыйтнине итлемен, вӗсенчен тарса ӳкме хӑтланнӑ. Етӗрне шоссипе Университет урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта машина светофор тӗлӗнче чарӑннӑ «Форд Фокус» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Инкекре «Фордӑн» 28 ҫулти водителӗ тата салонти пассажир аманнӑ, вӗсене больницӑсене ӑсатнӑ.
«Mерседес» машинӑна тытса пынӑ 33 ҫулти арҫынна руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн 2020 ҫулта явап тытарнӑ иккен-ха, ун чухне хайхин водитель правине туртса илнӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 56 ҫулти арҫын 2,5 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Йӑлтах — ҫынна шаннипе.
Арҫын йӗрке хуралҫисене пӗтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗнче ун патне Мускаври право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫын (шӑнкӑравлаканни хӑйӗнпе ҫавӑн пек паллаштарнӑ) ҫыхӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Хӗрарӑм унран тӗнче тетелӗ урлӑ медицина таварӗ туяннипе кӑсӑкланнӑ. Арҫын илнине пӗлтерсен сутуҫӑна явап тыттарассине, фирма клиенчӗсене ҫур миллион тенкӗ компенсаци тӳлессине пӗлтернӗ.
Арҫынтан тӗрлӗ сӑлтав тупса икӗ уйӑх хушши укҫа ыйтнӑ, ҫывӑх вӑхӑтра ун патне инкассатор машини ярса пама шантарнӑ, вӑл вара компенсаци укҫине тавӑрса парӗ тесе ӗнентернӗ.
Арҫын тусӗсемпе пӗлӗшӗсенчен 2,5 миллион тенке яхӑн кивҫен илсе палламан ҫынсем каланӑ счётсем ҫине куҫарса янӑ. Ултавҫӑсен капкӑнне лекнине вӑл хӑйӗнчен тата тепӗр ҫур миллион тенкӗ ыйтсан тӗшмӗртсе илнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм самокат ҫинчен персе анса аманнӑ.
Пӑтӑрмаха вӑл «Канаш-Ҫӗнӗ Туҫа-Славаш» ҫулпа пынӑ чухне лекнӗ.
Анат Вӑрманъял ялӗ тӗлӗнче вӑл ҫул ҫине йӑтӑнса аннӑ. Пуҫне амантнӑ хӗрарӑма больницӑна ӑсатнӑ.
Паян 20 сехет 6 минутра Шупашкарта хӗр 7-мӗш хутран ӳкнӗ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах Ленин Комсомолӗн 34/8-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче пулнӑ. Хӗр ӳксен хускалнӑ - чӗрӗ пулнӑ. Вӑл 30-35 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Вырӑна кӗҫех васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ.
Шупашкарта 9 ҫулти ача газ сӗрӗмӗпе вилнӗ тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, ҫурта пӑхса тӑракан должноҫри ҫынсем саккуна пӑснӑ: шыв ӑшӑтакан хатӗр тата вентиляци тытӑмӗ йӗркеллӗ ӗҫлессине тивӗҫтермен.
Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Декабристсен урамӗнчи пӗр хваттерте 9-ти ача газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Вӑл хваттертех сывлама пӑрахнӑ. Амӑшне вырӑнтах медпулӑшу панӑ. Ачан иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшне, 18-ти каччӑна, реанимацие илсе кайнӑ.
Пӑрачкав районӗнчи япӑхса пӗтнӗ ҫулшӑн яваплисене тупнӑ. Вӗсене вырӑнти прокуратура явап тыттарӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тӑрӑхри Рындино тата Шадриха ялӗсем хушшинчи ҫул шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ.
Пӑтӑрмахшӑн надзор органӗ Чӑвашупрдорпа «Дортех» организацие асӑрхаттару хучӗсем ҫырса панӑ. Ҫула тивӗҫлипе тытса тӑманшӑн вӗсене административлӑ майпа явап тыттарса штрафлама палӑртаҫҫӗ.
Паян Шупашкарти Ярославль урамӗнчи 64-мӗш ҫуртра инкек пулнӑ. Ирхи 10 сехетре пӗр хваттерти 3 ҫын газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланни пирки пӗлтернӗ.
Шел те, 9 ҫулти арҫын ача вилмеллех наркӑмӑшланнӑ. Унӑн 38 ҫулти амӑшне пульницӑна илсе ҫитернӗ. Арҫын ачан иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ, 18 ҫулти каччӑ, реанимацире. Унӑн сывлӑхӗ йывӑр.
Ҫакӑ паллӑ: хваттерте шыв ӑшӑтмалли газ колонки пур. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вентиляци лайӑх ӗҫлемен. Халӗ ӗҫ-пуҫа тишкерӗҫ, ҫурта пӑхса тӑракан управляющи компанийӗн, газ службин ӗҫне хак парӗҫ.
Пӗлтӗрхи кӗркунне Шупашкарти пӗр арҫын 8 пин тенкӗ тӑракан телефонне ҫухатнӑ. 33 ҫулти арҫын Энтузиастсен урамӗнчи гараж комплексӗнче пулнӑ. Телефона водитель алӑкне питӗрсе илмен машинӑри прибор панелӗ ҫинче 20 минутлӑха хурса хӑварнӑ.
Хаклӑ япалана Етӗрне районӗнчи 25 ҫулти каччӑ вӑрласа кайнӑ иккен. Вӑло ӑна телефон юсакан ӑстана сутса янӑ.
Телефона халӗ хуҫине тавӑрса панӑ.
Вӑрӑ ӗҫӗпе унччен те пӑтӑрмаха темиҫе хутчен ҫакланнӑ каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 2 сехет те 30 минутра Шупашкарта мотоциклист пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ.
38 ҫулти арҫын «Ямаха» мотоциклпа Гладков урамӗпе пынӑ чухне «Фольксваген Поло» автомашинӑпа ҫапӑннӑ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомобиле тытса пынӑ хӗрарӑм тӳрӗ ҫулпа пыракан мотоциклиста ирттерсе яман. Арҫын инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Сӑмах май каласан, унӑн водитель прави пулман, мотоцикла та кирлӗ пек регистрацилемен.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын кӑнтӑр кунӗнче ачине ҫухатнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Арҫын пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн 6 ҫулти хӗрӗ маршрут микроавтобусӗпе ӑнсӑртран пӗччен ларса кайнӑ.
Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫывӑхри наряда ура ҫине тӑратнӑ. Микроавтобус водителӗ полицейскисене хулари общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенчен пӗринче кӗтсе илнӗ.
Василий Канин ҫул-йӗр аслӑ инспекторӗпе Владимир Павлов инспектор хӗрачана полицин ҫывӑхри уйрӑмне лартса кайнӑ, унтан ачана ашшӗ илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |