Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 22 сехет те 45 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра пӗрремӗш хутри хваттер ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм телевизора, сӗтел-пукана, япаласене ярса илнӗ.
Хваттерте ҫав самантра икӗ ача пулнӑ: 4 ҫулти арҫын ача тата 2-ри хӗрача. Вӗсене урама чӳрече урлӑ кӑларнӑ. Хӗрача пиҫсе кайнӑ, пульницӑра сипленет. Ҫакӑ паллӑ: пушар вӑхӑтӗнче ачасем килте пӗчченех пулнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнӑран тухнӑ.