Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ӗнер, Муркаш районӗнчи Чуракасси ялӗнче пысӑк пушар пулнӑ. 43 ҫулти хӗрарӑм кил хуҫалӑхӗнче ҫулӑм тухни пирки 12 сехет те 34 минутра пӗлтернӗ. Пушар хуралтӑсенчен пуҫланнӑ.
Пушарнӑйсем ҫитиччен ҫулӑм сарая тата ҫурта ярса илнӗ. Хӑпартма пуҫланӑ пӳрт ҫине куҫас хӑрушлӑх та пулнӑ.
Ҫулӑма сӳнтерес ҫӗре 4 техника, 2 трактор хутшӑннӑ.
Хуҫалӑхра навес, ампар, ҫурт, сарай тата мунча ҫунса кайнӑ. Ҫӗнӗ хута яман пӳрт тӑрри сиенленнӗ. Шел те, выльӑх-чӗрлӗх те шар курнӑ: 22 ӗне ҫунса кайнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 14 сехет хыҫҫӑн Красноармейскинчи шкул, Ленин урамӗнчи 74-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑскер, ҫуннӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта путвалта ҫулӑм тухнӑ.
Шкулти спорт хатӗр-хӗтӗрӗ ҫунса кайнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Сӑмах май, ку шкулта тӗплӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа унта пуш уйӑхӗн вӗҫӗнченпе ачасем вӗренмеҫҫӗ.
Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи общежитире пушар пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсен унта пурӑнакансене эвакуацилеме тивнӗ.
Пушар тухни пирки ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 15 сехет те 29 минутра пӗлтернӗ. Ашмарин урамӗнчи 36-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче иккӗмӗш хутри кӑритурта шкап ҫунма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен 21 ҫынна урама кӑларнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, общежитири шкапа такам ятарласа чӗртсе янӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республикӑра вӑрманта пушар пулнӑ икӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗри Атӑл леш енче Шупашкар лесничествинче, тепри Комсомольски районӗнче Канаш лесничествинче пулнӑ.
Атӑл леш енчи пушара шупашкарсем те курнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру ведомстви пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ пушарӗ те ҫынсем ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран пулнӑ.
Ҫав кунах Шупашкар районӗнчи Сархурӑн ялӗнче типӗ курӑк тивсе кайнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче 50 ҫулти арҫын кил-хуҫалӑхӗнче электросамокат зарядкӑра ларнӑ чухне ҫунса кайнӑ. Каярахпа палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл йӗркеллӗ ӗҫлемен, авариллӗ лару-тӑрура пулнӑ.
Каҫхи 5 сехетре ача-пӑча электросамокачӗ гаражра зарядкӑра ларнӑ. Вӑл ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм гаражӑн шалти отделкине тата электропралука сиенлетнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта Элкер урамӗнче самокатпа пынӑ ача машина кустӑрми айне лекни пирки пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти «Экологи НПО» территоринче каллех пушар пулнӑ. Пушарнӑйсем киличчен предприяти ӗҫченӗ шар курнӑ. Вӑл ҫулӑма хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ.
Пушар ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине те пулнӑ. Икӗ кунран ав каллех ҫулӑм алхаснӑ. Унта ҫӳп-ҫап ҫуннӑ.
Пушарнӑйсем вырӑна 4 минутран ҫитнӗ. 7 техника ӗҫленӗ. 120 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи ҫӳп-ҫап ҫунса кайнӑ. Ҫулӑма сӳнтерме хӑтланнӑ чухне аманнӑ ҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: «Экологи НПО» лампӑсене, градусниксен, батарейкӑсене, ытти ӑпар-тапӑра утиле ярас тӗлӗшпе ӗҫлет.
Шупашкарти шкулта пушар пулнӑ. Чӑваш Енӗн Чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑм коррекци шкулӗнче сиксе тухнӑ.
Хусанкай урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ сывлӑх енчен хавшак ачасен 1-мӗш шкулӗнче пулнӑ. «Хӗрлӗ автан» ӗнер, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, кӑнтӑрла алхасма тытӑннӑ. Электрооборудованипе усӑ курас енӗпе йӗркене пӑснине пула кулер ҫунма тытӑннӑ. Пушар сӗтел-пукана сиенленӗ, стенасене хӑрӑмлатса пӗтернӗ. Тӑкак виҫине специалистсем палӑртӗҫ.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра Сосновкӑра «Травянка-1» сад юлташлӑхӗнче пушар пулнине те сӳтсе явнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушар ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 8 сехетсенче пулнӑ. 1981 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Улатӑр хулинчи виҫӗ ҫамрӑк ҫӗрле киле таврӑннӑ чухне пушар тухнине, шар курнӑ ҫынна пулӑшнине пӗлтернӗччӗ.
Улатӑр хулинче виҫӗ каччӑ пушарта ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсене вырӑнти администраци тав тунӑ.
Шӑматкун ҫӗрле виҫӗ каччӑ киле кайнӑ чухне Ҫӗнӗ урамри ҫуртра пушар тухнине асӑрханӑ. Вӗсем ҫухалса кайман, кӳршӗсене вӑратнӑ. Телее, пӗр кӳрши Светлана Тишенкова - тухтӑр. Вӑл тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, медиксем ҫитиччен пушарта шар курнӑ ҫынна пулӑшнӑ.
Каччӑсем - Максим Туркин, Александр Бечин тата Дмитрий Миронов аманнӑскере тепӗр ҫурта куҫарма пулӑшнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑра икӗ пушар пулнӑ, вӗсенче пӗр ҫын суранланнӑ.
Каҫхи 7 сехетре Ҫӗмӗрле хулинчи Чехов урамӗнчи ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Пушар сарая, мунчана тӗп тунӑ, ҫурт фронтонне сиенлетнӗ. Инкекре 1971 ҫулта ҫуралнӑ арҫын аманнӑ, унӑн ӳчӗн 80 проценчӗ пиҫсе кайнӑ.
Паян ҫур ҫӗр иртсен Канашра Толстов урамӗнчи йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Хальлӗхе пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ку таранччен республикӑра 568 пушар пулнӑ. Вӗсенче 31 ҫын вилнӗ, 41 ҫын аманнӑ. 56 ҫынна ҫӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |