Ҫӗрпӳ районӗнчи Мӑнҫурт ялӗнче пурӑнакансем пушарта шар курнӑ ҫемьене нимелле пулӑшаҫҫӗ. Халӑх нумай ачаллӑ ҫемьене инкекпе куҫа-куҫӑн хӑварман.
Ҫурта ҫемье нумаях пулмасть хӑпартса лартнӑ пулнӑ. Пушар вара ӑна йӑлтах тӗп тунӑ. Ҫулӑм мунчана ҫеҫ ярса илеймен. Ҫавна май ҫемье пушар хыҫҫӑн унта выртса тӑрать.
Ял ҫыннисем кӑмрӑк купине ҫаврӑннӑ пӳрте икӗ кунра тирпейлесе пуҫтарнӑ. Унтан никӗс янӑ. Нимелле ӗҫ вӗресе кӑна тӑнӑ.
Палӑртмалла: пушарта шар курнӑ ҫемьере 4 ача: пӗри ҫарта, тепри салтакран таврӑннӑ, иккӗшӗ шкула ҫӳреҫҫӗ.
Паян 18 сехет те 20 минутра Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнче ферма ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хура тӗтӗм пӗлӗтелле палкаса хӑпарнӑ. Урамра та ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ.
Мӗнле ферма ҫуннӑ? Ҫулам мӗнрен тухнӑ? Хальлӗхе кун пирки тулли информаци ҫук.
Етӗрне хулинчи общежитире икӗ арҫын виллине тупнӑ. Вӗсем 39-та тата 54 ҫулта пулнӑ. Арҫынсене пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак ӗҫе 52 ҫулти арҫын тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ. Вӑл – вӗсен пӗлӗшӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫурлан 5-мӗшӗнче вӗсем общежитире пурте пӗрле эрех ӗҫнӗ. Унтан хирӗҫсе кайнӑ. 52-ри арҫын пӗлӗшӗсене хӗненӗ, мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе темиҫе хут чикнӗ. Лешсем вилнӗ. Кун хыҫҫӑн пӳлӗмре ҫулӑм тухнӑ. Халӗ вӑл мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Мӑкшӑ Республикинчи заповедникре алхасакан пушара сӳнтерме Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем те кайнӑ. 80 ҫынран тӑракан аэромобильлӗ ушкӑн тата 13 техника кӳршӗ региона паян ирхине тухса кайнӑ. Ку йыша Шупашкарти, Вӑрмарти, Йӗпреҫри, ытти тӑрӑхри пушарнӑйсем кӗнӗ.
Юлашки даннӑйсене ӗненес тӗк, заповедникре ҫулӑм 850 гектар ҫинче алхасать. Сӑмах май, Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем 2010 ҫулта та Чулхула облаҫне вӑрман сӳнтерме кайнӑ. 2011 ҫулта Тутарстанра «Пӑлхар» теплоход путнӑ вырӑнта ӗҫленӗ. 2013 ҫулта вара Хабаровск крайӗнче ейӳпе кӗрешнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче пушар пулнӑ: унта ҫурт ҫунса кайнӑ. Ҫав пӳртре ватӑ мӑшӑр пурӑннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12 сехетре ялти пӗр ҫуртра ҫулӑм ялкӑшма тытӑннӑ. Упӑшкипе арӑмӗ пӳрт йӑлтах хыпса иличчен хӑш-пӗр япалана урама илсе тухма ӗлкӗрнӗ. Юрать-ха, хайсем те чӗрӗ-сывах.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 2 сехете яхӑн сӳнтернӗ. Шел те, ҫуртран нимӗн те тӑрса юлман. Юнашарти хуралтӑ таврашӗсем те ҫулӑмпа сиенленнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енре аҫа ҫапнине пула 5 пушар пулнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ – нумай хваттерлӗ ҫуртра.
Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 30-мӗш тата 32-мӗш ҫуртсенче ҫиҫӗме пула тӗпелти техника сиенленнӗ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрӑмту ялӗнче ҫурта аҫа ҫапнӑ. Пӳрт тӑрри тата шалти отделка сиенленнӗ. Красноармейски районӗнчи Дворик ялӗнче те ҫурта аҫа ҫапнӑ. Йывӑҫ пӳрт кӗле ҫаврӑннӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӗрмер ялӗнче 1 тонна утӑ хунӑ сарай ҫунса кайнӑ.
Шупашкар хулинчи Граждан урамӗнче хальхи вӑхӑтра ҫул юсас ӗҫ малалла пырать. Унти ӗҫ-пуҫпа хулари тӳре-шара та паллашса тӗрӗслесех тӑрать. Паян вара асӑннӑ урамра газ пӑрӑхӗнчен газ тапса тухнӑ, вут-ҫулӑм алхасма тытӑннӑ.
«Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑма шывпа сӳнтернӗ. Ун валли пӗр сехете яхӑн вӑхӑт кирлӗ пулнӑ.
Маларах эпир асӑннӑ ҫӑлкуҫ шухӑшланӑ тӑрӑх, экскаватор пӗчӗк пусӑмлӑ газ пӑрӑхне лектерме пултарнӑ.
Ҫынсем вилмен, анчах темиҫе рабочи кӑштах пиҫсе кайнӑ-мӗн.
Пӑтӑрмах сӑлтавне прокуратура тӗрӗслет.
Улатӑрти ҫӳп-ҫап полигонӗнче пушара халӗ те сӳнтереймен. Унта тӗтӗм йӑсӑрланать – ҫапла пӗлтернӗ «Советская Чувашия» хаҫата хула ҫыннисем.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнчех ҫунма пуҫланӑ вӑл. Ҫав вӑхӑтра республикӑра шӑпах шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап малтан шалтан ҫунма тытӑннӑ, кайран ҫиеле тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма ҫав кунах сӳнтернӗ, анчах тӗтӗм йӑсӑрланма пӑрахман-ха.
Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, полигона пӗрмай тӑпра турттараҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 13-21-мӗшӗсенче унта 200 тонна тӑпра кайса тӑкнӑ. Тӳре-шара пушара сӳнтерме хушма техника та уйӑрнӑ.
Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫакӑ палӑрнӑ: ҫӳп-ҫап полигонне тӗрӗс мар пӑхса тӑнӑран та пушар тухма пултарнӑ – ҫӳп-ҫапа вӗтетмен, таптаман тата тӑпрапа хупламан. Ҫитменнине, шӑрӑх ҫанталӑкра ҫӳп-ҫапа нӳретмешкӗн шыв сапман. Пӗр сӑмахпа, полигона пӑхса тӑракан организаци ҫӳп-ҫап хӑй тӗллӗн ҫунма ан тытӑнтӑр тесе мерӑсем йышӑнман. Ҫавна май прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Етӗрнере ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Пушарта йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Пушар тухнине кӳршисем курнӑ та пушарнӑйсене чӗннӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм мунчаран тухса ҫурт ҫине куҫма пултарнӑ.
Ҫемьене халӗ тумтир кирлӗ. Пӗтӗмпе – 6 ҫын. Арҫын тата хӗрарӑм тумтирӗ, хӗрачасемпе арҫын ача валли тӑхӑнмалли кирлӗ. Ашшӗн ури калӑпӑшӗ – 43-мӗш, тумӗ – 50-52-мӗш. Амӑшӗн ури - 38-39-мӗш, тумӗ – 48-мӗш. Йӑмӑкӗн ури – 33-мӗш, тумӗ – 40-мӗш. Ҫемьери хӗрӗн ури 36-мӗш, тумӗ 46-мӗш. Арҫын ача 10-ра, 140 сантиметр ҫӳллӗш, ури – 36-мӗш калӑпӑшлӑ. 8 ҫулти хӗрачана та 30-31-мӗш калӑпӑшлӑ пушмаксем кирлӗ, хӑй 122 сантиметр ҫӳллӗш.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнче хуҫасӑр арман ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Арман Хуруй ялӗ хӗрринче ларать. Вӑл ҫунма тытӑнсан пушарнӑсем часах ҫитнӗ. Юрать-ха, арман ҫунса кӗлленмен, ӑна упраса хӑварма май килнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арманти пушар ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран тухнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 976 пушар тухнӑ, вӗсенче 59 ҫын вилнӗ, 49 ҫын суранланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |