Ҫӗрпӳ хулинче пӗр ҫуртӑн балкон айӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑма пушарнӑйсем, ҫынсем сӳнтернӗ.
Ку паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 15 сехетре Никитин урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра пулнӑ. Иртен-ҫӳрен пӗрремӗш хутри балкон айӗнче ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унта ҫамрӑксем ларма юратаҫҫӗ, унтах пирус туртаҫҫӗ.
Юрать-ха, ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтернӗ. Иртен-ҫӳрен те пушарнӑйсене пулӑшнӑ.
Шупашкарта каллех автобус ҫунма пуҫланӑ. Каллех – ҫӗнни. Нумаях пулмасть 26-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑччӗ.
Паян 10 сехет те 40 минутра Ленин проспектӗнчи 61-мӗш ҫурт патӗнче 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус мӑкӑрланма пуҫланӑ. Салонран ҫынсем урама чупса тухнине иртен-ҫӳрен ӳкернӗ, видеона «Про Город» хаҫата ярса панӑ.
Салонра пӗр 15 ҫын пулнӑ. Тепӗр 10 минутран автобус мӑкӑрланма пӑрахнӑ, водитель мӗн пулнине тӗпченӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти сӗтел-пукан фабрикисенчен пӗринче пушар тухнӑ. Ҫулӑм ирхине, 9 сехет те 35 минутра, алхасма тытӑннӑ. Инкек вырӑнне вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем ҫийӗнчех персе ҫитнӗ.
Пушар Шупашкарти Ҫул-йӗр проездӗнчи 4-мӗш «А» ҫуртра тухнӑ. Унта сӗтел-пукан туса кӑларакансен производстви вырнаҫнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушар вырӑнӗнче пушара сӳнтермелли тӑватӑ техникӑпа ӗҫленӗ. Вут-ҫулӑма ҫӗнтерме пӗр сехет ҫурӑна яхӑн вӑхӑт кирлӗ пулнӑ.
Пушарта ҫынсем шар курман.
Дача чӗртсе янӑ ҫамрӑка икӗ ҫуллӑха колони-поселение ӑсатӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑннӑ суд. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Усал ӗҫе 26 ҫулти каччӑ кӑҫалхи ҫулла, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, тунӑ. Ҫав кунхине вӑл хӑй паллакан хӗр патне «Ивушка» пахча юлташлӑхне ҫул тытнӑ. Хӗр кӑмӑлӗ пирки пӗлместпӗр те, пикен амӑшӗ каччӑна кӑмӑлсӑр кӗтсе илнӗ. Вӑл ӑна хӑваласа ярас тенӗ. Каччӑ ҫавӑншӑн ҫурӑлса каясла тарӑхнӑ курӑнать. Хӗрӗн ҫемйине вӑл усал тӑвас шухӑш тытнӑ. Тавӑрас шухӑшпа дачӑри верандӑна тата мунчана чӗртсе янӑ. Ҫемье 112 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче полици майорӗ Андрей Сергеев, полици капитанӗ Сергей Пахомов тата аслӑ прапорщик Александр Порфирьев Канаш хулинчен яла ӗҫпе кайма тухнӑ. Вӗсем патне маларах шӑнкӑрав ҫитнӗ: Хучел ялӗнче ҫынна хӗненӗ-мӗн.
Ҫул ҫинче вӗсем пӗр хуҫалӑхра, сарайӗнче, ҫулӑм алхаснине асӑрханӑ. Юнашарах ҫурт, мунча пулнӑ. Полицейскисем ҫывӑракан ҫемьене тата кӳршисене вӑратнӑ. Пушарнӑйсем киличчен хӑйсемех ҫулӑмпа кӗрешнӗ.
Кайран ҫулӑм ӑҫтан тухнине палӑртнӑ. Сарая Тӑвай районӗнчи 25 ҫулти арҫын чӗртсе янӑ иккен. Вӑл ҫемьери ҫынпа пӗр чӗлхе тупайман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫемьене 250 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Шупашкарти офиса чӗртсе янӑ. Пӑтӑрмах паян, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Хулан Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ирхи 3 сехет тӗлӗнче патрульпе пост службин ӗҫченӗсем Эльгер урамӗнчи ҫуртсенчен пӗрин патӗнчен чупса тухакан арҫынна асӑрханӑ. Ҫав вӑхӑтра асӑннӑ ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнчи офисран тӗтӗм йӑсӑрланса тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна пушар сӳнтерекенсене чӗнсе илнӗ, хӑйсем вара шанчӑксӑр арҫынна тытса чарнӑ.
Арҫыннӑн вут чӗртсе ямалли шӗвек, икӗ зажигалка, бита пулнӑ.
Пушара часах сӳнтернӗ, тӑкак виҫине специалистсем палӑртӗҫ.
45 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗре пула фитнес-студире пушар тухнӑ. 22 ҫулти пике ятарласа сиен кӳмен-ха. Пӑтӑрмах ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. Ҫунакан ҫуртана вӑл администратор стойки ҫинче хӑварнӑ.
Фитнес-студире хӗр 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫленӗ. Ҫутнӑ ҫуртапа вӑл зал тӑрӑх утнӑ, сӳнтерменскере пластик стакана ярса администратор стойки ҫине лартса хӑварнӑ. Вут-ҫулӑм пурлӑхӑн пӗр пайне тӗп тунӑ, теприне сиенленӗ.
Хӗре суд РФ Пуҫиле кодексӗн 168-мӗш статйипе айӑпланӑ. Пике айӑпа кӑштах йышӑннӑ май маларах тӑкака 250 пин тенкӗлӗх саплаштарнӑ-ха. Анчах суд тата фитнес-студи хуҫи унпах ҫырлахман. Пикене суд 6 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, тӑкака туллин саплаштармалӑх тепӗр 350 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 21 сехетре Ҫӗмӗрле районӗнчи Саланчӑк ялӗнче пушар пулнӑ. Юрать-ха, унта никам та вилмен. Ҫурт, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ. Кил хуҫисем сывах. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чантӑр ялӗнче те, «Тихая слобода» коттедж поселокӗнче, пушар алхаснӑ. Май урамӗнче мунча ҫуннӑ. Ҫулӑм ҫывӑхра ларакан ҫурт ҫине те куҫма пултарнӑ. Пӳрте ҫулӑмран сыхласа хӑварма пултарнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1220 пушар пулнӑ. Вӗсенче 64 ҫын вилнӗ, 52 ҫын суранланнӑ. Пушарсенчен 127 ҫынна ҫӑлнӑ.
Паян ҫӗрле Сӗнтӗрвӑрри хулинче пушар пулнӑ. Степан Разин урамӗнчи ҫурт тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ.
Кунран та хӑрушраххи – унта ҫын вилнӗ. Ҫуртра ватӑ ҫынсем, арӑмӗпе упӑшки, пурӑннӑ. 73 ҫулти хӗрарӑма ҫӑлма май килнӗ. Ӑна пушар вырӑнне ҫитнӗ ҫын урама илсе тухнӑ. Упӑшкине вара, 1948 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна, ҫӑлма май килмен. Вӑл пушарта ҫунса вилнӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1210 пушар пулнӑ. Вӗсенче 64 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 52-ӗн суранланнӑ, 127 ҫынна ҫӑлнӑ.
Паян ирхи 4 сехет ҫурӑра Улатӑрти Белинский урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра пушар тухнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ — 61 ҫулти кил хуҫи вилнӗ.
Икӗ сехетрен Ҫӗрпӳ районӗнчи Лапра ялӗнче пушар алхаснӑ. Унта 53 ҫулти арҫыннӑн кил-ҫурчӗ кӗле ҫаврӑннӑ. Хӑй те суранланнӑ, ӳчӗн 30 проценчӗ пиҫсе кайнӑ. Ӑна Шупашкара пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 184 пушар пулнӑ, унта 63 ҫын вилнӗ, 53-ӗн суранланнӑ, 127 ҫынна ҫӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |