Елчӗк районӗнчи 41 ҫулти арҫынна амӑшӗн ҫуртне чӗртсе янӑшӑн суд тӑвӗҫ. Ун тӗлӗшпе район прокуратури айӑплава ҫирӗплетнӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫак арҫын амӑшӗн килне пынӑ та бензин сапса чӗртсе янӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл унта газ балонне йӑтса кӗнӗ. Юрать, амӑшӗ килте пулман. Ывӑлӗ вӑл ӑна эрех илме укҫа паманшӑн тарӑхнӑ-мӗн.
Телее, амӑшӗ пушар тухнине часах асӑрханӑ. Ҫулӑма кӳршисем, пушарнӑйсем пулӑшнипе сӳнтернӗ.
Следстви вӑхӑтӗнче арҫын укҫа паманшӑн амӑшне вӗлерессипе те хӑратни ҫиеле тухнӑ.