Атӑл леш енче Мари вӑрманӗсем ҫунма тытӑннӑ. Пушар вӑйлах алхасать. «Ҫыхӑнура» форумра каҫхине ӳкернӗ сӑнсене вырнаҫтарнӑ. Сӑнсене Карась кӳлӗ патӗнче ӳкернӗ. Вӗсене пӑхсанах паллӑ: пушар питӗ пысӑк лаптӑкра алхасать.
Пушар лаптӑкӗ, шел те, пысӑклансах пырать. Ӗнер Сосновый Бор поселокӗнчи ҫынсене эвакуациленӗ.
Шупашкарта тӳррӗн каҫас тӑк ҫунакан вырӑн пирӗнтен 40 ҫухрӑмра.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер поселокӗнче вырнаҫнӑ «Солнечный берег» (чӑв. Хӗвеллӗ ҫыран) санаторире пушар тухнӑ. Унтан 240 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ.
Пушар ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 22 сехет тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Вут-ҫулӑм бассейнӑн ӗҫ пӳлӗмӗсенчен пӗринче тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» стенана тата маччана сиенленӗ.
МЧСӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑлавҫӑсем ҫитиччен санаторирен 240 ҫынна эвакуациленӗ, никам та шар курман.
12 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи пушара 20 минутра сӳнтернӗ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
«Сӑрҫи» заповедникре пушар алхасни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑйлӑ ҫулӑма сӳнтернӗччӗ-ха, ҫапах пушарнӑйсем унтах пулнӑ, юлнӑ кӑвара сӳнтернӗ.
Заповедникри пушара тинех сӳнтерсе пӗтернӗ. Анчах савӑнма иртерех, ҫулӑм каллех вӑй илсе ялкӑшма пултарать. «Хӗрлӗ автанпа» 37 ҫын, 13 техника кӗрешнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран тухнӑ.
Юрать-ха, пушарнӑйсем ҫулӑма шурлӑха ҫитме паман. Унта торф 2 метр хулӑнӑш. Аса илтерер: заповденик ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм 9 гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче пурӑнакан ҫамрӑк ҫемье нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Йӑлтах – пушара пула.
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 15 сехет те 45 минутра Сергеевсен ҫуртӗнче ҫулӑм тухнӑ. Малтан пӳрт шалтан ҫуннӑ. Ҫав вахӑтра Сергеевсем картишӗнче пулнӑ.
Ҫулӑм питӗ хӑвӑрт сарӑлнӑ. Ҫемье ҫунакан ҫуртран нимӗн те илсе тухайман. Документсем те ҫунса кайнӑ. Ҫамрӑк мӑшӑр урамра тумтирсӗр, нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Сергеевсен ҫулталӑкри ача пур.
Вӗсене пулӑшас тесен ҫак номерпе ҫыхӑнма, укҫа куҫарма пулать: 89196641701.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чулкаҫ ялӗнче пурӑнакан 30 ҫулти арҫын 30-ти пӗлӗшӗ хӗрарӑмӗпе хирӗҫнӗ те ӑна тавӑрма шут тытнӑ. Вӑл мунча пӑлтӑрне бензин сапса шӑрпӑк чӗртнӗ. Ҫурт ҫийенчех ҫунма тытӑннӑ.
Шалта пӗлӗшӗ пулнӑ. Вӑл пиҫсе кайнӑ, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑн чухнех вилнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чаваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине Хӗрлӗ Чутайра йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ҫурт хуҫин ывӑлӗ пулнӑ.
Ҫаван пекех ӗнер Шупашкарта пушар сӳнтернӗ. Мир проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра хваттер ҫуннӑ. Асӑрханмасӑр пирус туртнӑран балкон ҫунса кайнӑ. Хулари Социализм урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра та пушар тухнӑ. Унта ҫурт умӗ ҫуннӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1052 пушар пулнӑ. Вӗсенче 63 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 55 ҫын аманнӑ.
Улатӑрти ҫӳп-ҫап полигонӗ каллех ҫунма пуҫланӑ.
Аса илтерер: полигон ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫунма пуҫланӑччӗ. Ҫав вӑхӑтра республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑччӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап малтан шалтан ҫунма тытӑннӑ, кайран ҫиеле тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма ҫав кунах сӳнтернӗ, анчах тӗтӗм йӑсӑрланма пӑрахман. Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче ҫӳп-ҫап полигонне тӗрӗс мар пӑхса тӑни палӑрнӑ – ҫӳп-ҫапа вӗтетмен, таптаман тата тӑпрапа хупламан, шӑрӑх ҫанталӑкра ҫӳп-ҫапа нӳретмешкӗн шыв сапман.
Халӗ полигонта каллех йӑсӑрланма тытӑннӑ. Кун пирки яваплисене паян хыпарланӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна такам юри чӗртсе яма пултарнӑ. Ку хыпара йӗрке хуралҫисем тӗрӗслеҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Сӑрҫи» заповедникре ҫулӑм алхасма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 9 гектар вӑрман ҫуннӑ.
Пушара ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне сӳнтернӗ. Ҫапах хальлӗхе пушарнӑйсем унтах ӗҫлеҫҫӗ. Унта 63 ҫын, 17 техника хутшӑнать.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри вӑрмансенче пушар тухнӑ 11 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗтӗмпе 20,56 гектар ҫуннӑ. Вӑрман фончӗн ҫӗрӗ ҫинче 9 тӗслӗх пулнӑ, 11,47 гектар ҫинче ҫуннӑ. 6 тӗслӗхре пушар ҫулӑмпа асӑрханмасар усӑ курнӑран тухнӑ, виҫҫӗшӗнче – аҫа ҫапнине пула.
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 11 сехетре Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Иккӗмӗш Хурашаш ялӗнче пушӑ ларакан ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Кӳршӗре пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ пушара сӳнтерес тесе хӑй шар курнӑ: унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Пушарнӑйсем ҫитсен ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫапах ҫуртӑн шалти отделки, тӑрри сиенленме ӗлкӗрнӗ.
Ҫав кунах Куславккара тата Йӗпреҫ районӗнче пушарсем пулнӑ. Куславккара харпӑр предприятин усӑ курман ҫурчӗ ҫуннӑ. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере вара пурӑнмалли ҫуртра пушар тухнӑ.
Иртнӗ талӑкра пушарнӑйсем Шупашкарта тата Улатӑрта пушар сӳнтернӗ. Ӗнер Улатӑр хулинче Горький урамӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ.
Шупашкарта та харпӑр ҫурт кӗле ҫаврӑннӑ. Хуҫи, 70 ҫулти арҫын, шар курнӑ. Вӑл пӳртре тухнӑ ҫулӑма сӳнтерес тесе хӑй сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Паян вара Шупашкарта «Юбилейный» сад юлташлӑхӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1032 пушар тухнӑ. Вӗсенче 62 ҫын вилнӗ, 54 ҫын суранланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |