Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре, Ҫӗрпӳ районӗнчи Хурӑнвар ялӗнче пушар пулнӑ. Унта лавкка ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Ҫулӑм 24 тӑваткал метр лаптӑка тӗп тунӑ. Ку кӑна мар – вӑл кӳршӗллӗ ҫурт ҫине те куҫнӑ. Ҫулӑм ҫенӗке сиенлетнӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем «хӗрлӗ автана» сарӑлма паман. Пӳрте, хуралтӑсене сыхласа хӑварма пултарнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушарнӑйсемпе пӗр сехете яхӑн кӗрешнӗ.
Халӗ «хӗрлӗ автан» мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ.
Ӗнер каҫхи 6 сехетре Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинче чутах ҫурт ҫунса кайман.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 53 ҫулти хӗрарӑмӑн килӗнче тухнӑ. Ҫулӑм маччана сиенлетнӗ, япаласен, сӗтел-пуканӑн пӗр пайне тӗп тунӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма ҫур сехетрен сӳнтернӗ, кил-ҫурта сыхласа хӑварма пултарнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, ҫемьери ытти ҫынсем шар курман.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 878 пушар пулнӑ, вӗсенче 39 ҫын вилнӗ.
Ӗнер каҫхине, 21 сехетсенче, Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 73-мӗш ҫуртри 5 пӳлӗмлӗ хваттерӗн балконӗ ҫунма тытӑннӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен видео ӳкернӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 тӑваткал метр ҫинче алхасакан ҫулӑма кил хуҫи хӑйех сӳнтерме пултарнӑ. Анчах хӑй пиҫсе кайнӑ: кӗлетки, ури, алли сиенленнӗ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче те пушар пулнӑ. Унта ҫулӑм пӗр ҫурта сиенлетнӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар алхасма тытӑннӑ.
Вут-ҫулӑм Ленинла комсомол урамӗнчи 62-мӗш ҫуртра алхаснӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене инкек пирки 7 сехет те 10 минутра пӗлтернӗ. Пушар ҫиччӗмӗш хутра вырнаҫнӑ икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте тухнӑ.
9 хутлӑ ҫуртри подъездран 25 ҫынна эвакуациленӗ. Пушара 7 сехет те 49 минут тӗлне сӳнтернӗ.
Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пахча-ҫимӗҫ управӑшӗ ҫуннӑ. Пушарпа кӗрешекенсем вут-ҫулӑма сӳнтерес тесе икӗ сехет таран тӑрӑшнӑ.
Пушар пирки каҫхи пилӗк сехет ҫурӑ тӗлӗнче пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна васкавлӑн тухса кайнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерме 10 машина тата 50 ҫын пырса ҫитнӗ. Пушара 19 сехет те 45 минут тӗлне сӳнтернӗ.
Вут-ҫулӑм пахча-ҫимӗҫ управӑшӗн ҫивиттине пурӗ 550 тӑваткал метр лаптӑкра сиенлетнӗ.
Инкек сӑлтавне тата вут-ҫулӑм миҫе тенкӗлӗх сиен кӳнине экспертсем палӑртӗҫ.
Етӗрне хулинчи общежитире пӗр арҫын хӑйӗн икӗ пӗлӗшне тискеррӗн вӗлернӗ.
2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫав арҫын хӑйӗн кӳрши патӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ. Ушкӑнра пӳлӗм хуҫипе пӗрлех тепӗр ҫын та пулнӑ. Сӑра сакки сарлака — ӗҫсен-ӗҫсен виҫӗ пӗлӗш хирӗҫсе кайнӑ. Вӗсенчен пӗри иккӗшне вӗлерме шухӑш тытнӑ.
Кӳршӗ арҫынни юнашар пӳлӗмре пурӑнакана чышкӑпа тата йывӑҫ пуканпа хӗнеме тапранса кайнӑ. Пурӗ 61 хутран кая мар ҫапнӑ. Унтан ҫӗҫӗ ярса илсе унпа 35 хутран кая мар чикнӗ. Тепӗр арҫынна та вӑл хӗнесе пӗтернӗ. Ӑна 8 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чикнӗ. Усал арҫын ун хыҫҫӑн кил хуҫин пуҫне тата сылтӑм аллине чӗртсе янӑ.
Преступление пытарас тесе хайхи этем пӳлӗме чӗртсе янӑ, хӑй вара унти телевизора йӑтса тухса кайнӑ.
Халӗ ҫав арҫынна суд 20 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Тӗрмерен тухсан та унӑн тӗнче тӑрӑх тата тепӗр ҫулталӑк хушши ирӗклӗ ҫӳреме май килмӗ.
Паян Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче ферма ҫуннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку хыпар 17 сехет те 45 минутра ҫитнӗ. Промышленноҫ урамӗнче вырнаҫнӑ фермӑран тӗтӗм тухнӑ, ҫулӑм курӑннӑ.
Халӑх корреспонденчӗ машинӑпа иртсе пынӑ чухне ҫакна видео ӳкерсе хаҫата ярса панӑ.
Хальлӗхе ку пӑтӑрмах пирки тулли информаци ҫук.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫурҫӗр ярмӑрккӑра павильон хыпса илнӗ. Инкек каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пулнӑ.
Сӑрӑсем сутакан павильонра пушар ҫутӑ пӑралукӗсем пӗрлешсе илнӗрен тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара хӑвӑрт сӳнтернӗ. Вӗсем пилӗк пушар чаҫӗнчен пырса ҫитнӗ.
Тӑршшӗ 20 метр, сарлакӑшӗ 8 метр йышӑнакан суту-илӳ павильонӗнчен пушар юнашар
лавккасем ҫине куҫса ӗлкӗреймен. Хӑй павильон вара сиенленнӗ, унӑн ҫивиттине те ылмаштарма тивӗ.
Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра чи ҫӳлти хутра пурӑнакан арҫын пирус тӗпне сӳнтермесӗрех ҫывӑрса кайнӑ. Ку чутах инкекпе вӗҫленмен.
Ҫак пӑтӑрмах паян кӑнтӑрла пулнӑ. Юрать, кӳршисем сисчӗвленнӗ. Вӗсемех пушарнӑйсене чӗннӗ.
Сӳнтермен пирус тӗпне пула матрас хыпса илнӗ. Кил хуҫи тухтӑрсем пульницӑна кайма сӗнсен килӗшмен. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ.
Ӗнер каҫхи 9 сехетре Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хурапыр ялӗнче 68 ҫулти арҫын хуҫалӑхне аҫа ҫапнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ампара тӗп тунӑ, сарайпа вутӑ сарайне сиенлетнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑм юнашарти ҫурта куҫасран кӗрешнӗ. Юрать-ха, сарӑлма паман. Ҫапах ҫулӑм пӳрт карнизне сиенлетнӗ.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 827 пушар пулнӑ. Вӗсенче 39 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |