Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Етӗрнери Орлов урамӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм тӗпеле, шалти отделкӑна, сӗтел-пукана сиенлетнӗ.
Шел те, ҫухатусӑр пулман. Пушарта 76 ҫулти арҫын вилнӗ.
Ҫав кунах 14 сехетре Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пушар алхаснӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем кӳршӗ ҫурта сыхласа хӑварнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 674 пушар тухнӑ. Вӗсенче 36 ҫын вилнӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртсен 14 сехетре Шупашкар районӗнчи Оппукасси ялӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра кил хуҫи, 67 ҫулти хӗрарӑм, килте пулман, аякка кайнӑ.
Кӳршисен 7 ҫулти мӑнукӗ пӳртре ҫулӑм тухнине пӗрремӗш асӑрханӑ. Вӑл кун пирки аслисене каланӑ. Вӗсем вара тӳрех пушарнӑйсене чӗннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара 11 минутра сӳнтернӗ. Ҫулӑм тӗпеле кӑна сиенлетсе ӗлкӗрнӗ.
Паян 19 сехет те 20 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта "Химпром" территорийӗнче ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнине асӑрханӑ. Предприяти пресс-служби мӗн пулса иртнине ӑнлантарнӑ: юсав хыҫҫӑн технологи схемине ярсан оборудовани температури ӳссе кайнӑ-мӗн.19 сехет те 59 минутра пушара сарӑлма чарнӑ. Шар курнӑ ҫынсем ҫук. Промышленноҫ министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку теракт мар. Предприяти ахаль чухнехи пекех ӗҫлет.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре Шупашкар районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче пӳрт ҫуннӑ. Ҫурт йӑлтах ҫунса кайнӑ. Шел те, кил хуҫи те, 50 ҫулти арҫын, вилнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Шупашкарти Лебедев урамӗнчи 66-мӗш ҫуртра виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм электропралука пула тухнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑм икӗ ачине ҫавӑтса хваттертен тухма ӗлкӗрнӗ.
Ӗнер тата виҫӗмкун республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫурӗ. Шел те, аҫа-ҫиҫӗм шар кӑтартмасӑр пулман.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхине Йӗпреҫ поселокӗнче Почта урамӗнчи пӗр ҫурт тӑррине аҫа ҫапнӑ. Пушарнӑйсем хӑвӑрт ҫитнӗ, ҫулӑма 3 минутран сӳнтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти Гузовски ращинчи йывӑҫа аҫа ҫапнӑ. Ӑна та хӑвӑртах сӳнтернӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 7 сехет те 33 минутра Пӑрачкав ялӗнче «КамАЗ» Комсомольски урамӗнчи 72-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнчи газ пӑрӑхне лектерсе йӑтса антарнӑ. Ҫывӑхри ҫурта газ лекнӗ, электричество замыканийӗ пулса пушар тухнӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 1 сехетре сӳнтернӗ. Ҫурт вӑйлах сиенленнӗ. Юрать-ха, хӑть кӳршӗри пӳрте ҫунса кайма паман: пушарнӑйсем тӑрӑшнипе ҫулӑм ун ҫине куҫман.
Йӗпреҫ районӗнче лесничествӑра пушар тухнӑ. Кун пирки «Вӑрман хуралӗ» диспетчер службине паян ирхине 6 сехет те 26 минутра пӗлтернӗ.
Лесничество ӗҫченӗсем пӗр тӑхтамасӑр инкеке сирме пуҫланӑ. 6 сехет те 55 минутра пушара сарӑлма чарнӑ. Кӑштахран ҫулӑма вуҫех сӳнтернӗ.
Юрать-ха, пушар вӑйлӑ сарӑлма ӗлкӗреймен. Ҫулӑм 0,01 гектар ҫинче кӑна алхаснӑ. Телее, ку инкек Йӗпреҫ лесничествине пӗр пус та тӑкак кӳмен. Йывӑҫ-тӗм те шар курман.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, вӑл ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Пушар Учитель урамӗнчи пӗр ҫуртра тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран вӑй илнӗ.
Пушара сӳнтерсен 59 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Вӑл кил хуҫи пулнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗне 18 сехетре ҫӑлавҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарти Женя Крутова урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра пушар сӳнтернӗ. Унта иккӗмӗш хутри пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Шалта 58 ҫулти кил хуҫин виллине тупнӑ. Пушара хӑвӑртах, 3 минутран, сӳнтернӗ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 81 пушар тухнӑ, вӗсенче 8 ҫын вилнӗ.
Паян Шупашкарта пурӑнакансем ҫӑра тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Унта Иван Яковлев прспектӗнчи 39-мӗш "б" ҫуртра вырнаҫнӑ "Хӗвел" бази ҫуннӑ.
Пушар тухни пирки 14 сехет те 25 минутра пӗлнӗ. Пушарнӑйсем вырӑна тӳрех ҫитнӗ.
Ку хыпара "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |