Куславкка муниципалитет округӗнчи Мӗниҫырми ялӗнчи 68 ҫулти арҫын мунчара пурӑннӑ. Виҫӗ ҫул каялла унӑн ҫурчӗ ҫунса кайнӑ, ҫавӑнпа унӑн унта кун кунлама тивнӗ.
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вара ҫак арҫыннӑн мунчи те ҫунса кайнӑ. Шел те, вӑл хӑй те унтан тухайман. Пушар каҫхи 7 сехетре пулнӑ. Вӑл ҫуннине ҫынсем тӳрех асӑрхаман.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1454 пушар пулнӑ, вӗсенче 64 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паян ирхи 5 сехет ҫитерспе Куславкка муниципалитет округӗнчи Криуш ялӗнче пушар пулнӑ – 52 ҫулти хӗрарӑмӑн 224 тӑваткал метрлӑ ҫуртне ҫулӑм ярса илнӗ.
Пушар ҫурт тӑррине тӗп тунӑ. Ҫулӑма сӳнтерсен хӗрарӑмпа пӗрле пурӑннӑ 72 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Сӑмах май: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1452 пушар пулнӑ. Вӗсенче 61 ҫын вилнӗ.
Канмалли кунсенче Канаш муниципалитет округӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Инкек шӑматкун каҫхи 10 сехет ҫурӑра пулнӑ.
Ҫулӑм йывӑҫ урая тӗп тунӑ. Пушара сӳнтерсен 27 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Вӑл унта пурӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫи ӑшӑнмалли электричество кӑмаки ҫутнӑ, вӑл юсавсӑр пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра канмалли кунсенче 19 пушар пулнӑ.
Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Анаткас ялӗнче йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм пӳрте тӗп тунӑ.
Пушара сӳнтерсен кӑмрӑк ҫинче 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ. Ҫулӑм мӗнрен тухнӑ-ха? Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1419 пушар пулнӑ. Вӗсенче 60 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкарти Красногорск урамӗнчи харпӑр ҫурт ҫунса кайнӑ. Инкек ӗнер 22 сехет хыҫҫӑн пулнӑ.
Пушарта 41 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ҫав ҫуртра пурӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электрокӑмакапа усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнипе тухнӑ. Пушара сӳнтерсен виҫӗ электрокӑмака тупнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫи, ахӑртнех, пушара хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ чухне сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Ӗнер каҫхине Элӗк муниципаллӑ округӗнче сӗтел-пукан туса кӑларакан цех ҫуннӑ. Вӑл Асакассинче вырнаҫнӑ. Юнашарах – тырӑ упрамалли вырӑн. Вӗсем пӗр тӑрӑ айӗнчех пулнӑ.
Пушар тухнине тӳрех асӑрхаман. Ҫулӑм тӑрринчен курӑнма пуҫласан тин пушарнӑйсене чӗннӗ. Специалистсем 550 тӑваткал метр ҫинче алхасакан ҫулӑма сӳнтернӗ. Пушар пурлӑха, сӗтел-пукан цехне, 200 тонна урпана тӗп тунӑ.
Паян 11 сехет те 5 минутра Шупашкарти Николаев урамӗнчи 46-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнчи хваттерте пушар тухни пирки пӗлтернӗ.
Иккӗмӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ҫуртра пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Мӗншӗн тесен ҫӑра тӗтӗм подъездра хӑвӑртах сарӑлнӑ.
Ултӑ ҫынна урама тухма пулӑшнӑ. Пӗр хӗрарӑма тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Пушара 12 сехет те 7 минутра сӳнтернӗ. Пушар хваттерти шалти отделкӑна, сӗтел-пукана тӗп тунӑ.
Шӑматкун каҫхине Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Олкаш ялӗнче пушар пулнӑ. Ҫуртӑн тӑрри тата веранда ҫунса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушарпа 40 минут кӗрешнӗ. 67 ҫулти кил хуҫи инкек вӑхӑтӗнче сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Ҫав кунах Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Советское ялӗнче 72 ҫулти арҫыннӑн хуҫалӑхӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑм ҫуртӑн пӗр пайне сиенлетнӗ.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Чуракасси ялӗнчи Совет урамӗнче чӳкӗн 11-мӗшӗнче кирпӗч ҫурт ҫунса кайнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе ҫулӑм мӗнрен тухнине палӑртман. Инкек вӑхатӗнче пӳртре икӗ ҫын пулнӑ: 1953 ҫулта ҫуралнӑ кил хуҫи тата 1956 ҫулхи хӑна. Пушара сӳнтерсен вӗсен виллине тупнӑ.
Улатӑрта Киров урамӗнчи 38-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Унти икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ӗнер ирхи 7 сехетре ҫунма пуҫланӑ.
Ҫулӑм шалти отделкӑна, пӗтӗмпе 2 тӑваткал метра, сиенлетнӗ. Юрать-ха. никам та вилмен. 64 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ пушарта алли-урине пӗҫертнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ҫунакан лампадӑран тухма пултарнӑ. Ӑна кил хуҫи хӗрарӑмӗ пӑхмасӑр хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |