Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пушарсем

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Улатӑр хулинче пысӑк пушар пулнӑ: унта Мускав урамӗнчи 3 хутлӑ ҫурт тӑрри ҫуннӑ.

Ҫулӑм тухни пирки эрнекун 22 сехет ҫурӑра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем ҫитиччен 20 ҫын хӑйсем тӗллӗнех ҫуртран урама тухнӑ. 500 тӑваткал метр лаптӑка, ҫурт тӑррине, 15 специалист тата 8 техника сӳнтернӗ.

Пушар мӗне пула тухнӑ-ха? Сӑнав пушар лабораторийӗн эксперчӗсем хальхи вӑхӑтра сӑлтавне палӑртас тӗллевпа ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхи 6 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти Парк урамӗнчи 37-мӗш ҫуртра, общежитире, пӳлӗм ҫунма тытӑннӑ. Тӗтӗм сарӑлнине пула 9-мӗш хутри ҫынсем урама хӑйсем тӗллӗн тухайман.

Икӗ ҫынна пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Ятарлӑ службӑсем вӗсене ҫуртран тухма пулӑшнӑ. Тепӗр 5 ҫын вара хӑйсемех урама тухма пултарнӑ.

Пушар 5 тӑваткал метр лаптӑка сиен кӳнӗ. Ӑна 7 ҫӑлавҫӑ тата 3 техника сӳнтернӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре пушара хирӗҫле режим пуҫланнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.

Ку эрнере Правительство ҫуртӗнче инкеклӗ лару-тӑрӑва сирес тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Унта та хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне сӳтсе явнӑ.

Ларура пушар сезонне епле хатӗрленни ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ. Ларура тимле итлесе ларнӑ «Хыпар» журналисчӗ Роза Власова пӗлтернӗ тӑрӑх, «вӑрмансене сыхлама 156 маршрут йӗркеленӗ. Диспетчер пункчӗсенче дежурствӑсем йӗркеленӗ».

Апла пулин те Куславкка тӑрӑхӗнче 2000 тӑваткал метр ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ.

Ларӑва ертсе пынӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев питех те асӑрхануллӑ пулмаллине палӑртса хӑварнӑ. Кунта ӗнтӗ кашни ҫын тимлӗ пулни паха.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхине И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен 335 ҫынна эвакуациленӗ. Сӑлтавӗ – гардеробра тумтир ҫунма тытӑнни.

Пӗр студент пӗрремӗш хутри гардеробра сумка хӑварнӑ, унта вара юсавсӑр телефон пулнӑ. Вӑл вара ҫунма тытӑннӑ, ҫулӑм ытти тумтир ҫине куҫнӑ.

Пушар пирки пӗлтерсен ҫуртран 335 ҫынна эвакуациленӗ. Никам та шар курман. Факультетра ӗҫлекенсем пушара хӑйсемех ятарлӑ хатӗрпе усӑ курса сӳнтернӗ.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑнтӑрла Куславкка округӗнче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек тӗслӗх ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пӗрремӗш пулнӑ.

Типӗ курӑк Елчӗк ялӗ патӗнче ҫуннӑ. Ҫулӑм пӗтӗмпе 2000 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ – ҫулӑмпа асӑрханманни.

Аса илтерер: ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе республикӑра пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫак тапхӑрта вӑрманта, ун ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пӗр талӑкра икӗ машина ҫунса кайнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби учрежденин МАХри каналӗнче пӗлтернӗ.

Шупашкарти Рихард Зорге урамӗнчи 13-мӗш ҫурт тӗлӗнче «Фольксваген Пассат» автомобиль вутра кӗлленнӗ.

Энтузиастсен урамӗнчи общежити тӗлӗнче «Ниссан Примера» ҫунма пуҫланӑ. Ӑна машина хуҫи, 49 ҫулти арҫын, хӑй сӳнтернӗ. Анчах хӑй те шар курнӑ, аллине пӗҫертсе янӑ. Пушар ҫын чӗртсе янӑран тухма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Шупашкарти ҫак икӗ инкек те ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулса иртнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫур ҫӗр ҫитеспе Канаш хулинче ҫурт ҫунма тытӑннӑ.

Инкек Анӑҫ тӑкӑрлӑкӗнчи ҫуртра пулнӑ. Ҫулӑм 60 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушара пилӗк техника тата 12 ҫӑлавҫӑ сӳнтернӗ. Ҫулӑма виҫӗ сехетрен кӑна парӑнтарма май килнӗ.

Инкек вырӑнӗнче икӗ ҫын виллине тупнӑ. Вӗсем – 63 ҫулти хӗрарӑм тата 69 ҫулти арҫын.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 291 пушар пулнӑ. Инкексенче 18 ҫын вилнӗ, тепӗр 18 ҫын аманнӑ. Пушарсенче 47 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
МЧС сӑнӳкерчӗкӗ
МЧС сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи Кивпулӑх ялӗнче пысӑк инкек пулса иртнӗ. Пушар 52 ҫулти арҫыннӑн килсе сиксе тухнӑ. Унӑн пӳрчӗ, мӗнпур хуралти хыпса илнӗ. Пушар 300 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара сӳнтерме 16 специалист тата тӑватӑ единица техника пырса ҫитнӗ. Пушара сӳнтерме виҫӗ сехет ытла иртсе кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем тӑрӑшнипе пурӑнмалли пӳрте ҫӑлса хӑварма май килнӗ.

Иртнӗ талӑкра пирӗн республикӑра икӗ хутчен пушар алхаснӑ. 2026 ҫул пуҫланнӑранпа 287 хутчен вут-ҫулӑм ҫынсене шар кӑтартнӑ. Вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ваттисем мӗн ӗлӗкрен тӗрӗсех каланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Красноармейски районӗнчи Кивьялта 85 ҫулти кинемей пушарта вилнӗ. Пӑтӑрмах пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.

Пушар ҫурҫӗр хыҫҫӑн тухнӑ. Вут-ҫулӑм 110 тӑваткал ытла метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Шел пулин те, ватӑ ҫын пӳртрен тухайман — инкекре унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Пушара сӳнтерме Инкеклӗ ӗҫсен министерствин сакӑр ӗҫченӗ тата ятарлӑ икӗ техника вырӑна пырса ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем газ баллонне илсе тухса ӗлкӗрнӗ. Вӑл сирпӗннӗ пулсан инкек тата ытларах шар кӑтартма пултаратчӗ тесе пӗлтереҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем.

Пушара пӗтӗмпех сӳнтерме 1 сехете яхӑн вӑхӑт иртсе кайнӑ.

Кинемее, шел пулин те, ҫӑлма май килмен. Халӗ унӑн ҫывӑх ҫыннине пысӑкран та пысӑк хуйхӑ пырса ҫапнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа пушара хирӗҫле режим вӑйра пулӗ. Ку йышӑнӑва Чӑваш Ен Правительствин председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Документра пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк территорисене палӑртнӑ. Унта 236 ял-сала, ача-пӑча уйлӑхӗсем, сад пӗрлешӗвӗсем кӗнӗ.

Аса илтерер: пушара хирӗҫле режима кашни ҫулах йышӑнаҫҫӗ, анчах тӗрлӗ вӑхӑтра. Ку ҫанталӑк мӗнле пулнинчен килет. Акӑ, тӗслӗхрен, 2021 ҫулта кун пек режим акан 25-мӗшӗнче кӑна вӑя кӗнӗ. Юлашки виҫӗ ҫулта вара ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 94
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 09

1911
115
Думилин Илья Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1917
109
Игнатьев Сидор Игнатьевич, «Хыпар» хаҫат редакторӗ, пултаруллӑ журналист тата публицист вилнӗ.
1928
98
Ефимов Георгий Андреевич, — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть