Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче Парк урамӗнчи икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Пушар тухни пирки ятпрлӑ службӑна ирхи 3 сехетсенче пӗлтернӗ.
59 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑм тӗтӗм шӑршипе вӑранса кайнӑ. Вӑл ҫулӑма малтан хӑй тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах май килмен, пушарнӑйсене чӗнме тивнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем ҫулӑма кӳршӗри икӗ ҫурт ҫине куҫма паман. Вӗсем пушара икӗ сехетрен тӗппипех сӳнтернӗ.
Кил хуҫи хӗрарӑмӗ пиҫсе кайнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Пӳртре пулнӑ 5 ҫулти мӑнукне тухтӑрсене пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
